Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
24 Октябрӗн 2023, 12:00

Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă

Çак кунсенче Ĕпхÿ хулинче вун çиччĕмĕш хут наци вырсарни шкулĕсенче вĕренекен ачасем хушшинче илемлĕ сăвă вулассипе «Хавхалану» хула шайĕнчи конкурс иртнĕ. Ăна Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче йĕркеленĕ, Раççейри Педагогпа наставник тата Пĕчĕк тăван çĕршывшăн тумалли усăллă ĕçсен çулталăкĕсене халалланă. Пурĕ 40 яхăн ача хутшăннă.

Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă

Ăмăртăва хутшăнакансем хăйсем суйласа илнĕ сăвăсене вырăс, чăваш, пушкăрт, тутар, мари, эрмен, поляк, украин, еврей, абхаз чĕлхисемпе вуланă. Конкурс пуçланиччен килнĕ хăнасене чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем, хуçасем пулса, юрă-кĕвĕпе саламласа хавхалантарнă.
– Çак кун чăваш вырсарни шкулĕ пыл хурчĕсен вĕлли евĕр кĕрлесе тăчĕ. Ачасем тĕрлĕ чĕлхепе калаçни, кашниех хăйсен наци тумĕпе пулни уй-хирти тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе витĕннĕ лапама аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах кашни халăхăн çамрăк ăрăвĕ хăйĕн чĕлхипе культури, истори енне туртăнни кăмăла çĕклерĕ, – конкурса кĕскен хак пачĕ Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева.
Жюри пайташĕсем пĕтĕмлетÿ тунă май савăнмалли те пулнă. П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕ Анна Михайлова (сăн ÿкерчĕкре) 5-11 класра вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, ятарлă диплома тивĕçнĕ. Вăл конкурсра «Вĕрентекен» сăвва вуланă.
– Пире Аннăн çитĕнĕвĕ савăнтарать. Эпир унпа мăнаçланатпăр. Вăл питĕ те пултаруллă та тăрăшуллă хĕр ача. Малашне те унăн пурнăçĕнче çакăн пек савăнăçлă самантсем пуласса шанатпăр, – терĕ ăна пĕлÿ паракан Галина Кириллова вĕрентекен хĕр ачан çитĕнĕвĕшĕн савăннине пĕлтерсе.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ хули.

 

Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Чăваш хĕр ачи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: