Республика шайĕнчи конкурс «Чăвашла вулани – модăпа пĕр тан утни» («Читать на чувашском модно») медиа салон проект витĕмĕпе Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Грантсен фончĕ пулăшнипе иртет. Ăна Тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалланă. Конкурсăн тĕллевĕ – буктрейлерсемпе (пысăк мар видеоролик) усă курса чăваш чĕлхине, кĕнекисене сарасси, 12 çула çитичченхи ачасен вулас туртăмне вăйлатасси.
Буктрейлер – кĕнеке тăрăх хатĕрленĕ пысăк мар видеоролик. Вăл кĕнеке çинчен каласа парас, вулакана кăсăклантарас, илĕртес тĕллевсене пурнăçлать. Буктрейлерсене хатĕрленĕ чух видеосемпе, иллюстрацисемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, кĕнеке хуплашкисемпе усă курса пулать.
Конкурса хутшăнакан ирĕклĕ майпа пĕр е темиçе произведени çинчен каласа парать. Видеороликăн тĕп тĕллевĕ – куракана чăваш произведенийĕпе паллашма тĕллесси, ăна илĕртмелле кăсăк сăнласа парасси. Буктрейлера тĕрлĕ жанрпа (видео, вăйă евĕр, анимаци, слайд-шоу) чăвашла хатĕрлемелле. Презентаци Мр4 форматпа, видеофайл калăпăшĕ 100 Мб, видеосюжет 2-3 минут тăршшĕ пулмалла.
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ: 2025 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕ – февраль уйăхĕн 20-мĕшĕ. Ун чух персоналлă даннăйсемпе ĕçлеме ирĕк паракан заявкăсене йышăнĕç. Ĕçсемпе заявкăсене mukcbs12@mail.ru электронлă почтăпа ярса памалла.
Иккĕмĕш тапхăрĕ февраль уйăхĕн 21- 24-мĕшĕ – жюри ĕçĕ, библиотека сайтĕнче «Куракансен кăмăлне кайнă парне» («Приз зрительских симпатий») номинацинче сасăлани.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем 2025 çулхи февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пишпÿлек библиотекин сайтĕнче тата «Медиа-салон «Читать на чувашском модно» (https://vk.com/club203459367?from=groups )социаллă сетьсенче пулĕç. Жюри икĕ ÿсĕмри ачасен (6-8 çулхисем тата 9-12 çулхисем) ĕçĕсене хак парĕ. Кашни ÿсĕмре 3 çĕнтерÿçĕ тата «Куракансен кăмăлне кайнă парне» номинаци çĕнтерÿçи пулĕ.
Конкурс положенийĕпе унта хутшăнмалли заявка, персоналлă даннăйсемпе ĕçлеме ирĕк парасси пирки Пишпÿлек тĕп библиотекин сайтĕнче «Конкурсы» уйрăмĕнче паллашма пулать.
Йĕркелÿ комитечĕ.