Республика шайĕнчи конкурса Авăркаспа Пишпÿлек, Пелепейпе Давлекан, Ермеккейпе Иглин, Кармаскалăпа Мияки, Çтерлĕпуçпа Çтерлĕ, Федоровкăпа Шаран районĕсенчен, Пелепейпе Çтерлĕ тата Ĕпхÿ хулисенчен 70 ытла шкул ачипе студент хутшăнчĕ.
Кăçалхи ăмăртăва Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне, Раççейри Çемье çулталăкне, Пушкăртстанри çавра çул тултарнă литература деятелĕсене халалланăччĕ. Мероприятие ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçи И.С. Мансуров салам сăмахĕпе уçрĕ.
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» чăвашла илемлĕ вулакансен конкурсĕн жюри йышне Çтерлĕ хулинчи Культура керменĕнчи «Тавах» чăваш халăх эстрадăпа фольклор ансамблĕн ертÿçи О.А. Иванова, Çтерлĕри чăваш наципе культура автономи председателĕ О.П. Федорова, Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.А. Афанасьева филологи наукисен кандидачĕ, ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕ, «Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн темиçе хутчен çĕнтерÿçи тата призерĕ Анастасия Федорова, ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕ, «Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн çĕнтерÿçи тата призерĕ Анна Данилова кĕчĕç.
Конкурса хутшăнакансем ЧР тата РФ Писательсен союзĕн членĕсен Василий Антонов, Николай Леонтьев поэтсен сăввисен, СССР Писательсен союзĕн членĕ Максим Данилов-Чалтун чăваш совет писателĕн тата Василий Антонов прозаик çыравçăн проза хайлавĕсен сыпăкĕсене пăхмасăр илемлĕ вуласа пачĕç. Жюри пайташĕсем вулакансен ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнине, вĕсем текста тĕрĕс туйма пĕлнине, сăнарсене куç умне кăларса тăратма тата чун-чĕре тĕнчине, кăмăл-туйăмне ыттисене çитерме пултарнине палăртрĕç.
Ăмăртăва хутшăннă мĕнпур шкул ачипе студента электронлă сертификатсем ярса парĕç. Мала тухнисене чысласси мартăн 29-мĕшĕнче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче Çтерлĕ хули, Ленин проспекчĕ, 49-мĕш çурт адреспа иртĕ.
ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем илемлĕ вулав конкурса хутшăнма кăмăл тунисене, вĕсене хатĕрленме пулăшнă вĕрентекенсене, жюри членĕсене хастар та тухăçлă ĕçленĕшĕн чунтан тав тăваççĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, хавхаланупа çĕнĕ çĕнтерÿсем тума сунатпăр.
Тăван чĕлхе дипломатире тата калаçура яланах пулăшакан хатĕр пултăр. Вăл компромисс тупма тата тĕрĕс йышăну тума, ырă та ăшă сăмахсем калама пулăштăр. Тăван чĕлхе нихăçан та манăçа ан тухтăр, çын чĕринче чи сăваплă вырăн йышăнтăр.
Лариса КОРОТАЕВА, тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ.
Çтерлĕ хули.