Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш çамрăкĕсен çырас туртăмне, пултарулăхне аталантарасси, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси, ытти чĕлхесене хисеплеме хăнăхтарасси. Конкурс икĕ номинаципе «текст» тата «видео» иртет.
Конкурса хутшăнмалли материалсене ятарлă формăпа 2024 çулхи сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен I.v.korotaeva@struust.ru электронлă почтăпа ярса памалла.
Ăмăртăва унччен маларах массăллă информаци хатĕрĕсенче пичет курнă материалсене, конкурссене хутшăннисене йышăнмаççĕ. Хутшăнаканăн социаллă сетьри уйрăм аккаунтĕнче, шкул хаçатĕнче пичетленнĕ ĕçӗсене вара хапăл тусах кĕтеççĕ.
«Текст» номинацинчи ĕçсем журналист жанрĕсене (заметка, репортаж, интервью, рецензи, корреспонденци, статья, эссе, очерк тата ытти) тивĕçтермелле. Вĕсен калăпăшĕ 1500 паллăран кая пулмалла мар.
«Видео» номинацире ăмăртакансем видеона уçламалли ссылкăсене ярса памалла. Видеосен вăрăмăшĕ – 5 минутран ытла мар.
Пĕр-пĕр участник икĕ номинаципе те хутшăнма пултарать.
Пултарулăх ăмăртăвне чăваш чĕлхипе çыракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 7-11 классем, аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Шкул ачисен ĕçĕсене ÿсĕмĕсене кура икĕ ушкăна уйăрĕç: 7-9 классем тата 10-11 классем. Ĕçсен теми – ирĕклĕ. Сĕннĕ темăсен шутне çаксем кĕреççĕ: ачасемпе çамрăксен пурнăçĕ; ача-пăча клубĕсемпе студисем, секцисемпе ушкăнсем; интереслĕ çынсем; çемье, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем; манăн Тăван çĕршыв, манăн республика, манăн хула, манăн урам, манăн юратнă писатель (поэт, прозаик, драматург).
Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисене пурне те ятарлă Дипломсемпе палăртĕç.
Йĕркелÿ комитечĕ.