Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
13 Декабрӗн 2022, 11:00

«Раççей чăваш пики – 2022»

Чăваш пики тесен куç умне илĕртÿллĕ, чипер, ăслă, ĕçчен хĕр тухса тăрать. Чăн та çапла-ши? Çакна «Раççей чăваш пики – 2022» конкурса хутшăнакансем çирĕплетме тăрăшнă.

«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»

Асăннă конкурс декабрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ. «Раççей чăваш пики – 2022» ята çĕнсе илессишĕн Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата Раççейри регионсенчен килнĕ 21 хĕр тупăшнă. Вĕсем куракансене тата жюри членĕсене (вĕсен шутĕнче пирĕн республикăн представителĕ те пулнă) хăйсен пултарулăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшнă. Унсăр пуçне пикесем чăваш историйĕпе, кун-çулĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă, пухăннисене илемлě юрă-ташăпа тыткăнланă. Тÿресем ăмăртакансене тĕрлĕ номинацире хакланă.
Кăçал Пушкăртстан чысне Софья Трофимова (Ĕпхÿ хули), Диана Дмитриева (Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ), Инна Алексеева (Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ) хÿтĕленĕ. Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш-акăлчан уйрăмĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Инна Алексеева «Хÿхĕм пике» номинацинче палăрнă. Диана Дмитриева «Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш пики» номинацие тивĕçнĕ. Чăваш Енри Муркаш районӗнчи Анастасия Поркина «Раççей чӑваш пики – 2022» ята çĕнсе илнĕ. Ăна 50 пин тенкĕлĕх путевка тата тухья парса чысланă. Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчен хутшăннă Алия Карусева «Раççей чăваш пики – вице-мисĕ» титула тивĕçнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
«Раççей чăваш пики – 2022»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: