Конкурс виçĕ номинацирен тăрать: поэзи, проза, драматурги. Пултарулăх конкурсĕ 2025 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕччен пырать. Унта Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче 5-11 классенче, професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче (колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче) вĕренекенсем тата Раççей Федерацийĕн чăваш диаспоринче пурăнакан çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.
Литература хайлавĕсене чăвашла çырмалла. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 5-7 страницăран ытла, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Хайлавсене компьютерпа А4 форматпа шурă хут листи çине Arial-23XP е Times New Roman шрифтпа 12 номерлĕ пысăкăшпа (кегельпе), 1,5 йĕрке хушшипе, сулахай енчен хĕррине 2,5 см, сылтăм енчен 1,5 см хăварса пичетлемелле.
Хайлавпа пĕрле сăн ÿкерчĕк тата биографи пулмалла. Хайлавсене тата заявкăсене 2025 çулхи ноябрь уйăхĕччен йышăнаççĕ. «Çамрăксен хаçатĕнче» тата «Тăван Атăл» журналта лайăх хайлавсене сăн ÿкерчĕксемпе, кĕске биографипе пичетлесе пыратпăр, чи тивĕçлисене, конкурсра çĕнтернисене редакцилесе «Тăван Атăл» библиотекинче пичетлетпĕр.
Конкурса хутшăннă ĕçсене ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене «Хыпар-Вести Чувашии» телеграмм-каналра, «ФотоВидеоХыпар» сайтра тата «Тăван Атăл» журналпа «Çамрăксен хаçатĕнче» вуласа пĕлме пултаратăр.
Литература пултарулăхĕн çĕнтерÿçисене «Çамрăксен хаçачĕн» юбилей уявĕнче чыслаççĕ, хутшăнакансене электронлă почтăпа сертификатсем ярса параççĕ. Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ. Чи лайăх хайлавсене «Тăван Атăл» библиотекинче пичетлесе кăлараççĕ.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: «Хыпар-Вести Чувашии» телеграмм-каналра, «hypar5@mail.ru» электрон почта урлă ярса пама пултаратăр е тата çак адреспа: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, И.Я. Яковлев проспекчĕ, 301 пÿлĕм.
Йĕркелÿ комитечĕ.