Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
12 Нарӑсӑн 2023, 17:55

«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурс малалла тăсăлать

Пушкăртстанра шкул ачисемпе колледжсенче вĕренекенсен хушшинче «Янравлă чĕрĕ сăмах» сăвă вулакансен конкурсĕ пыни çинчен эпир вулакансене пĕлтернĕччĕ. Унăн малтанхи зонăри тапхăрĕ Пелепей хулинчи чăваш гимназинче иртрĕ.

«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурс малалла тăсăлать
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурс малалла тăсăлать

 Февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче çакăн евĕр ăмăртăва Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш кафедрин ĕçченĕсем Çтерлĕпуç салинче, 11-мĕшĕнче Толбазăра йĕркелерĕç. Малтанхи мероприяти пирки акă мĕн çырать Çтерлĕ филиалĕн 2-мĕш курс студенчĕ Константин Петров.

«Паянхи хӗллехи сивӗ кунра Ҫтерлӗпуҫӗнчи, эпӗ вӗренсе пӗлӳ илнӗ, иккӗмӗш шкулта чӑннипех те чӑвашла та тутарла сӑвӑсем янӑрарӗç. «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурса Пушкăрт Республикин кӑнтӑр енчи виҫӗ районтан (Ҫтерлӗпуҫ, Мияки, Федоровка) пултаруллӑ  сӑвӑ калакансем пӗр ушкӑна пуҫтарӑнчӗҫ. Жюри пайташĕсене хаклама та ҫӑмӑлах пулмарӗ тесе шутлатӑп, вӗсем вӑрах канашланă хыççăн пĕтĕмлетÿ турӗҫ. Сӑвӑ вулакансенсен пултарулăхне пирӗн университетри чӑвашпа тутар кафедринче ăс паракан Лира Аркадьевна Афанасьевапа Зинаида Николаевна Сурпан çыравçă тата 1 мӗш курсра вӗренекен Ольга Никитина студент тимлӗн итлесе тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Пӗр ачан кӑмӑлне те хӑвармарӗҫ, пурин валли те ӑшӑ сăмах та, парне те ҫитрӗ. Ҫак мероприяти пысӑк шайра тата тухăçлă иртни, паллах, ăна йӗркелекенсенчен нумай  килет тесе шутлатӑп. Лариса Валерьевна Коротаева филологи наукисен кандидачĕ кашни районти методистсемпе, учительсемпе тачӑ ҫыхӑну тытни, тӗрлӗрен пулӑшу, сенÿ пани иккӗмӗш шкулти кӗтсе илекенсен ĕçне чылай çăмăллатрĕ. Ҫавӑн пек илемлӗ те кӑмӑллӑ уяв эпĕ ҫуралса ӳснӗ районта пулса иртни, чӑвашсене пӗрлештерсе хавхалантарни кӑмӑла ҫӗклет, мăнаçлăх туйăмĕсем çуратать. Тавтапуҫ пире вӗренекенсене, хамӑр тӑван чӗлхене, йăла-йĕркепе культурӑна малашлӑхра упраса хăварма ăс-тăна хывма  вӑй-хăват çитернĕшӗн.

Чӑвашӑн пӗр уявӗ те юрӑ-кĕвĕсĕр иртменнине эпĕ мĕн пӗчӗкренех пӗлетĕп. Ҫавӑнпа та Лариса Валерьевна пире хӑйĕнпе пӗрле Ҫтерлӗпуçӗнче иртекен конкурса йӗркелеме чӗнсен, пухăннă хăнасене юрӑ юрласа парнелеме шутларӑмӑр. Жюрири  Ольга Никитина та сӑвӑ вуласа яшсен чунӗсене ҫеҫ мар, мĕнпур вӗренекенсенне те хумхантарчӗ. Сцена ҫине "Ҫеҫпӗл" ансамблӗ тухсан пӗтӗм зал алӑ ҫупса кӗтсе илчӗ. Паянхи кун пурин кӑмӑлне кайнине палăртмалла», - тесе çырать çамрăк каччă шалти туйăмĕсене уçса.

 Конкурсăн Толбазăри тапхарĕ те çÿллĕ шайра иртнĕ. Кунта «Янравлă чĕрĕ сăмах» Авăркас, Гафури, Давлекан, Кармаскалă районĕнчи 28  илемлĕ сăвă вулакана пухнă. Çĕнтерÿçесемпе призерсене Пушкăртстан тата Чăваш республикисен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев саламаланă, парнесем парса чысланă.

«Эпĕ хамăн салам сăмахĕсенче çак кун Чăваш Хурамалĕнче çуралса ÿснĕ паллă чăваш Василий Васильевич Николаев академик, меценат çуралнине аса илтертĕм. Çавăн пекех Геннадий Юмарт çырнă «Василий Николаев» сăвва вуласа патăм, çĕнтерÿçĕсене унăн тата Александр Савельев-САС çыравçăн  кĕнекисене парнелерĕм», - тесе пĕлтерет Юрий Харитонович WhatsApp  мессенджерти пĕр ушкăнра.

Паянхи кун  тĕлне зонăсенче иртнĕ конкурссенче 1-3-мĕш вырăнсем йышăннă вĕренекенсен йышĕ паллă. Вĕсем пурте мероприятие йĕркелекенсен аллинче. Февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче вара пултаруллă вулав ăстисем Çтерлĕре пухăнĕç.  Шăпах кунта, финалта, «Янравлă чĕрĕ сăмах» ăмăртăвăн республика шайĕнчи çĕнтерÿçисене палăртĕç. Пурне те ăнăçу сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: