Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
24 Мартӑн 2023, 14:28

«Шăплăхра шухăшлани» викторина йыхравлать

Хисеплĕ туссем, март уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 6-мĕшĕччен поэт, çыравçă, драматург тата юрăçă Ираида Петрова-Нарс çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа «Шăплăхра шухăшлани» республика викторини иртет.

«Шăплăхра шухăшлани» викторина йыхравлать
«Шăплăхра шухăшлани» викторина йыхравлать

Ăна Пĕчĕк тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тумалли çулталăка халалланă. Викторина йĕркелÿçисем – Пишпÿлекри тĕп библиотекăн Пушкăртстан Республикинчи чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторпа Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ. Унта 7 çул тултарнă ачасенчен пуçласа сумлă ватăсем таран хутшăнма пултараççĕ. Викторина тăватă ушкăнпа иртет: 7-12 çулхисем, 13-18 çулхисем, 19-24 çулхисем, 25 çултан аслăраххисем. Çĕнтерÿçĕсене çак критерисене пăхăнса палăртаççĕ: ыйтусем çине тĕрĕс те туллин хуравлани, ĕçсене хăйне евĕрлĕ илемлетни. Мала тухнисене пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсем параççĕ, Дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чыслаççĕ. Викторина ыйтăвĕсен хуравĕсене заявкăпа пĕрле [email protected] адреспа апрель уйăхĕн 6-мĕшĕччен ярса памалла. Туллинрех информаципе библиотекăн сайтĕнче http://bizh-bibl.ru, «Викторина» пайра вуласа пĕлме пулать.
Викторина пĕтĕмлетĕвĕсемпе апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче библиотека сайтĕнче http://bizh-bibl.ru паллашма пулать. Хушма информаци кирлĕ пулсан 8-347-43-2-26-03 (Марина Алексеевна Яковлева), 8-347-43-2-15-75 (Надежда Галидиновна Николаева) телефонсемпе шăнкăравламалла.

«Шăплăхра шухăшлани» викторина ыйтăвĕсем
1. Ираида Петрова-Нарс хăçан тата ăçта çуралнă?
2. И.А. Петрован кĕнекисене тата ун сăввисене кĕртнĕ сборниксене аса илĕр. Вĕсем ăçта пичетленнĕ? Мĕн чухлĕ тиражпа кун çути курнă?
3. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче И.Петрован хăш произведенийĕ тăрăх трагеди лартнă. Режиссерĕ кам?
4. И.А. Петрова пĕлÿ илнĕ вĕренÿ заведенийĕсене аса илĕр.
5. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче И.А. Петрова кам пулса ĕçленĕ?
6. Хăш çулсенче заводри ташăпа юрă ансамбльне ертсе пынă?
7. Хăш хулара Ираида Алексеевна сăвăсемпе проза произведенийĕсем çырма пуçланă, литературăна килнин сăлтавне пĕлтернĕ?
8. Василий Митта Ираида Петрован пурнăçĕпе пултарулăхĕ çине мĕнле витĕм кÿнĕ?
9. «Кун-çул юппинче» сăвăлла трагедин никĕсĕ çинче мĕн выртать? Произведенин тепĕр ятне калăр.
10. Ачасем валли çырнă автобиографилле произведени ятне аса илĕр. Хăш çулта кун çути курнă, тиражĕ.
11. Петĕр Хусанкай «Кун-çул юппинче» хайлава пысăка хурса хак панă сăмахсене тупăр.
12. Пурнăçран уйрăлса кайиччен Ираида Алексеевна кампа пурăннă, ăна ăçта пытарнă?
13. Ираида Петрован музейне хăш çулта тата ăçта уçнă?
14. Ираида Петрова-Нарс ячĕллĕ асăну хăмине ăçта тата хăçан уçнă?
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: