Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
14 Мартӑн 2023, 11:00

«Тăван ен кĕввисем» фестиваль Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ

Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнче «Тăван ен кĕввисем» чăваш юррисен фестиваль-конкурсĕ иртни çинчен эпир хаçатăн 10№ кĕскен пĕлтернĕччĕ. Çак номерте ун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр.

«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ

– Паян кунта районти чăваш культурине пĕлекен тата ăна упрама тăрăшакан çынсем пухăнни питĕ те кăмăллă. Çак уяв çинчен пурăна киле республикăра çеç мар, çĕршывĕпех пĕлĕç, темиçе çултан Раççейри чăвашсем çак тавралăха килсе курма кăмăл тăвĕç. Кунта, Пишпÿлек районĕнче, сире, талантлă çынсене, пула чăваш халăхĕн чунĕ упранать. Эсир хăвăрăн культурăна юрататăр, унăн аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшатăр. Конкурса хутшăнакансене пурне те хăйсене паха енчен кăтартма, ытти чухнехинчен илемлĕрех те куракана тыткăна илмелле юрлама сунатăп, – терĕ Пишпÿлек район администрацин культура, çамрăксен политики, спорт енĕпе тата обществăлла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Елена Арефьева фестивале уçнă май.
Конкурса пурĕ 130 çын хутшăнчĕ. Çав шутра 18 коллектив, 18 уйрăм юрăç. Вĕсем Пăслăкпа Пишпÿлекрен, Йăлпăлакпа Çирĕклĕрен, Ситекпе Ăхпуçĕнчен, Хушăлкапа Мелеспуçĕнчен, Кистенлĕпе Кистенлĕпуçĕнчĕн килнĕ тата хуçасем – ситекпуçсем. Хăш-пĕр ялсенчен икшер хăйпултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Конкурс икĕ номинаципе – фольклор тата эстрада юррисем шăрантарасси – иртрĕ. Анчах та ушкăнпа, дуэтпа тата уйрăм çын юрланине шута илсен ăна улттă теме те юрать пулĕ.
Сцена çинчи артистсен пултарулăхне тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ жюри пайташĕсем хак пачĕç. Унăн шутĕнче районти чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов (председататель), Пелепей хулинчи чăваш гимназин вĕрентекенĕ Алексей Емельянов сăвăç, халăх тата эстрада юррисене професси шайĕнче юрлассипе регионсем хушшинче тата республикăра иртекен конкурссен лауреачĕ Маргарита Пашуткина, Пишпÿлекри Культура керменĕн илемлĕх ертÿçи Ольга Иванова тата «Шăпчăк сасси» республикăри эстрада юррисен конкурсĕн лауреачĕ Анна Захарова пулчĕç.
Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне хак парасси виçĕ сехете тăсăлчĕ. Артистсем кашниех хăйсем мĕне ăста пулнине кăтартса пачĕç. Вĕсен хушшинче талантлă та вăйлă, çав вăхăтрах тĕреклĕ те çирĕп ушкăнсемпе уйрăм юрăçсем пулнине палăртмалла. Кунта, паллах, ăнăçу ертÿçĕрен нумай килнине пытарма кирлĕ мар. Хăшĕ-пĕрисем юрăсене кĕвĕ каламасăрах шăрантарчĕç, çакă вĕсене çитĕнÿ тума чăрмантармарĕ. Чăваш шăпчăкĕсем чуна уçса ирĕклĕ те çепĕç юрланине профессионал юрăçсеннипе пĕр шая лартма та пулать. Хăйпултарулăх артисчĕсен çийĕнчи тумтир пуян та илĕртÿллĕ пулнине каласа хăвармалла. Çакă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăнхи Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн ăшне тата та илемлĕрех те хăтлăрах тума пулăшрĕ. Конкурсăн суйлав турне куракансем те хаклама пултарчĕç, вĕсем залра ларнă май вăл е ку юрланă юрă хыççăн тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Акă, жюрин пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт та çитрĕ. Çак тапхăрпа усă курса ушкăнсем кăнтăрлахи апата пухăнчĕç. Ун хыççăн залра пухăннă халăх пурте пĕрле Светлана Трофимова ертÿçĕ тата Раиль Едиханов баянист пулăшнипе чăваш халăхĕн гимнне «Алран кайми аки-сухи» юрра (унпа чылай чăваш мероприятийĕсене уçатпăр-çке – авт.) юрлама вĕренчĕç. Сăмах май, фестивалĕн Гала-концертне те чăваш гимнĕпе пуçларĕç. Çавăн пекех тăхтав вăхăтĕнче Ирина Игнатьева ташă ăстаçи çырса хатĕрленĕ «Чăваш хĕрарăмĕн пĕччен ташламалли ташши» («Чувашский сольный женский танец») методика сĕнĕвĕсен кăларăмĕн презентацийĕ иртрĕ. Автор каланă тăрăх, çак брошюрăна кĕнĕ «Шăпăр ташши» ташша фольклор тата ташă ушкăнĕсемпе лартма пулать. Çакна мастер-класс вăхăтĕнче Ситекри «Асанне арчи» музей çумĕнче йĕркеленĕ «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕ кăтартса пачĕ. Алексей Емельянов сăвăç пухăннă халăха юлашки вăхăтра çырнă сăввисемпе паллаштарчĕ. Кĕскен каласан, жюри пайташĕсем хĕрсе вырăнсем пайланă чухне артистсемпе куракансем вăхăта усăсăр ирттермерĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене вара çаксем тивĕçрĕç:
«Фольклор» номинаци
Виççĕмĕш вырăн – Пишпÿлек салинчи «Мерчен» халăх ансамблĕ, Ситекри Людмила Григорьевапа Ирина Иванова (дуэт) тата Хушăлкари Светлана Иванова (пĕччен юрлакан).
Иккĕмĕш вырăн – Йăлпăлакри «Çуркунне» фольклор ушкăнĕ, Хушăлкари Елена Петровапа Николай Васильев тата Ситекпуçĕнчи Елена Афанасьева.
Пĕрремĕш вырăн – Пăслăкри «Çăлкуç» халăх ансамблĕ, Ситекпуçĕнчи Людмила Лапшинапа Роза Рузакова тата Хушăлкари Вера Васильева.
«Эстрада» номинаци
Виççĕмĕш вырăн – Ситекри «Çăлкуç юрри» ансамбль, Хушăлкари Ирина Кузнецова (пĕччен юрлакан).
Иккĕмĕш вырăн – Ситекпуçĕнчи «Управçă» («Берегиня») вокал ушкăнĕ, Хушăлкари Ольга Федоровапа Светлана Иванова (дуэт) тата Пишпÿлекри Анастасия Исаева.
Пĕрремĕш вырăн – Йăлпăлакри «Çуркунне» ушкăн, Ситекри Марияпа Сергей Семеновсем тата Пăслăкри Валентина Митрофанова.
Çавăн пекех «Тăван ен кĕввисем» фестиваль-конкурсăн ятарлă парнине жюри председателĕн аллинчен Ситек ялĕнчен килнĕ Людмила Романова илме тивĕçрĕ.
Уяв Гала-концертпа вĕçленчĕ. Шăпах çакăнта фестивалĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кунтах Гран-при хуçисене палăртрĕç. Фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ икĕ Гран-при çирĕплетнĕ (икĕ номинаци пулнине шута илсе пулас). «Фольклор» номинацинче çак ята Ситекри «Çеçпĕл» ансамбль çĕнсе илчĕ пулсан, эстрада енĕпе - Пăслăкри «Тăван кĕвĕсем» вокал халăх ушкăнĕ.
Гала-концерт программине кÿршĕллĕ районсенчен килнĕ хăнасем – Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов – пуянлатрĕç. Вĕсем фестивалĕн пĕлтерĕшне хак панă май çакăн евĕр уявсем кирлине палăртрĕç. Уйрăмах аслă ăру валли. Хăнасем çитес çул «Тăван ен кĕввисем» конкурсăн географийĕ чылай анлăрах пуласси пирки те иккĕленмеççĕ. Ситекпуçсем вара ăна ют алла парасшăн мар, фестивале ял брендне çавăрса кашни çулах йĕркелеме хатĕр. Мĕнех, ăнăçу сунар вĕсене.
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль-конкурс вĕçленчĕ, анчах та ăна йĕркелекенсем пирки пĕр-ик сăмах каламасан кăмăллă пулмĕ. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те пур. Эпир вĕсем пирки каярах, çулсем иртнĕ май, хыпар тăвăпăр. Васкар мар. Паян вара Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ĕçтăвкомĕ тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Вăлах çÿлерех асăннă уява йĕркелекен. Чăвашсен Канашне вара районти Киров ячĕллĕ хуçалăх, «Родник» Агрофирма ООО ертÿçисем, Анна Захарова уйрăм предприниматель тата Ситекпуç ялĕнчи культура ĕçченĕсем хапăл туса пулăшма кăмăл тунă. Вĕсене те уявăн тĕп йĕркелекенĕпе пĕрле тав сăмахĕ калар, малашне те çĕнĕ пуçарусем тума ырлăх-сывлăх сунар.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.
Редакцирен. Çак кунсенче «Тăван ен кĕввисем» фестивалĕн савăнăçне редакцие килсе çитнĕ хурлăхлă хыпар пăсрĕ. Уяв иртсен тепĕр кунне, март уйăхĕн 5-мĕшĕнче çак мероприятие хутшăнса дуэтпа (мăшăрĕпе Мария Вениаминовна) «Юратнă мăшăрпа» юрра юрласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ Ситек ялĕнчи Сергей Петрович Семенов вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Унăн çывăх çыннисемпе тăванĕсене нихăçан тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме Турă тÿсĕм, кăмăл çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх патăр. Лăпкă çывăр, хисеплĕ Сергей Петрович. Йывăр тăпру çăмăл пултăр.

«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль  Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
«Тăван ен кĕввисем» фестиваль Ситекпуç ялĕн бренчĕ пулĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: