Пур хыпар та
Конкурс
27 Июнӗн 2023, 12:10

«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать

Халăх кăмăллани çеç пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçма пултарать. «Салам» республикăри чăваш юрри-ташшисен фестивалĕ пирки те çакна калама пулать. Кăçал вăл июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи И.Якутов ячĕллĕ паркра иртрĕ.

«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать

Чăвашсем ытларах пурăнакан районсене хыпар яни те çителĕклĕ пулчĕ. Фестивале республикăн тĕрлĕ хулисемпе районĕсенчен 18 коллективпа 19 уйрăм юрăç килсе çитрĕç.
Чăваш юрри-ташшипе çыхăннă мероприятие Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Полина Демченко уçрĕ. Çавăн пекех чĕннĕ хăнасен ятĕнчен ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов сăмах илчĕ. Унсăр пуçне Динара Салшева (Шаран районĕ) пушкăртла, Татьяна Петрова (Ĕпхÿ хули) вырăсла тата Вероника Куликова (Авăркас районĕ) чăвашла уяв ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕç.
Халăх «Салам» фестивале кăмăлланине шута илсе аналитиксем вăл чăн малтан конкурс мелĕпе иртнине тата ăна квалификациллĕ судьясем хакланине палăртса хăвараççĕ. Çак ĕçе республикăри Халăх пултарулăх центрĕн профессионалĕсем илсе пыраççĕ. Фестивале хутшăнакансене, çĕнтерÿçĕсене патшалăх органĕсен (хулапа районсен администрацийĕсем, ПР Халăхсен туслăх çурчĕ) представителĕсем дипломсемпе чыслаççĕ. Çирĕм виçĕ çул хушши йĕркеленнĕ йăласемпе килĕшÿллĕн пĕр коллектив та, мĕнле вырăн йышăннине пăхмасăр, парнесĕр таврăнса каймасть. Унсăр пуçне фестиваль республикăн тĕп хулинче, Ĕпхÿре, иртет.
Çÿлерех каланинчен конкурслăх тени малти вырăна тухать. Мĕншĕн тесен коллективсем «халăх» е «тĕслĕхлĕ» ятсене çирĕплетсе парас тĕллевпе хатĕрленеççĕ. «Салам» фестиваль шăпах çакă нпа ытти аналогсенчен уйрăлса тăрать те.
Чылай коллективсем пĕр-пĕрне пĕлеççĕ, анчах культура лапамĕнче пулса иртнĕ тĕлпулусемпе калаçусем хăйне евĕрлĕ туйăмсем çуратаççĕ. Вĕсем çулталăкне пĕрре пулсан та тĕл пулмаллах. Обществăлла организацисен тивĕçĕ çакна йĕркелесси пулса тăрать.
«Салам-2023» фестиваль пухăннисем пурте юрă-ташă картине тăнипе уйрăлса тăрать - ку вăл кульминациллĕ самант. Ăна 19 ĕмĕрти стиле пăхăнса йĕркелерĕмĕр. Чăваш картин режиссерĕсем ПР культура отличникĕ Ирина Игнатьева (Пишпÿлек районĕ) тата Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн культурологи кафедрин доценчĕ, Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕн хореографĕ Анастасия Васильева пулчĕç.
Уяв карти тăватă композицирен тăчĕ. Ăна йăлана кĕнĕ тата массăллă ташăсен элеменчĕсем илем кÿчĕç. Юрă-ташă картине чăваш наци тумĕсем (ĕлĕкхи тата паянхи) тăхăннă 240 çын тăчĕç. Çак илеме сăмахпа çырса пани çителĕксĕр, куçпа курса ĕненмеллеччĕ.
Фестиваль икĕ пайпа иртрĕ. Иккĕмĕш пайĕнче куракансем валли концерт программи йĕркеленĕччĕ. Пухăннисем конкурсантсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕсен шучĕ 100 ытла çынпа танлашрĕ. «Салам» фестиваль чăваш уявĕсем хушшинче анлă сарăлнине шута илсен çулсерен, укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулсан та, иртĕ.
Конкурса вĕçлесе жюри членĕсем кашни номинацире пĕтĕмлетÿсем турĕç. Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:
«Чăваш фольклор юррисене коллективпа юрласси» номинаци – Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студийĕ;
«Чăваш эстрада юррисене коллективпа юрласси» – «Çеçпĕл» чăваш вокал ансамблĕ, Туймазă хулинчи «Родина» Культура керменĕ;
«Чăваш фольклор юррисене уйрăм юрласси» – Светлана Иванова, Шаран районĕ;
«Чăваш эстрада юррисене уйрăм юрласси» – Андрей Соловьев, Шаран районĕ;
«Музыка инструменчĕсемпе коллективпа кĕвĕ каласси» – «Илем» чăваш фольклор ансамблĕ, Ермеккей районĕ.
Уяв йĕркелÿçисене те асăнса хăварас килет. Вĕсем - Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ, Ĕпхÿри чăваш наципе культура автономийĕ (председателĕ – В.Иванов), Пелепей хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ (В.Яковлев), «Здоровье нации» обществăлла организаци (М.Гордеев), ПР чăваш культура обществи (Ю.Михайлов).
Йĕркелÿçĕсен ятĕнчен Ĕпхÿ хулинчи Советски районĕн администрацине асăннă фестиваль-конкурса йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тăватпăр.
Зинаида МАРКОВА,
Кумертау хулинчи чăваш культура
обществин председателĕ,
йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ.

«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
«Салам» шевли сÿнмест, унăн çути талантсене хавхалантарать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: