Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш çамрăкĕсен çырас туртăмне, пултарулăхне аталантарасси, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси. Конкурс икĕ номинаципе, «текстсем» тата «видео», иртрĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне чăваш чĕлхипе çыракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 7-9 класс ачисенчен, ятарлă тата аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсенчен пурĕ 13 ĕç килчĕ. «Текстсем» номинацире – 12 ĕç, «Видео» номинацире пĕрре пулчĕ. Шкул ачисен ĕçĕсене ÿсĕмĕсене кура икĕ ушкăна уйăрнă: вăтам (7-9 классем) тата аслă (10-11 классем). Пур ĕçе те сумлă жюри членĕсем вуласа тухса хак пачĕç. Çав шутра: Л.В. Коротаева, Л.А. Афанасьева Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Ю.Н. Михайлов, «Урал сасси» хаçатăн яваплă секретарĕ Н.К. Родионова, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Геннадий Челпир. Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисене пурне те ятарлă дипломсемпе палăртнă.
Конкурса килнĕ ĕçсем хушшинче пысăк пахалăхлă, журналистика жанрĕ ыйтнине тивĕçтерекен, шухăша тĕрĕс уçса панă, стиль тата орфографи тĕлĕшĕнчен йăнăшсăр çырнă материалсем пуррине палăртма кăмăллă. Чăваш литература нормисене пăхăнса çыракан ачасем пулни республикăра тăван чĕлхене кирлĕ шайра вĕрентекен шкулсемпе чăваш чунлă учительсем, чăвашла калаçакан ачасем пуррине çирĕплетет. Сахал пулсан та пур вĕсем. Тавах, сире конкурса хутшăнса хăвăр пултарулăхăра тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунăшăн. Малашне те хаçатпа çыхăну тытасса шанатпăр. Пирĕн хаçат сахал мар паллă çыравçăсемпе сăвăçăсен пултарулăхне аталантарма пулăшнă. Сире те çырас туртăм пулсан, пысăк литература тата публицистика çулĕ çине тухма пулăшĕ.
Конкурса килнĕ «Текстсем» жанрти пур ĕç те «Урал сасси» хаçатра «Çамрăк журналист» рубрикăпа кун çути курĕç.
Халĕ сире конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллашма сĕнетпĕр.
«Текст» номинаци (7-9 класс):
I вырăн – Радик Федоров (сăн ÿкерчĕкре), 7 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ, ертÿçи – Надежда Васильева;
II вырăн – Аделина Васильева, 9 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, ертÿçи – Татьяна Вальщикова.
Елена Макарова – 8 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, ертÿçи – Татьяна Козлова.
III вырăн – Владислав Глухов, 7 класс, Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ, ертÿçи – Ирина Виноградова.
«Текст» номинаци (студентсем):
I вырăн – Константин Петров, II курс, Ĕпхÿ хулинчи наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ;
II вырăн – Анастасия Федорова, IV курс, Ĕпхÿ хулинчи наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ.
Ольга Никитина – I курс, Ĕпхÿ хулинчи наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ.
III вырăн – Анфиса Салихова, IV курс, Ĕпхÿ хулинчи наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ.
Кристина Никифорова – III курс, Ĕпхÿ хулинчи наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ.
«Видео» номинаци (10-11 класс):
III вырăн – Арина Прокопьева, 10 класс, Анастасия Григорьева, 10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, ертÿçи – Николай Глухов. Вĕсем конкурса «Тăван ялăм» видеосюжет тăратнă.
Çавăн пекех «Тăван чĕлхене юратакансем» хушма номинаци çĕнтерÿçине палăртма та кăмăллă. Вăл Анастасия Михайлова (7 класс, Пишпÿлекри 1№ шкул, ертÿçи – Марина Захарова) пулса тăчĕ.
Геннадий Челпир, сăвăçă: Хисеплĕ çамрӑк журналистсем, йышӑнӑр манран чи хĕрӳ салам! Эсир чӑнах та журналистика професси ĕҫĕпе пуҫласа утӑм тума пултартӑр. Камӑн-тӑр ĕҫĕ ӑнӑҫлӑрах пулчĕ, теприн питех палӑрмасан та пурте – маттурсем! айккинчен пӑхса тӑракансем мар, ҫакна питĕ кӑмӑлларӑм. Публицистика, историллĕ, паянхи куна ҫутатакан статьясем, сӑн ӳкерчĕксем, видеорепортаж та хаклавра пулчĕҫ. Пурне те пĕр ҫĕре пухсан хаҫат та кӑларса пулĕ. Журналистсем – питĕ нумай пĕлекен ҫынсем, вĕсен сӑмахĕсем чӑнлӑхпа ҫыхӑнса тӑраҫҫĕ. Кам пĕлет, тен, сиртен кам-тӑр паллӑ журналист пулĕ. Ĕмĕтленсен – пулатех! Ĕмĕтленĕр, тӑрӑшӑр, вĕренĕр! Пĕтĕм кӑмӑлтан пуҫланӑ ырӑ ĕҫĕрте ӑнӑҫу сунатӑп! Сывлӑхлӑ пулӑр, телейлĕ пулӑр!
Надежда РОДИОНОВА.