Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
23 Майӑн 2023, 14:45

Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман

Май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Куюргазăри ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека тата районти культура пайĕ йĕркеленипе пысăк пахалăхлă илемлĕ литературăна тата тăван чăваш чĕлхипе сăвăсем вулассине халăх хушшинче сарас тĕллевпе Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕнче «Никитин вулавĕсем – 2023» конкурс иртнĕ.

Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман

Мероприятие паллă вĕрентекене, чăвашсене çутта кăларма тăрăшакан Александр Феофилактович Никитин революционера халалланă. Районăн хисеплĕ çынни Кривле-Илюшке ял хутлăхĕн территорийĕнче çырма, шутлама пĕлмен çынсене хутла вĕрентес ĕçре пысăк тÿпе хывнă.
Александр Никитин ячĕ Кривле-Илюшке ял хутлăхĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Унăн чапĕ çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Çакна район центрĕнчен тата таврари ялсенчен сумлă хăнасем килме кăмăл туни те çирĕплетсе парать. Ку хутĕнче чĕннĕ хăнасен шутĕнче районти культура пайĕн ертÿçи Лейсан Нуриахметова, Куюргазăри ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека директорĕ Татьяна Хлапонина, тĕп библиотека методисчĕ Рамиля Нугуманова тата районти чăваш культура обществин председателĕн çумĕ Светлана Иванова пулнă. Чăваш йăлипе хуçасем вĕсене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ.
«Никитин вулавĕсем – 2023» конкурса ачасемпе танах аслисем те хастар хутшăнни кăмăла çĕклет. Тĕрлĕ ăру хушшинчи çыхăну ку чухне тĕвĕленсе çирĕпленет те. Çапла конкурсантсем «Литература вулавĕ», «Ӳкерчĕксен конкурсĕ», «Декораципе ĕçлев ÿнерĕ» (чăваш эрешĕн элеменчĕсемпе) номинацисенче вăй виçнĕ. Чи пултаруллисем, хастаррисем Тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнесене илме тивĕçнĕ. Сăмахран, «Ÿкерчĕксем» номинацие 31 ĕç тăратнă. Илемлĕ ÿкерме пĕлекен Валерия Храмова (I вырăн), Гулия Амекачева (II вырăн), Надежда Кириллова (III вырăн) йышăннă. «Чăваш сувенирĕ» номинацире 43 ĕçе тĕплĕн тишкерсе сÿтсе явнă. 1-5 классен хушшинче Ева Ворошилова, Ангелина Иванова тата «Чăваш пуканисем» коллективлă ĕç (ертÿçи – О.Алексеева) мала тухнă. Асăннă номнацирех 6-9-мĕш классен тупăшăвĕнче Елизавета Ворошилова пĕрремĕш пулса тăнă, иккĕмĕш – Виктория Федорова, виççĕмĕшсем – Вадим Григорьевпа Арсений Михайлов. 18 çултан аслăраххисен хушшинче Татьяна Егорова, Лариса Степанова тата Зинаида Леонтьевапа Наталья Григорьева палăрнă.
Л.Н. Толстой хайлавĕсене 26 çын чăвашла илемлĕ вуласа пама кăмăл тунă.
18 çултан аслăраххисем:
I вырăн – Светлана Исакова, II вырăн – Елена Егоровапа Галина Егорова, III вырăн – Галина Дашкова тата Галина Яковлева.
15-18 çулхисем:
I вырăн – Николай Кириллов, II вырăн – Данил Федоров, III вырăн – Виктория Макарова.
11-14 çулхисем:
I вырăн – Арина Федорова, II вырăн – Вадим Григорьев, III вырăн – Виктория Федорова.
6-10 çулхисем:
I вырăн – Ксения Храмова, II вырăн – Ангелина Ивановапа Марина Данилова, III вырăн – Арсений Михайлов.
Яланхи пекех шкул фойинче Александр Никитин тата Иван Яковлев пурнăçĕсемпе, паянхи ача-пăча литературипе, чăваш тĕррин илемĕпе, декораципе ĕçлев ÿнер ăстаçисен ĕçĕсемпе паллаштаракан куравсем йĕркеленĕ. Вĕсене вырăнти тата Кривле-Илюшке ялĕнчи библиотекăпа культура çуртĕнче ĕçлекен Надежда Алексеевапа Ирина Игнатьва, Мария Михайловапа Ольга Федорова, Павловка тата Кривле-Илюшке шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыракан Галина Егоровапа Лариса Степанова, Надежда Ворошилова, ача садĕнче воспитатель пулса вăй хуракан Наталья Григорьева хатĕрленĕ. Кунта хăнасем шкул ачисен тата С.Ивановапа О.Федорован тата И.Игнатьеван ал ĕç ăстаçисен ĕçĕсене курса хак пама пултарнă.
Асăннă мероприяти çÿллĕ шайра иртнине палăртса хăвармалла. Паллах, вăл ăна йĕркелекен Надежда Алексеевапа ăна пулăшаканĕсенчен нумай килнĕ. Надежда Васильевна тăрăшнине Куюргазă районĕнчи культура пайĕ тивĕçлипе хак панă, унăн ертÿçи Лейсан Нуриахметова пултаруллă чăваш хĕрарăмне Тав çырăвĕ парса чысланă. Çак кунхине «Никитин-вулавĕсем» конкурса хутшăнакансем ăшă та ырă кăмăл-туйăмпа саланнă.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.

Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Конкурсра аслисем те ачасенчен тăрса юлман
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: