Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
8 Майӑн , 10:15

Ултă хÿхĕм пикерен Каринăна çитекенни пулмарĕ

Пикесем хушшинче илемлĕх конкурсĕсем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унта пур енчен те пултаруллă, çивĕч ăслă та талантлă чиперккесенчен чи тивĕçлине суйласа илеççĕ.

Ултă хÿхĕм пикерен Каринăна çитекенни пулмарĕ
Ултă хÿхĕм пикерен Каринăна çитекенни пулмарĕ

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ йĕркеленипе Пăслăк ялĕнчи культура çуртĕнче «Илемпи – 2024» («Чăваш пики – 2024») уçă конкурс иртнĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне 16-27 çулхи ултă чăваш хĕрĕ хутшăннă: Элина Новикова (Хушăлка ялĕ), Елизавета Сабирова (Ситекпуç ялĕ), Анастасия Авзаловапа Валерия Васильева (Пăслăк ялĕ), Карина Лукова (Пишпÿлек сали), Полина Макеева (Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ). Пикесем хăйсене сцена çинче тытма пĕлнине, аудиторипе хутшăнма пултарнине, халăх йăли-йĕркисене епле пĕлнине, пултарулăх тата артист ăсталăхĕ пуррипе çуккине кăтартса панă. Жюри членĕсем хĕрсем шÿте ăста, ăслă та илемлĕ пулнине те шута илнĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем конкурса питĕ тĕплĕн хатĕрленнине палăртмалла. Хăйсемпе паллаштарнă хыççăн юрă-ташăпа, сăвă калассипе, кĕвĕ-çемĕпе килĕшÿллĕн хусканусем тăвассипе, тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме ăста пулнипе курма килнисене савăнтарнă. Унсăр пуçне пикесем наци тумне тăхăнса сцена тăрăх утнă. Илемлĕ тумтир куçа илĕртнисĕр пуçне чăвашсен ĕмĕрхи йăлисене тата культурине сăнласа панă. Чăваш пикисем чăнах та тĕлĕнмелле пултаруллă-çке. Çакна залра ларакансем пĕр чарăнмасăр тăвăллăн алă çупса хавхалантарни те уçăммăнах çирĕплетнĕ.
Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансен пултарулăхне çирĕп хакланă, пурте питĕ маттур пулнине палăртнă. Анчах та Каринăна çитекенни пулман. Çапла вара Карина Лукова пур енчен те лайăххипе кăна палăрса «Илемпи – 2024» ята тивĕçнĕ. «Вице-Илемпи – 2024» ята вара Элина Новикова çĕнсе илнĕ. «Илĕртÿллĕ пике» номинацире Елизавета Сабирова палăрнă. Валерия Васильева «Çĕкленÿллĕ пике» номинацире мала тухнă. «Çивĕч ăслă пике» номинацие тата куракансен парнине (ВКонтакте социаллă сетьре çĕнтернĕ) Анастасия Авзалова тивĕçнĕ. «Ăстапи пике» ята Полина Макеева çĕнсе илнĕ.
Эпир пикесене ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу çулĕпе хастаррăн утма, пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр!
Илемлĕх конкурс йĕркелÿçисем ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшу панă спонсорсене – «Родник» агрофирма ертÿçине Дмитрий Михайлова, «Флоренция» чечек салонĕн хуçине Анна Захарована, вак шăрçапа тĕрлĕ япаласем тăвакан Лира Прохорована, Сергей Иванов мастера, Иван Митрофанов ÿнерçе – тав тăваççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: