Пур хыпар та
Конкурс
8 Нарӑсӑн 2023, 15:25

Пелепей хулинче илемлĕ сăвă вулакансен вырăнти тапхăрĕ иртрĕ

Ĕнер, февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче çулсерен йĕркеленекен сăвă вулакансен «Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн зонăри тапхарĕ иртрĕ. Унта виçĕ районтан (Пелепей, Пишпÿлек тата Ермеккей) 25 сăвă вулакан хутшăнчĕ.

Пелепей хулинче илемлĕ сăвă вулакансен вырăнти тапхăрĕ иртрĕ
Пелепей хулинче илемлĕ сăвă вулакансен вырăнти тапхăрĕ иртрĕ

Асăннă конкурса Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологийĕн кафедри (ертÿçи – Илсур Мансуров филологи наукисен кандидачĕ) вун пĕрмĕш хут йĕркелет. Çавăнпа та вăл икĕ чĕлхепе – чăвашла тата тутарла - иртет. Çак кун Пелепей хулинчи тутар гимназинче те çакăн пекех мероприяти сăвă вулакан çамрăксене пĕр çĕре пухнине палăртса хăвармалла. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ илемлĕ поэзи чĕлхипе çырнă хайлавсене  янравлă та ăста вуласа пуплев тата ăс-тăн культурине, çамрăксен вулав тавракурăмне калăпласси пулса тăрать.

Чăн малтан пухăннисене, кăмăла çĕклеме тенĕ евĕр, гимназин шкул çулне çитмен шăпарланĕсемпе вĕренекенĕсем юрă-кĕвĕпе саламларĕç. Ун хыççăн  сăмах Пелепей районĕнчи вĕрентÿ управленийĕн ертÿçин çумĕ Людмила Оноприенко сăмах илчĕ. Людмила Ивановна салам сăмахĕсемпе пĕрле çакăн евĕр ăмăрту Пелепей çĕрĕ çинче иртнишĕн хĕпĕртенине палăртрĕ, пурне те ăнăçу, тăван чĕлхене хаклама сунчĕ. Гимнази директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Полина Кирилова вĕрентÿ учрежденин çитĕнĕвĕсемпе, вăл мĕнле аталанса пынипе  паллаштарчĕ. Паянхи кун кунта 173 вĕренекен пĕлÿ илнине, вĕсене 14 вĕрентекен ăс-тăн панине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех гимнази çумĕнче ача сачĕ пур, унта 52 шăпăрлан çÿрет.

Малалла  конкурс программи тăрăх кам миçемĕш сăвă вуласси пирки шăпа янине йĕркелерĕç. Ун хыççăн ăмăрту пуçланчĕ. Пĕрремĕш пулса жюри членĕсен (председателĕ – Лира Афанасьева филологи наукисен кандидачĕ) умне Слакпуç шкулĕнче 10-мĕш класра  вĕренекен Егор Федоров тухрĕ. Вăл Ухсай Якковĕн «Карлав аври касмашкăн кайрăм» сăввине вуларĕ. Çамрăк сăвă вулакансене ытларах хăш авторăн сăввисем килĕшеççĕ-ха? Кунта, паллах, Константин Ивановпа Ухсай Якковне палăртмалла. Çав вăхăтрах вĕренекенсене паянхи çыравçăсен Аркадий Русаковăн, Лидия Шурçăлăн тата Алексей Емельяновпа Александр Егоров сăмах ăстисен (пурте "Шуратăл" литпĕрлешÿ пайташĕсем) пултарулăхĕ хăй патне туртни сисĕнчĕ.

Сехет ытла пынă «кĕрешÿ» хăварт вĕçленчĕ, жюри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕ. Çапла вара пĕтĕмĕшле балсене шутланă хыççăн Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнчи Аделина Чернова (7- 9 класс, хатĕрлекенĕ – П.Г.Кирилова), Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри К.Иванов ячĕллĕ вăтам шкулти  Валентина Макарова (10-11 класс, З.Ф.Тимофеева) тата Пелепейĕнчи гуманитарипе техника колледжĕн студенчĕ Анастасия Алексеева (Р.М.Николаева) мала тухрĕç. Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри шкулĕнчи Полина Макеева (вĕрентекенĕ –М.С Ильина) тата Пелепей хулинчи 1№ шкулти Карина Степанова (7-9 класс, С.В.Игнатьева), Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăкри К.Иванов ячĕллĕ шкулти Татьяна Иванова (10-11 класс, З.Ф.Тимофеева), студенсем хушшинче Пелепейри гуманитарипе техника колледжĕн студенчĕ  Пелагея Елисеева (Р.М.Николлаева) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Ăмăртăвăн виççĕмĕш пусми çине хăпарнă сăвă вулакансене те палăртма кăмăллă. Вĕсем - Ермеккей районĕнчи Суккул шкулĕнчен килнĕ Дарья Филипповапа (ертÿçи - А.В.Павлова) Анастасия Григорьева (С.А. Иванова), Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕн вĕренекенĕ Николай Тихонов (М.М.Трофимова) тата Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри К.Иванов ячĕллĕ вăтам шкулти Валерия Новикова (З.Ф. Тимофеева).

Çĕнтерÿçĕсене асăнмалах парнесем парса чысларĕç. Вĕсемпе мероприятин спонсорĕ, Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев, тивĕçтерчĕ. Çавăн пекех конкурса хутшăнакан кашни ача сертификатлă тата Иван Ивникĕн «Сывлăм йĕрĕ юлчĕ çырура…» кĕнекиллĕ пулчĕ.

Çывăх вăхăтра, февраль уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче, çакăн евĕр илемлĕ вулав конкурсĕсем Çтерлĕпуçпа Толбазă салисенче иртмелле. Ун хыççăн зонăри тапхăрта 1-3-мĕш вырăнсем йышăннă илемлĕ сăвă вулакан çамрăксем февралĕн 20-мĕшĕнче Çтерлĕре пухăнĕç, хăйсен пултарулăхĕпе анлăрах паллаштарĕç.

Юрий СНЕГОПАД. 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: