Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Конкурс
29 Кӑрлач 2025, 06:00

Пултаруллисене йыхравлатпăр

Илемлĕ вулав конкурсĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ шайĕнче иртĕ. Ăна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата ПР литература деятелĕсен çавра çулĕсене халалланă.

Пултаруллисене йыхравлатпăрПултаруллисене йыхравлатпăр
Пултаруллисене йыхравлатпăр

Унăн тĕллевĕсем – сăмах тата ăс-тăн культурине йĕркелесси; çамрăксене Пушкăртстан Республикин хальхи литература эткерĕпе (чăвашла тата тутарла) паллаштарасси; янăравлă сăмахăн йăли-йĕркине чĕртесси тата аудитори умне тухса калаçас ăсталăха аталантарасси; тăван чĕлхепе çырнă илемлĕ литературăпа кăсăклантарасси; вулав культурине аталантарасси; çамрăксем хушшинче пултаруллă сăвă вулакансене тупса палăртасси.
Республика шайĕнчи конкурса икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш тапхăр 2025 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕ – март уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çтерлĕпуç тата Толбазă салисенче, Пелепей тата Çтерлĕ хулисенче иртĕ. Иккĕмĕшĕ – мартăн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче Çтерлĕ хули, Ленин урамĕ, 49-мĕш çурт адреспа.
Сăвăсене тутарла тата чăвашла пăхмасăр каламалла. Тутар чĕлхипе тухса калакансем зонăри тапхăрта ПР Халăх поэчĕн Марат Каримовăн сăввине вуласа памалла, иккĕмĕш тапхăрта – Марат Кабировăн проза хайлавĕн сыпăкне. Чăвашла вулакансен ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ валли «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсен Мĕтри Мишшин тата Геннадий Даниловăн сăввисене хатĕрлемелле, иккĕмĕш тапхăрĕнче РФ Писательсен союзĕн пайташĕн Зинаида Сурпанăн проза хайлавĕн сыпăкне пăхмасăр каламалла. Поэзи тата проза тексчĕсене 2-3 минутран ытла мар вуламалла.
Ăмăртăва 8, 9, 10, 11 класс вĕренекенĕсем, аслă шкулсен, училищĕсемпе колледжсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна konkurs_sf@mail.ru электронлă адреспа февраль уйăхĕн 13-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, электронлă сертификатсемпе, спонсорсем уйăрнă ятарлă парнесемпе чыслĕç. Конкурс координаторĕсем: Насима Анваровна Мукимова доцент – 8-987-033-74-09, 8-961-046-09-73; Лариса Валерьевна Коротаева доцент – 8-987-249-91-97.
Йĕркелÿçĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас