Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне, Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Пушкăртстанра Ятарлă çар операцин участникне тата вĕсен çемье пайташĕсене пулăшу памалли çулталăксене халалланă уявăн сумлă хăнисен шутĕнче Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов, Мияки районĕнчи Культура керменĕнчи илемлĕх пайĕн ертÿçи – директорăн çумĕ Зинира Урманшина, Чăваш патшалăх филармони тата «Дуняша style» фолк-ушкăнĕн солисчĕ Карина Алексеева, Мияки районĕнчи Культура керменĕнчи автоклуб методисчĕ Ирина Каюмова, Çĕнĕ Хурамал ял хутлăхĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ Галина Павлова пулчĕç. Вĕсем пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансене ăнăçу суннă май тăван чĕлхене юратма вĕрентессине, унпа калаçма хăнăхтарассине юрă-кĕвĕ урлă пурнăçлама май пуррине палăртса хăварчĕç. Мероприятие Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕн культорганизаторĕ Нэля Тимофеевапа «Сувар» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи Марина Павлова ертсе пычĕç.
Иккĕмĕш çул иртекен фестиваль-конкурса кăçал районсем хушшинче йĕркеленĕ. Унта Мияки (Тимеш, Кекен, Çĕнĕ Хурамал, Суккул ялĕсем) тата Пишпÿлек (Пăслăк, Пишпÿлек) районĕсенчен, Пелепей хулинчен пĕтĕмĕшле 24 ача хутшăнчĕ. Жюри пайташĕсемпе куракансем кунта çамрăк ăрăвăн 16 номерне хак пама пултарчĕç. Тăватă çынран тăракан жюри йышне (председателĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Яковлев) чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Ачасен репертуарĕнче ытларах халăх тата эстрада юррисем пулчĕç. Çамрăк юрăçсем сцена çинчен (пĕчченшер, дуэтпа е ушкăнпа) чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине кăтартса пама тăрăшрĕç. Чăваш тумтирне тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем мероприяти хăнисене савăк кăмăл парнелерĕç. Уйрăмах залра ларакансене Мария Яковлева «Асамат кĕперĕ», Дарина Федорова «Сăпка юрри», Василиса Данилова «Эпир чăвашсем» юрăсене илемлĕ шăрантарни тыткăна илчĕ. «Тумлам» ушкăнпа Кирилловсен «Çеçпĕл» çемье квартечĕ тата «Асанне арчи» çемье ансамблĕ чун-чĕрене хускатакан чи çепĕç туйăмлă кĕвви-юррисемпе курма килнисене кăмăлтан савăнтарчĕç. Аслисем кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Пултарулăх конкурсĕ виçĕ номинаципе иртнине те палăртса хăвармалла – «Халăх юрри», «Эстрада юрри» тата «Ушкăнпа юрлани». Тÿресем юрăсене мĕнле юрланине, ташланине, наци тумĕ тăхăннипе тăхăнманнине, ăмăртакансем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине шута илчĕç.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ:
«Халăх юрри» номинаци
I вырăн – Дарина Федорова, ертÿçи – Ирина Игнатьева (Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ);
II вырăн – Дарья Тимофеева, Надежда Тимофеева (Пишпÿлек сали);
III вырăн – Мария Яковлева, Зоя Шуркова (Кекен ялĕ).
«Эстрада юрри» номинаци
I вырăн – Лиана Муртазина, ертÿçи – Нэля Тимофеева (Çĕнĕ Хурамал ялĕ);
II вырăн – «Тумлам» ача-пăча вокал ушкăнĕ, Лия Данилова (Пăслăк ялĕ);
III вырăн – Яна Иванова, Нэля Тимофеева (Çĕнĕ Хурамал ялĕ).
«Çемьепе юрлани» номинаци
I вырăн – «Çеçпĕл» Кирилловсен çемье квартечĕ, ертÿçи – Любовь Семенова (Суккул ялĕ);
II вырăн – Яковлевсен дуэчĕ (Элина тата Дарья), Зоя Шуркова (Кекен ялĕ);
III вырăн – «Асанне арчи» çемье вокал ансамблĕ, Любовь Осипова (Çĕнĕ Хурамал ялĕ).
Уяв спонсорĕсен – Мияки районĕнчи «Нива» тата Н.К. Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен председателĕсем Александр Петровпа Геннадий Семенов – ятарлă парнине Пелепей хулинчен килнĕ Аделина Гареева тивĕçрĕ. Ытти конкурсантсене «Туссем хушшинче» фестиваль-конкурса хутшăннине çирĕплетекен Дипломсем парса чысларĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.