Пур хыпар та
Конкурс
27 Ноябрӗн , 10:00

Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар

Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн (ĔНТУ) Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче «Çамрăк журналист» конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕн Грантсен фончĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.

Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар

Тăххăрмĕш хут кĕрлесе иртекен пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче чысларĕç. Чăваш ачисемпе çамрăкĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ мероприяти пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн Уçă алăкĕсен кунĕпе тÿр килчĕ. Наци çи-пуçĕ тăхăннă студентсем, аслă шкулăн преподавателĕсем хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Пухăннисем фойери пуян куравсемпе паллашма, киленме пултарчĕç. Кăмăл пуррисем аслă шкулăн виççĕмĕш хутĕнче вырнаçнă З.Биишева ячĕллĕ музее кĕрсе тухрĕç.
Уявăн чыслав саманчĕ пуçланиччен «Ҫамрӑк журналист-2025» конкурс шайӗнче чӑвашла, вырăсла, пушкӑртла тата тутарла мастер-классем йĕркелерĕç. «Наци журналистики чăваш чĕлхипе» мастер-класа «Урал cасси» хаҫатăн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов ирттерчӗ. Юрий Николаевич çамрăк ăрăва республика тулашĕнче кун çути куракан чăваш кăларăмĕсемпе паллаштарчĕ, «Урал сасси» хаçатăн историне каласа пачĕ. Çапла вăл илсе кăтартнă пулăмсем, тĕслĕхсем халăхра сăмах вĕççĕн çÿрекен «Иртнисĕр – малашлăх çук» тенине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Пултарулăх ăмăртăвне Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен, Авăркаспа Кармаскалă, Пишпÿлекпе Мияки, Иглинпа Федоровка, Çтерлĕпе Ишимбай районĕсенчен вĕренекенсем хутшăннă. Темшĕн Пелепейпе Ермеккей, Чекмагушпа Давлекан районĕсенчи пĕлÿ çурчĕсем хастарлăх кăтартман, пĕр ĕç те тăратман. Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлнă конкурса чăвашла 52 ĕç килнĕ. «Текстсем» номинацире – 43 ĕç, «Видео» номинацире тăххăр пулнă. Шкул ачисен ĕçĕсене ÿсĕмĕсене кура икĕ ушкăна уйăрнă: вăтам (7-9 классем) тата аслă (10-11 классем). Пур ĕçе те сумлă жюри членĕсем вуласа тухса хак панă. Çав шутра: Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем Лариса Коротаева, Лира Афанасьева, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тата корреспонденчĕсем.
Конкурса килнĕ ĕçсем хушшинче пысăк пахалăхлă, журналистика жанрĕ ыйтнине тивĕçтерекен, шухăша тĕрĕс уçса панă, стиль тата орфографи тĕлĕшĕнчен йăнăшсăр çырнă материалсем пуррине палăртма кăмăллă. Çакă тăван чĕлхене кирлĕ шайра вĕрентекен шкулсемпе чăваш чунлă учительсем, чăвашла калаçакан ачасем пуррине çирĕплетет. Интернетпа усă курнă материалсем те куçа лекеççĕ. Вĕсен авторĕсене çакна каласшăн: тăван чĕлхепе çырма, шухăшлама нихăçан та кая мар, хăвăр шухăшăра тĕрĕс те уçăмлăн палăртса çырнă материалсем чи лайăххисем шутланаççĕ. Конкурса килнĕ «Текстсем» жанрти ĕçсем «Урал сасси» хаçатра «Çамрăк журналист» рубрикăпа кун çути курĕç.
«Ҫамрӑк журналист-2025» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Айнур Утяев, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Гаврилина, пушкăрт филологи кафедрин преподавателĕсем Миляуша Арслановапа Альфина Султанова, тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçи Илсур Мансуров тата Лариса Коротаевапа Лира Афанасьева, Насима Мукимова преподавательсем, «Урал сасси», «Кызыл тан», «Ашкадар» (Çтерлĕ хули) хаçатсен ĕçченĕсем те ăшшăн саламларĕç, Дипломсемпе укçа-тенкĕ сертификачĕсем парса чысларĕç, малашне те конкурссене хастар хутшăнма сунчĕç.

Халĕ сире конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллашма сĕнетпĕр.


«Текст» номинаци (7-9 класс):
I вырăн – Виктория Глухова, 9 класс, Авăркас районĕ, Мăйлăпукан шкулĕ, ертÿçи – Ирина Виноградова.
II вырăн – Диана Кельман, 8 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ, Надежда Васильева; Ксения Ильмурзина, 7 класс, Пишпÿлек салинчи 3№ шкул, Людмила Семенова.
III вырăн – Роман Селиверстов, 8 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Татьяна Вальщикова; Злата Потапова, 8 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Николай Глухов; Светлана Герасимова, 8 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Татьяна Козлова.

«Текст» номинаци (10-11 класс):
I вырăн – Алексей Ефимов, 11 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, ертÿçи - Николай Глухов.
II вырăн – Владислав Глухов, 10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Николай Глухов; Мария Иванова, 11 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, Людмила Павлова.
III вырăн – Карина Никитина, 11 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, Марина Павлова; Ксения Кириллова (10 класс) тата Яна Иванова (11 класс) Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, Людмила Павлова; Никита Иванов, 11 класс, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ, Зинаида Тимофеева.

«Текст» номинаци (студентсем):
I вырăн – Татьяна Иванова, III курс, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ, ертÿçи – Лариса Коротаева.
II вырăн – Анастасия Алексеева, II курс, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ, Лариса Коротаева.
III вырăн – Анна Данилова, V курс, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ, Лира Афанасьева.

«Видео» номинаци (7-9 класс):
I вырăн – Елисей Иванов, 7 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ, ертÿçи - Надежда Васильева.
II вырăн – Ирина Иванова, 7 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Николай Глухов.
III вырăн – Павел Иванов, 8 класс, Пишпÿлек салинчи 3№ шкул, Людмила Семенова; Алексей Ефимов, 8 класс, Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ, Алена Ефимова.

«Видео» номинаци (10-11 класс):
I вырăн – Арина Артемьева, 11 класс, Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ, ертÿçи – Алевтина Артемьева.
II вырăн – Мария Степанова (10 класс) тата Алина Герасимова (8класс), Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, Ираида Степанова.

«Видео» номинаци (студентсем):
I вырăн – Ольга Никитина, IV курс, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ, ертÿçи – Лира Афанасьева.
II вырăн – Оксана Якупова, IV курс, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ, Лира Афанасьева.
III вырăн – Константин Петров, V курс, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕ, Лариса Коротаева.

Ирида НОВИКОВА. Çтерлĕ хули.

Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Тăван чĕлхепе калаçма, тăван чĕлхепе çырма нихăçан та кая мар
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас