Пур хыпар та
Конкурс
22 Апрелӗн , 18:00

«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче иккĕмĕш хут «Ачалăх тĕнчи» нумай жанрлă фестиваль-конкурс иртрĕ. Кăçал ăна вырăнти Чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи – Оксана Федорова) хула администраци пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе усă курса йĕркелерĕ, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине, Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли çулталăка халалларĕç.

«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр

Хăйне евĕр ăмăртăва хулари 70 яхăн ача садĕнчен çурри хутшăнчĕç. Театрпа концерт пĕрлешĕвĕн çурчĕн (уяв шăпах кунта иртрĕ) сцени çине 4-7 çулхи шăпăрлансемпе пĕрле вĕсен воспитателĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем те тухрĕç. Пурте чăваш тумĕсемпе, капăрлăхĕсемпе. Жюри членĕ пулнă май, ирĕксĕрех пуçра «Çакăн чухлĕ пуянлăхпа илеме ăçтан тупса пĕтернĕ-ши?» текен шухăш та çуралчĕ. Чăвашла хитре те янравлă, кăмăла çĕклемелле юрларĕç, паллă поэтсен сăввисене вуларĕç, чăваш тумĕсемпе капăрлăхĕсем çинчен тĕплĕн те анлă ăнлантарса пачĕç. Унсăр пуçне маларах «Çĕнтерÿçĕ салтак» ÿкерчĕк (пурĕ 500 ытла ĕç килнĕ) тата «Вăрçăн сăнĕнче хĕрарăм мар» видеоролик номинацисен конкурсĕсем иртнĕ. Çаксене пурне те ял ачисем мар, хулара çитĕнекен шăпăрлансем куракан умне çитерме пултарчĕç.
Ачасемпе воспитательсен, ашшĕ-амăшĕсемпе кукамăш-асламăшĕсен пултарулăхне вара Оксана Федорова ертсе пыракан жюри йышĕ хак пачĕ. Çав йышра Пушкăртстанри ăста специалистсем çеç мар, Чăваш Енрен килнĕ хăна – «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен («Тантăш» тата «Тетте») редакторĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Елена Атаманова журналист – пулни те уяв шайне чылай çĕклерĕ. Инçе çула кĕскетсе хăй çуралса ÿснĕ тăван Пушкăртстана çитме мехел çитернĕшĕн Елена Михайловнăна тав тăвасси çеç юлать.
Фестиваль-конкурс пуçланиччен залра пухăннисене хула администраци специалисчĕ Оксана Ибрагимова, хула Канашĕн депутачĕ Елена Иванова, Шупашкарти Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Григорий Федоров саламларĕç. Çавăн пекех республикăри пушкăртстсен Курултайĕн Çтерлĕри уйрăмĕн ертÿçи Лейсан Юсупова салам çырăвĕ илсе çитерчĕ. Шăпăрлансене Санкт-Петербург хулинчи ЧНКА председателĕ Валериан Гаврилов видеоçыхăну урлă саламларĕ.
– Паян манăн чĕре телейпе тулнă: эпĕ чăвашсем пулнине, пуррине тата пулассине куратăп. Мĕншĕн тесен эсир, ашшĕ-амăшĕсемпе асламăш-кукамăшĕсем тата аслашшĕ-кукашшĕсемпе ăрусен çыхăнăвĕ пур. Çтерлĕре чăваш чĕлхи, литератури тата культурипе йăли-йĕрки ĕмĕр пуласса курса тăратăп, шанатăп. Яланах ăнăçупа çĕнтерÿ патне ăнтăлмалла – шăпах пирĕн хамăрта çакна çуратса çитĕнтермелле, – терĕ Оксана Федорова уява уçнă май.
Çак кун фойере ятарлă çар операцийĕ пынине тата Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа, ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕксенчен тунă, чăваш çи-пуçĕсенчен, çар хĕç-пăшалĕсемпе тумтирĕнчен йĕркеленĕ куравсем ĕçлерĕç. Вĕсене «Тавах» халăх ансамблĕн (ертÿçи – Ольга Иванова) пайташĕсем, Надежда Яковлева, Валентина Зорина чăваш хастарĕсем, Çтерлĕ районĕнчи Светлана Николаева, «Отечество» çарпа патриотизм пĕрлĕхĕ (Александр Скворцов), республикăри «Боевое братство» организацин хулари уйрăмĕ (Георгий Степанов), Çтерлĕ хулинчи Пограничник-ветерансен союзĕ (Ришат Галеев) тăратнă.
Халĕ вара сире, хисеплĕ вулакансем, çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене йышăннă шăпăрлансемпе аслă ăрури хастарсемпе паллаштарма васкатпăр.

«Çĕнтерÿçĕ салтак» ÿкерчĕксен номинацийĕ
Пĕрремĕш вырăн:
Дарья Ермышова (1 № ача сачĕ) – «Ирĕке кăларакан салтак портречĕ» ĕçшĕн;
Амедия Хасанова (33 № ача сачĕ) – «Кăсăк сюжет» ĕçшĕн;
Полина Митюкова (43 № ача сачĕ) – «Патриотизмла плакат» ĕçшĕн;
Михаил Иванов (69 № ача сачĕ) – «Манăн атте – паттăр» ĕçшĕн;
Тимофей Филиппов (34 № ача сачĕ), Сабрия Холова (19 № ача сачĕ) – «Çемье ÿкерчĕкĕ» ĕçсемшĕн;
Валерия Фролова (5 № ача сачĕ) – «Хăйне евĕр шухăш» ĕçшĕн;
Матвей Филиппов (19 № ача сачĕ) – «Хăйне евĕр материал суйласа илнĕшĕн» ĕçшĕн.
Иккĕмĕш вырăн:
Аливия Ямлиханова (13 № ача сачĕ) – «Ирĕке кăларакан салтак портречĕ» ĕçшĕн;
София Рахимкулова (21 № ача сачĕ) – «Кăсăк сюжет» ĕçшĕн;
Полина Коршак (21 № ача сачĕ) – «Патриотизмла плакат» ĕçшĕн;
Валерия Антонова (33 № ача сачĕ) – «Манăн атте – паттăр» ĕçшĕн;
Ясмина Сабирова (90 № ача сачĕ), Эмилия Дильмухаметова (69 № ача сачĕ) – «Çемье ÿкерчĕкĕ» ĕçсемшĕн;
Риана Султанбекова (94 № ача сачĕ) – «Хăйне евĕр шухăш» ĕçшĕн.
Виççĕмĕш вырăн:
Гордей Глазков (58 № ача сачĕ) – «Ирĕке кăларакан салтак портречĕ» ĕçшĕн;
Раян Гинятуллин (33 № ача сачĕ) – «Кăсăк сюжет» ĕçшĕн;
Мирон Петаев (19 № ача сачĕ) – «Патриотизмла плакат» ĕçшĕн;
Прохор Сорокотяга (90 № ача сачĕ), Святослав Миндолин (32 № ача сачĕ) – «Çемье ÿкерчĕкĕ» ĕçсемшĕн;
Константин Терихов (19 № ача сачĕ) – «Хăйне евĕр шухăш» ĕçшĕн.

«Илемлĕ сăмах» номинаци (ачасем)
Пĕрремĕш вырăн:
Кристина Бухарова (61 № ача сачĕ).
Иккĕмĕш вырăн:
Анна Федорова (90 № ача сачĕ), Ульяна Андреева (24 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Олег Максимов (86 № ача сачĕ), Мирон Тимофеев (19 № ача сачĕ), Алиса Леонтьева (10 № ача сачĕ).

«Илемлĕ сăмах» номинаци (ачасемпе аслисем)
Иккĕмĕш вырăн:
Екатерина Кудрявцевапа Любовь Ивановна Кудрявцева (15 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Кирилл Ботвиневпа Елена Алексеевна Ботвинева (82 № ача сачĕ).

«Илемлĕ сăмах» номинаци (аслисем)
Пĕрремĕш вырăн:
Светлана Валентиновна Ефимова (76 № ача сачĕ).
Иккĕмĕш вырăн:
Любовь Демьяновна Кириллова (41 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Юлия Анатольевна Александрова (70 № ача сачĕ), Лидия Владимировна Ванюшина (51 № ача сачĕ).

«Чăваш тумĕ тăхăнса дефиле кăтартасси» номинаци (ачасем)
Пĕрремĕш вырăн:
Кристина Бухарова, София Яковлева, Арина Маркина (61 № ача сачĕ).
Иккĕмĕш вырăн:
Яна Дмитриева (24 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Ростислав Никитин (1 № гимнази), Дарина Алексеева («Умка» ача сачĕ).

«Чăваш тумĕ тăхăнса дефиле кăтартасси» номинаци (аслисемпе ачасем)
Пĕрремĕш вырăн:
Юлия Анатольевна Александровапа Галина Алексеевна Григорьева, Эмина Мензелицовапа Илья Семенов (70 № ача сачĕ).
Иккĕмĕш вырăн:
Ольга Леонидовна Прокопьевапа Ольга Дмитриевна Горина, Самира Хисамутдинова, Сафина Саетгареева, Милена Талачева, Оливия Нохрина, Олег Максимов, Всеволод Рябов, Алмаз Исанбаев, Артем Иванов (86 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Мария Алексеевна Федорова, Алена Сергеевна Усова, Анна Андреевна Сидорова, Ксения Никифорова (33 № ача сачĕ);
Елена Юрьевна Николаева, Ирина Исаевна Петрова, Светлана Федоровна Тимофеева, Сафина Мавлюханова, Егор Савенко (59 № ача сачĕ);
Елена Владимировна Антипова, Анна Лысенко (93 № ача сачĕ).

«Чăваш тумĕ тăхăнса дефиле кăтартасси» номинаци (аслисем)
Пĕрремĕш вырăн:
Аделина Денисовна Андреева, Эльвина Владимировна Прокопьева, Надежда Викторовна Сухарева (87 № ача сачĕ).
Иккĕмĕш вырăн:
Надежда Николаевна Семенова, Софья Константиновна Никитина, Сюзанна Викторовна Ильина (44 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Юлия Валерьевна Яковлева (16 № ача сачĕ).

«Юрлас ăсталăх» номинаци
Пĕрремĕш вырăн:
Минзиля Анваровна Низамутдинова (54 № ача сачĕ), «Надежда» ушкăн (87 № ача сачĕ).
Иккĕмĕш вырăн:
Галина Алексеевна Алексеева (94 № ача сачĕ);
Наталья Владимировна Малятова, Лариса Ивановна Игнатьева, Гульназ Фанильевна Фаизова (69 № ача сачĕ);
Валентина Васильевна Михайлова (7 № ача сачĕ), «Цирк» вăтам ушкăн (20 № ача сачĕ).
Виççĕмĕш вырăн:
Галина Гавриловна Алексеева (45 № ача сачĕ);
Ирина Николаевна Москаленко, Ольга Дмитриевна Горина, Динара Шамилевна Мухитдинова, Ольга Леонидовна Прокопьева, Ольга Николаевна Кузьмина, Дилара Мунировна Гайсина (86 № ача сачĕ).

«Видеоролик» номинацинче куракансем ытларах кăмăлланă ĕç çĕнтерÿçи Глеб Бабиков (31№ ача сачĕ) пулса тăнă. Унăн ĕçне 10 пин ытла çын пăхнă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пурте «Ачалăх тĕнчи» фестиваль-конкурсăн Дипломĕсемпе медальсене тивĕçрĕç. Пурне те саламлатпăр. «Ачалăх тĕнчи» малашне те анлă та илемлĕ пуласса шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
«Ачалăх тĕнчи» анлă та илемпе тулли пултăр
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас