Пур хыпар та
Конкурс
12 Мартӑн , 15:30

Чи пултаруллисене Çтерлĕ хулинче кĕтеççĕ

Февраль уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республика шайĕнче йĕркеленĕ «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн суйлав тапхăрĕ Ҫтерлӗпуҫӗнчи М.М. Тукаев ячӗллӗ 2-мӗш номерлĕ шкулта иртрĕ. Унта Çтерлӗпуҫ, Мияки тата Фёдоровка районĕсенчи вĕренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Чи пултаруллисене  Çтерлĕ хулинче кĕтеççĕ
Чи пултаруллисене Çтерлĕ хулинче кĕтеççĕ

Конкурсантсем Мĕтри Мишшипе Геннадий Даниловӑн сӑввисене вуларӗҫ.
Ҫтерлӗпуҫсем хӑнасене питӗ кӑмӑллӑ та тарават кӗтсе илчӗҫ. Конкурс пуçланиччен Тетĕрпуçĕнчи «Çеçпĕл» пултарулăх ансамблĕпе вырăнти тутар тата чăваш артисчĕсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса концерт кăтартрĕç. Илемлĕ вулав конкурсне хутшӑнакансене шкул директорӗ Р.В. Мирхайдаров, тутар тата чӑваш филологи кафедрин пуçлăхĕ И.С. Мансуров ăнăçу сунса саламларӗҫ.
Сӑвӑ вулакансене жюри членĕсем – Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечĕн доценчĕ Лира Афанасьева, 3-мӗш курс студенчĕ Ольга Никитина тата РФ Писательсен союзĕн членĕ, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Зинаида Семенова (Сурпан) хак пачӗҫ.
Зинаида Николаевна пурне те асăнмалăх хăйĕн кĕнекине парса хавхалантарчĕ.
Вĕрентекенсем конкурса йӗркелекенсене, хӑнасене, кӗтсе илекенсене, жюри членӗсене тав сӑмахӗ каларӗҫ. Уяв питӗ лайӑх иртрӗ.
Ольга НИКИТИНА.
Çтерлĕпуç районĕ.

 

 

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн вырăнти тепĕр суйлав тапхăрĕ март уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Пелепей хулинчи чӑваш гимназинче иртрӗ. Пултарулăх ăмăртăвне гимнази вĕрентекенĕ, ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Вера Алексеева ертсе пычĕ.

Мероприяти пуçламăшĕнче гимназинче пĕлÿ пухакансем илемлӗ концерт кăтартса пачӗҫ. Конкурса уçса тата ачасене ăнăçу сунса Пелепей хулинчи вĕрентÿ уйрăмĕн ĕçченĕ Елена Рассохина, Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечĕн доценчĕ Лира Афанасьева сăмах каларĕç.
Конкурса Пишпӳлек, Ермеккей тата Пелепей районĕсенчи вĕренекенсем хутшӑнчӗҫ. Положенипе килĕшÿллĕн ачасем Мĕтри Мишшипе Геннадий Даниловӑн сӑввисене вуларӗҫ.
Сехет ытла янăрарĕç мухтава тивĕçлĕ поэтăмăрсен чаплă сăввисем. Вĕсенче тăван çĕре, атте-аннене, çут çанталăка, тăван чĕлхене юратни, хисеплени курăнса-янăраса тăчĕ. Кашни сăвви-поэминче мĕн чухлĕ шухăш-туйăм, ырă кăмăл, пехил-халал. Ачасем сăвă йĕркисем урлă çыравçăсен кăмăл-туйăмне куракансем патне çитерме пултарчĕç. Уççăн та илемлĕн вулама тăрăшрĕç.
Илемлĕ вулакансене жюри членĕсем, çав шутра Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультетӗнче вӑй хуракан Лира Афанасьева доцент, Ольга Никитина 3-мӗш курс студентки, «Урал сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӑн ҫумӗ Надежда Родионова тата Фатых Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ, Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ музей Канашĕн членĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ Рудольф Павлов çыравçă хак пачӗҫ.
Илемлĕ, таса чăваш чĕлхипе вулакан ачасем пурри савăнтарчĕ.
Жюри членĕсем ачасен вулас ăсталăхĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç. Вĕренекенсем пурте чăваш тумĕпе пулнине те каласа хăварчĕç. Уява кăмăллă йĕркелесе ирттернĕшĕн тав турĕç, сăвă вулакансене тата вĕсене хатĕрленĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене малашнехи пурнăçра çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх тата вăй-хал сунчĕç.
Рудольф Павлов сăмахсенче ударенисене тĕрĕс лартассине, чăваш чĕлхинче икĕ уçă сасă хушшинчи хупă сасăсем янăраса илтĕннине асăрхаттарчĕ. Малашне çакна шута илме сунчĕ.
Надежда Константиновна конкурсантсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене «Урал сасси» редакци ятĕнчен кĕнекесем парнелесе савӑнтарчӗ. Конкурса хутшӑнакансем пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Малти вырӑна тухакансене март уйӑхӗн 27-мӗшĕнче Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалĕнче хаваспах кӗтеççĕ!
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.

 

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас