Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
1 Ноябрӗн 2022, 11:10

Чăннипех те маттур Илья

Нумаях пулмасть Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕ Илья Григорьев Ĕпхÿ хулинче иртнĕ тăван чĕлхепе сăвă вулакансен «Хавхалану» («Вдохновение») конкурсне хутшăнса виççĕмĕш степенльлĕ диплома тивĕçнĕ.

Чăннипех те маттур Илья
Чăннипех те маттур Илья

Конкурс Ĕпхÿ хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ йĕркеленĕ. Ăна 2006 çултанпа ирттереççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем кăçал виçĕ номинаципе хăйсен пултарулăхне кăтартса панă: «Пĕччен вулав», «Çемьепе вуласси» тата «Вĕрентекенпе вĕренекен вулавĕ».
Илья Чăваш халăх поэчĕн Петр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине илемлĕн пăхмасăр каласа панă. Мероприятире сумлă хăна, Пĕрлешнĕ Нацисен вĕренÿ, ăслăлăх тата культура енĕпе ĕçлекен организацийĕн (ЮНЕСКО) Раççей Федерацийĕн пĕрлешÿллĕ шкулĕсен наци Канашĕн членĕ, Пушкăртстан Республикинчи ЮНЕСКО ĕçĕсене пурнăçлакан комитетăн тĕп специалисчĕ Людмила Богуславская, хутшăннине палăртмалла.
Пушкăртстанăн тĕп хулинче пурăнакан ача нумай çул хушши чиперкке йăмăкĕпе пĕрле тăрăшса чăвашла вĕренет. Людмила Пашинапа Галина Кириллова шкул вĕрентекенĕсем ертсе пынипе хулари пысăк сценăсем çинчен мăнаçланса чăвашла сăвăсем янратать.
Çапла çав, XXI ĕмĕрте акăлчан е урăх ют чĕлхепе сăвă-юрă янратакан, чикĕ леш енчи ташăсем ташлакан çамрăксенчен никам та тĕлĕнмест. Ялан чăвашла тум тăхăнса чăвашла калаçакан ачаран нумай нациллĕ хулари ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕнеççĕ кăна мар, Ильяна чунтан саламлаççĕ, юратаççĕ, ăнăçу сунаççĕ, унпа питĕ хĕпĕртеççĕ. Чăннипех те пултаруллă чăваш ачи. Паллах, Илья чăваш чунлă пулса çитĕннинче ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк пулнине палăртмалла. Эпир ăна малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Иван ТАРАСОВ.
Ĕпхÿ хули.

Чăннипех те маттур Илья
Чăннипех те маттур Илья
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: