Пур хыпар та
Конкурс
16 Октябрӗн , 10:00

Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ

Октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ҫтерлӗ хулинчи 62№ ача садӗнче шăпăрлансем хушшинче «Туган илем – иркә гөлем» («Тӑван енӗм – чечеклĕ çĕршыв») чăвашла тата тутарла сӑвӑ вулассипе конкурс иртнӗ.

Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Ăна хула администрацин вĕренÿ уйрăмĕ тата «Информаципе методика центрĕ» шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ паракан муниципаллă учреждени йĕркеленĕ. Мероприятие Республика кунне халалланă.
 
Конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн, ачасем тăван тăрăхри çут çанталăкпа, хулапа, республикăри паллă пулăмсемпе, тăван чĕлхепе çыхăннă хайлавсене вулама пултарнă. Çавăн пекех кăçалхи юбиляр-поэтсен сăввисене те жюри умне кăларма ирĕк панă. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ вара илемлĕ вулав вăхăтĕнче çамрăк талантсене тупса палăртасси, вĕсене эстетика воспитанийĕ парасси, илемлĕ литературăн пĕлтерĕшне хаклама вĕрентесси пулса тăнă.
 
Виçĕ çултан пуçласа ултта çитнĕ 36 шăпăрлан чӑваш тумӗсӗм тӑхӑнса, сӑвӑсем каласа, хӑйсене хăюллă та сăпайлă тытса жюри членӗсене тыткӑна илнĕ. Вĕсенчен пĕри, тăватă çулхи Полина Антипова, икĕ сăвă вуланă – чăвашла тата тутарла.
 
«Ҫав тери савӑнтарчӗҫ. Маттурсем! Пирӗн савӑнмалӑх юрӑ-ташӑ çук-и? Мухтанмалӑх капӑр тӗрӗ, тӗнче шайне тухнӑ поэтсем, уçлӑха та парӑнтарнӑ чӑвашсем çук-и..? Ҫакна кӑтартса пачӗҫ те ача садне ҫӳрекен ачасем. Тӑван кил, юратнӑ тăван ен ҫинчен сӑвӑсем чӑвашла янӑрарӗҫ. Чуна ҫемҫетсе, кӑмӑла ҫӗклесе!», – тесе çыраççĕ ватсапри чатра мероприятие хутшăннисем.
 
Юрий СНЕГОПАД.Çтерлĕ хули. 
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă  тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас