Коммерци шутне кĕмен организацисем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме грантсемпе усă курма пултарĕç. Вĕсем граждан обществин институчĕсене аталантарма пулăшаççĕ. Конкурса çак юхăмсемпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ: социаллă пулăшу, уйрăм категорине кĕрекен граждансене пулăшу парасси тата вĕсене хÿтĕлесси, çемьене, аннелĕхпе аттелĕхе тата ачалăха пулăшу парасси, истори астăвăмне сыхласа хăварасси тата ытти те. Грантăн чи пысăк виçи 2, 5 млн тенкĕпе танлашать.
Коммерци шутне кĕмен организацисем хăйсен проекчĕсене конкурса тăратма пултараççĕ. "Грантсем парассипе тата ăмăртăва хутшăнассипе çыхăннă тулли информаципе официаллă документсенче тата Граждан обществине пулăшу памалли фондăн (Фонд содействия гражданскому обществу) çăлкуçĕ урлă паллашма пулать", - тенĕ Çамрăксен хаçатĕнче (Молодежная газета).