Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
11 Апрелӗн 2023, 11:00

Урал шкулĕн артисчĕсем – республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем

Ĕпхÿри «Нур» тутар патшалăх театрĕн сцени çинче Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалласа «Шкул авансцени» республика шайĕнчи фестиваль-конкурс иртрĕ. Унта Пушкăртстанри пĕлÿ паракан учрежденисен театр ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе театра çÿрекенсен шутне ÿстерес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Урал шкулĕн артисчĕсем –  республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем
Урал шкулĕн артисчĕсем – республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем

«Шкул авансцени» фестиваль икĕ тапхăртпа иртрĕ: суйлав тапхăрĕ (онлайн) тата финал (куçăн мелпе). Пĕрремĕш тапхăра 143 шкул театрĕ хутшăннă. Иккĕмĕш тапхăра вĕсенчен вуннăшĕ анчах лекнĕ. Çав шутра Федоровка районĕнчи Урал шкулĕн «Светлячок» театрĕ те пур. Вырăс чĕлхипе литература учителĕ Елена Николаева (вăлах çак йĕркесен авторĕ) ертсе пынипе ачасем сцена çине чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев педагог çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа лартнă «Сирĕншĕн чунтан пăшăрханатăп» спектакльпе сцена çине тухрĕç.
Республикăри чи лайăх шкул театрĕсене профессиллĕ жюри членĕсем хак пачĕç. Çав шутра РФ Театр деятелĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем, професилле театрсен артисчĕсем пулчĕç.
Фестиваль вăхăтĕнче унта хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, актер тата режиссер ăсталăхне вĕрентекен мастер-классене хутшăнчĕç, театрăн пултарулăх лабораторийĕсене çитсе курчĕç.
Конкурс-фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Федоровка район коллективĕ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вĕсене ПР вĕрентÿ тата наука министерствин дипломĕпе тата «Чи лайăх костюм» номинаци дипломĕпе чысларĕç.
Елена НИКОЛАЕВА.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.

Урал шкулĕн артисчĕсем –  республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем
Урал шкулĕн артисчĕсем – республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: