Церемоние хутшăнакансем валли музей комплексĕнче вăй хуракансем культура программи хатĕрленĕ. Унсăр пуçне пухăннисене Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер шкулĕн ачисем юрă-ташă номерĕсемпе савăнтарнă.
Кăçăлхи конкурса Раççей Федерацийĕнчи 15 регионтан шкул çулчченхи шăпăрлансем тата шкулта вĕренекен тĕрлĕ ÿсĕмри 255 ача хутшăннă.
Чыслав церемонине конкурс çĕнтерÿçисемпе финалисчĕсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсен наставникĕсем, юлташĕсемпе конкурс спонсорĕсем, ача-пăча ÿнер шкулĕсен преподавателĕсем хутшăннă.
Конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсем çÿрçĕрти тĕп хуларан килнĕ хисеплĕ çынсен - жюри председаталĕ, ЧР халăх художникĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ ÿнерçи Анатолий Рыбкин тата Санкт-Петербург хулинчи чăваш культура обществин председателĕ Владимир Живов – аллисенчен Дипломсемпе парнесене илме тивĕçнĕ.
Шаран район центрĕнчи, Шаран салинчи, 1№ шкулта вĕренекен Амалия тата Арсения Хайруллинасем асăннă конкурса хутшăнса финала тухнă.
Амалия - виççĕмĕш, Арсения иккĕмĕш классенче вĕренеççĕ. Пултаруллă хĕр ачасем Шаран салинчи Ача-пăча ÿнер шкулне (педагогĕ – Юлия Хайруллина) тата ытти кружоксене хаваспа çÿреççĕ.
- Эпĕ пепки тутлă çывăрнă вăхăтра тĕрĕ тĕрлекен аннене ÿкертĕм. Ăшă палас çинче кушак çури выртать. Ÿкерчĕке чăваш эрешĕсем илем кÿреççĕ, - паллаштарнă Арсения хăйĕн ÿкерчĕкĕпе.
Амалия çул çÿревре хăй мĕн курни-илтни çинчен çакна каласа панă: «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ÿнер музейĕнче мероприятие йĕркелекенсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Холри сĕтелсем çинче конкурс ĕçĕсемпе паллашма пулатчĕ. Эпир хамăр ĕçсене шыранă май ытти конкурсантсен ÿкерчĕкĕсене те пăхса хак патăмăр. Концерт номерĕсенчен ытларах мана ачасем юрланă такмаксем килĕшрĕç. Церемони хыççăн асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турăмăр, музей тăрăх экскурсире пултăмăр».