Конкурса Авăркаспа Давлекан, Пелепейпе Пишпÿлек, Миякипе Çтерлĕпуç, Федоровкăпа Кармаскалă, Çтерлĕпе Иглин районĕсенчен тата Çтерлĕпе Ĕпхÿ, Пелепей хулисенчен 23 шкултан 40 вĕренекен, 27 вĕрентекен хутшăнчĕ.
Сăвă техĕмне туякансене пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Айнур Утяев саламларĕ.
Кăçал конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш зонăри тапхăрне Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче, Çтерлĕпуç, Толбазă шкулĕсенче, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче йĕркелерĕç. Пурĕ 70 çын хутшăнчĕ. Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ чăваш поэчĕсен – Мĕтри Мишшин, Геннадий Даниловăн, Зинаида Сурпанăн – сăввисене тĕлĕнмелле илемлĕ тата палăртуллă вуласа сăвă вулакан 49 ача иккĕмĕш тура тухрĕ. Жюри членĕсем вулавçăсен актер пултарулăхне, наци костюмĕ тăхăннине, сăвва тивĕçлĕ интонаципе, сасса улăштарса, темăпа килĕшÿллĕ тата йăнăшсăр вуланине шута илчěç.
Мĕтри Мишшипе Геннадий Даниловăн тата Зинаида Сурпанăн кашни хайлавĕнче чăвашлăх туйăмĕ палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет. Вĕсем çырнисенче çын кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать.Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш тур çĕнтерÿçисен Зинаида Сурпан поэтессăн хайлавĕсене илемлĕ, темăпа килĕшÿллĕ вуласа кăтартмалла пулчĕ.
Жюри членĕсем хушшинче Çтерлĕ хулинчи чăваш культура обществин председателĕ, «Тавах» тата «Савни» ансамбльсен ертÿçи Ольга Иванова, Çтерлĕ хулинчи Чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Оксана Федорова, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Çыравçăсен союзĕн членĕ, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Геннадий Тимофеев (Челпир) сăвăç, Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Зинаида Семенова (Сурпан) сăвăç, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн членĕ, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, «Хунав» кĕнеке авторĕ, «Илхам шишмэлэре» конкурс лауреачĕ, Раççей Çыравçисен пĕрлешĕвĕн тата Пĕтĕм тĕнчери çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ Геннадий Данилов сăвăç пулчĕç.
Университетра конкурса пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче вĕренекен Ольга Никитинапа Константин Петров студентсем ертсе пычĕç. Уяв хаваслă юрă-ташăпа пуянланчĕ, пурин кăмăлне те çĕклерĕ. (Константин чăваш юрри юрласа конкурсантсене савăнтарчĕ. 3-мĕш курсра вĕренекен Елизавета Денисовапа Ольга Никитина ташăпа куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Федоровка районĕнчи Ашкатар вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Елизавета Русаковапа Анастасия Федорова чăваш ташши (ертÿçи – М.С. Хайбуллин) парнелерĕç.
Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем Ĕпхÿ наука технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.
Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç: Анна Михайлова (8 кл., Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕ, ертÿçисем – Л.Н. Пашина, Г.Ю. Кириллова), Ирина Юдина (9 кл., Федоровка районĕ, Урал шкулĕ, Е.Н. Васильева), Светлана Дурасова (11 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Ольга Никитина (III курс, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, Л.А. Афанасьева).
Иккĕмĕш вырăна тухрĕç: Софья Борцова (8 класс, Пелепейĕнчи 1№ шкул, С.В. Игнатьева), Елисей Иванов (6 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ, Н.Н. Васильева), Алина Михайлова (9 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, Л.Н. Павлова), Анастасия Федорова (9 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Анастасия Никитина (9 класс, Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова), Елизавета Русакова (9 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Виталина Павлова (10 класс, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ, З.Ф. Тимофеева), Ксения Кириллова (11 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, М.Р. Павлова), Арина Захарова (10 класс, Пишпÿлекри 1№ шкул, М.И. Захарова).
Виççĕмĕш вырăна çак вĕренекенсем йышăнчĕç: Полина Антонова (5 класс, Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, З.Н. Иванова), Светлана Герасимова (7 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Т.Н. Козлова), Милена Антонова (6 класс, Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, З.Н. Иванова), Василиса Данилова (8 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ шкулĕ, М.Р. Павлова), Виктория Глухова (8 класс, Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ, И.Р. Виноградова), Алексей Ефимов (6 класс, Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ, А.И. Ефимова), Родион Ефремов (7 класс, Çтерлĕпуç районĕ, Çтерлĕпуçĕнчи 1№ шкул, Г.Н. Ефремова), Дарья Захарова (5 класс, Пишпÿлекри 1№ шкул, М.И. Захарова), Юлия Исакова (8 класс, Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕн шкулĕ, Н.В. Исакова), Вера Касимова (2 класс, Пишпÿлекри 1№ шкул, М.И. Захарова), Ксения Козлова (8 класс, Федоровка районĕ, Урал шкулĕ, А.В. Федорова), Анастасия Кузьмина (8 класс, Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка шкулĕ, Л.В. Исаева), Меланья Карамзина (9 класс, Çтерлĕ районĕ, Ямансас шкулĕ, Е.Г. Филиппова), Савелий Васильев (9 класс, Пишпÿлекри 2 № шкул, Н.Г. Николаева), Таисия Петрова (9 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Вера Сергеева (9 класс, Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, З.Н. Иванова), Дарья Бабушкина (9 класс, Пелепейĕнчи 1№ шкул, С.В. Игнатьева), Александр Леонтьев (9 класс, Мияки районĕ, Кекен шкулĕ, Т.П. Никифорова), Аделина Васильева (11 класс, Федоровка районĕ, Урал шкулĕ, Е.Н. Васильева), Инна Дурасова (10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Оксана Якупова (III курс, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, Л.В. Коротаева).
Сăвă техĕмне туякансене ЧНКА председателĕ Оксана Федорова, Çтерлĕ хулинчи чăваш культура обществин председателĕ Ольга Иванова, Геннадий Челпир, Геннадий Данилов, Зинаида Сурпан сăвăçсем саламларĕç. Кашни вĕрентекен ырă та ăшă сăмах калама васкарĕ.
Жюри пайташĕсем кăçалхи вулав конкурсне пысăк хак пачěç. Прозăна кăмăллакансем, Анна Михайлова (8 кл., Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕ, Л.Н. Пашина, Г.Ю. Кириллова), Виктория Глухова, Лидия Виноградова (8 класс, Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ, И.Р. Виноградова) хăйсен ăсталăхне кăтартса итлекенсене савăнтарчĕç, тыткăнларĕç. Вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Уяв пулăшакансемсĕр иртмест. Республика шайĕнчи конкурса ирттерме пире спонсор пулăшăвĕ панăшăн Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председательне Владимир Яковлева, Пушкăртстан Республикинчи культура тата искусство колледжĕн вĕрентекенне Геннадий Данилова, Ҫтерлĕ хулинчи «Все для уюта» суту-илÿ магазин директорне Светлана Прохорована, Оксана Федоровапа Ольга Иванова чăваш хастарĕсене тав тăватпăр. Чи лайăх сăвă вулакансене Зинаида Сурпан, Геннадий Челпир сăвăçсем шуратăлçăсен кĕнекисене, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ «Чăваш орнаменчĕ» кĕнекене кăмăлтан парнелерĕç.
Тутар тата чăваш филологи кафедри илемлě вулав конкурсне хутшăнакансене тав сăмахĕ калать. «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлě вулав конкурсне хутшăннă вěренекенсене те, вěсене хатěрленме пулăшнă вěрентекенсене те пысăк тав! Малалла та чăвашла иртекен конкурссене, олимпиадăсене, конференцисене хутшăнма тăрăшăр. Çапла майпа чăвашлăха аталантарса пырар.
Лариса КОРОТАЕВА, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.
Çтерлĕ хули.
Геннадий Челпир, сăвăç:
– Çак кун çурхи çанталăк пекех, ачасен кăмăлĕ те питĕ савăкчĕ. Çапла пулмалла та, кунта вырăнти суйлав тапхăрĕ урлă иртсе мала тухнă ачасем пуçтарăннă-çке. Положени тăрăх, кăçал конкурса хутшăнакансем çавра юбилейĕсене паллă тăвакан «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсен произведенийĕсене илемлĕн вуларĕç. Конкурса хутшăнакансене, ăна йĕркелесе ирттерекенсене пысăк тав сăмахĕ каламалла. Л.В. Коротаева филологи наукисен кандидачĕ «Янăравлă чĕрĕ сăмах», «Çамрăк журналист» конкурссене ирттерме çулсерен вăйне шеллемесĕр тăрăшать. Унсăрăн епле-ха тăван чĕлхене упраса хăварăн. «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсенчен, хамран та çак конкурса хутшăнакансене пурне те тав самахĕ калатăп. Чăвашла пĕлекен ачасем пулсан тăван чĕлхепе çырнă хайлавсене вулакансем те пулаççех! Çакна эпир, çыракансем, çирĕп шанса тăратпăр.
Татьяна Козлова, Кармаскалă районĕнчи Йăмран шкулĕнчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕ:
– Тутар тата чăваш филологи кафедринче иртнĕ «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсне хăйне майлă туслăх сасси темелле. Мĕтри Мишши, РФ Писательсен союзĕн пайташĕсем Зинаида Сурпанпа Геннадий Данилов çырнă хайлавсене тăван чĕлхепе итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсем чунра хавхалануллă кăмăл-туйăм çуратрĕç. Мероприятие йĕркеленĕ ĔНТУн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканне А.Ф. Утяева, Л.В. Коротаева доцента чунтан тав тăватăп.
Конкурс çĕнтерÿçисемпе парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнисене саламлатăп, Пушкăртстан Республикинчи чăваш поэчĕсен поэзине юратнăшăн, Зинаида Сурпанăн произведенийĕсене халăх хушшинче сарнăшăн, илемлĕ сăмах жанрне тимлĕх уйăрнăшăн, сăвăсене таса чăваш чĕлхипе вуланăшăн, хавхалануллă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн чунтан тав тăватăп. Хамăр республикăрах тăван чĕлхе енĕпе аслă пĕлÿ илме май туса панăшăн университет преподавателĕсене ăшă сăмахсем каламалла.
Татьяна Вальщикова, Федоровка районĕнчи Ашкатар шкулĕн вĕрентекенĕ:
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата юбиляр сăвăçсене халалланă «Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн тĕп тапхăрне вырăнти суйлав турĕ витĕр иртнисем хутшăнчĕç. Ашкатар шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Елизавета Русковапа Анастасия Федорова хамăрăн поэтессăн Зинаида Сурпанăн сăввисене вуласа II степень дипломне çĕнсе илчĕç. Çакă пире савăнтарать.
Алена Ефимова, Авăркас районĕнчи Меселпуç шкулĕн вĕрентекенĕ:
– Пултарулăх ăмăртăвне чăваш тумĕ тăхăнса килнĕ вĕренекенсем илем кÿчĕç. Ачасем чăвашла сăвăсем вуласа савăнтарчĕç. Жюри членĕсем хушшинче сăвăçсем пулни ăмăртăва хăйне майлă сĕм кĕртрĕ. Зинаида Сурпан сăввисене итлесе килентĕмĕр. Ăмăртăва хутшăннă ачасемшĕн чĕрĕ поэтсемпе тĕл пулни питĕ ăнăçлă пулăм темелле. Мĕншĕн тесен поэтсем сăввисене çамрăк ăру валли çыраççĕ-çке.