Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксен çырас туртăмне, пултарулăхне аталантарасси, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси, ытти чĕлхесене хисеплеме хăнăхтарасси. Конкурс сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртет. Кăмăл пуррисем сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕччен пушкăрт, вырăс, тутар тата чăваш чĕлхисемпе хатĕрленĕ мастер-классене хутшăнма пултарĕç. Пĕтĕмлетÿсене ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнче тăвĕç. Пултарулăх ăмăртăвне икĕ номинаципе («текст» тата «видео») йĕркеленĕ.
Конкурса е мастер-классене хутшăнмалли заявкăсене, материалсене ятарлă формăпа konkurs_molodojzhurnalist@bk.ru электронлă почтăпа ярса памалла.
Ăмăртăва унччен маларах массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетре кун çути курнă материалсене, ытти конкурссене хутшăннисене йышăнмаççĕ. Хутшăнаканăн социаллă сетьри уйрăм аккаунтĕнче, шкул хаçатĕнче пичетленнĕ ĕçӗсене вара хапăл тусах кĕтеççĕ.
«Текст» номинацинчи ĕçсем журналист жанрĕсене (заметка, репортаж, интервью, рецензи, корреспонденци, статья, эссе, очерк тата ытти) тивĕçтермелле. Вĕсен калăпăшĕ 1500 паллăран кая пулмалла мар.
«Видео» номинацире ăмăртакансем видеона уçламалли ссылкăсене ярса памалла. Видеосен вăрăмăшĕ – 5 минутран ытла мар.
Пултарулăх ăмăртăвне чăваш чĕлхипе çыракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 7-11 классем, аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсене ÿсĕмĕсене кура виçĕ ушкăна уйăрĕç: 7-9 классем, 10-11 классем тата I-V курссенче вĕренекен студентсем. Ĕçсен теми – ирĕклĕ. Сĕннĕ темăсен шутне çаксем кĕреççĕ: ачасемпе çамрăксен пурнăçĕ; ача-пăча клубĕсемпе студисем, секцисемпе ушкăнсем; интереслĕ çынсем; çемье, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем; манăн Тăван çĕршыв, манăн республика, манăн хула, манăн урам, манăн юратнă писатель (поэт, прозаик, драматург), манăн Çĕнтерÿ.
Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисене пурне те ятарлă Дипломсемпе палăртĕç.
Йĕркелÿ комитечĕ.