Пур хыпар та
Конкурс
15 Мартӑн 2023, 13:00

«Ялан янра, чăваш чĕлхи!»

Раççей шайĕнчи кашни çул иртекен «Ялан янра, чăваш чĕлхи» сăвă вулакансен конкурсне кăçал Чăваш чĕлхи кунне (апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче) тата чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалланă.

«Ялан янра, чăваш чĕлхи!»
«Ялан янра, чăваш чĕлхи!»

Конкурсăн тĕп тĕллевĕсем Раççей Федерацинчи халăхсен хăйне евĕрлĕхне, йăли-йĕркисене, чĕлхине сыхласа хăварасси, илемлĕх сăмахĕпе кăсăклантарасси, чăваш поэзин хитрелĕхĕпе палăртулăхне курма хăнăхтарасси, чăваш чĕлхине сарасси шутланаççĕ.
Конкурсăн йĕркелÿçисем - Мускаври «Чăваш культура обществи» регионти обществăлла организаци, Раççейри чăвашсен наципе культура федераллă автономи, РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин представительстви.
Конкурса 7 çулхи ачасенчен пуçласа унтан аслăраххисем хутшăнма пултараççĕ. Ăмăрту 4 номинаципе иртет: «Чăваш поэчĕн сăввине тăван чĕлхепе чи лайăх калакан», «Чăваш поэчĕн сăввине вырăс чĕлхипе чи лайах калакан», «Автор сăввине чăваш чĕлхипе чи лайăх калакан», «Автор сăввине вырăс чĕлхипе чи лайăх калакан».
Конкурс виçĕ ÿсĕм категорийĕпе иртет: 1 ушкăн - 1-11 класра вĕренекенсем; 2 ушкăн – колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсем; 3 ушкăн – 30 çулхи тата унран аслисем. Декорацисемпе, костюмсемпе усă курнине те шута илеççĕ.
Конкурса хутшăнас тесен илемлĕ хайлава чăваш е вырăс чĕлхипе пăхмасăр вĕренмелле. Вăл паллă поэтăн, е хăв çырни пулмалла. Сăвăсене чăваш чĕлхипе литературине, тăван кĕтесе, çĕршыва, историе, çынсене, йăла-йĕркесене, чăваш çĕршывĕн культурине халалламалла. Вулав вăхăчĕ 4 минутран ытлашши пулмалла мар. Конкурс тÿлевсĕр, ирĕклĕ мелпе иртет.
Конкурсантсен видео-вулавĕсене жюри членĕсем апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче хак парĕç. Видео-вулава МР4 форматпа, камерăпа горизонталлă тытса ÿкермелле, заявленинче видеон ссылкине кăтартмалла. Ссылка приложенисенче регистраци иртмесĕрех ĕçлемелле. Заявленисене март уйăхĕн 31-мĕшĕччен «Конкурс чувашских чтецов» тесе палăртса [email protected] электронлă адреспа ямалла. Асăннă конкурс 2023 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускав хули, Новая Басманная урам, 4 çурт, 1 строени (Мускаври нацисен çурчĕ), Хĕрлĕ Хапха (Красные Ворота) метро станцийĕ адреспа иртет. Пуçламăшĕ - 13-00 сехетре.
Конкурсăн координаторĕсем Григорий Владиславович Вакку филологи наукисен кандидачĕ, доцент, телефонĕ: 8-903-379-89-91 (Whatsapp çеç çырмалла!), Лира Петровна Смирнова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, телефонĕ: 9-963-630-21-21 (Whatsapp çеç çырмалла!).
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: