Асăннă мероприятие ăс-хакăл, пултарулăх тата эстетика аталанăвĕ урлă чăваш чĕлхине упрас тата аталантарас, вĕренекенсене халăх умĕнче тухса калаçмалли хăнăхусене алла илтерес тĕллевпе ирттереççĕ.
Конкурса икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ: муниципалитет тата республика шайĕнче. Пĕрремĕш тапхăрта Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕрентÿ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕренекен кашни ача хутшăнма пултарнă. Иккĕмĕш тапхăрта – муниципалитет шайĕнче мала тухнă 60 ача. Çав шутра Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи шкулсенче пĕлÿ илекен 10 вĕренекен пулнă.
«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне хутшăнакансем «Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх», «Çут çанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ» темăсенчен пĕрне суйласа илсе видеоматериал ярса панă. Жюри членĕсем вĕсене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă.
Шкул ачисен йышăннă правилăсене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе хăй суйласа илнĕ темăна уçса, текста пăхмасăр каласа памалла пулнă. Хумханнипе çухалса кайма пултарнине шута илсе жюри пайташĕсем хутран-ситрен текст çине пăхса илнине те хирĕçлемен. Анчах ачасен ĕçне хакланă чухне çакăншăн балсене чакарнă.
Оратор ăсталăхĕн конкурсне Пушкăртстан Республикинчи Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн вĕренекенĕсем хутшăннă. Хутшăннă кăна мар, çитĕнÿсем те тунă. Сăмахран, Ангелина Сухарева призер ята тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин дипломĕпе наградăланă. Анастасия Михайлова вĕренекене конкурсăн республика тапхăрне хутшăннăшăн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сертификатне панă.
Пултаруллă çамрăк ораторсене саламлатпăр, вĕсен наставникне Полина Кирилована вĕрентекене тав сăмахĕ калатпăр. Тăван чăваш чĕлхине упрас тата аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурссене малашне те хутшăнасса шанатпăр. Ăнăçу сунатпăр!
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.