Пултарулăх ăмăртăвне икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш – суйлав тапхăрне – февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 12-мĕшĕччен Çтерлĕпуçпа Толбазă салисенче тата Пелепейпе Çтерлĕ хулисенче йĕркелĕç. Хăçан тата ăçта иртесси пирки тĕплĕнрех конкурса хутшăнаканран заявка йышăннă хыççăн çырса пĕлтерĕç.
Иккĕмĕш тапхăрĕ 2026 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнче (Çтерлĕ хули, Ленин проспекчĕ, 49 çурт адреспа) иртĕ. Мероприяти 11.00 сехетре пуçланать.
Конкурс положенийĕ тăрăх, сăвăсене, илемлĕ литература произведенийĕсен сыпăкĕсене тутарла тата чăвашла пăхмасăр каламалла.
Тутар чĕлхипе тухса калакансем конкурсăн вырăнти тапхăрне Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн сăввине, республика тапхăрне Габдулла Тукай çинчен çырнă сăвва е прозăллă произведенийĕн сыпăкне пăхмасăр калама вĕренмелле (2-3 минут).
Чăваш чĕлхипе тухса калакансен конкурсăн зонăри тапхăрне поэтăн, драматургăн, публицистăн, СССР Писательсен союзĕн пайташĕн, Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн сăввине, республика тапхăрне поэтăн, прозаикăн, публицистăн, критикăн, куçаруçăн, СССР Писательсен союзĕн пайташĕн Юрий Скварцовăн прозăлла произведенийĕн сыпăкне (2-3 минут) пăхмасăр калама вĕренмелле.
Ăмăрту тăватă ÿсĕм категорийĕнче иртет:
1 ушкăн – 8 класс вĕренекенĕсем;
2 ушкăн – 9 класс вĕренекенĕсем;
3 ушкăн – 10-11 класс вĕренекенĕсем;
4 ушкăн – аслă шкулсен, училищĕсемпе колледжсен студенчĕсем.
Заявкăна konkurs_sf@mail.ru электронлă адреспа февраль уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, электронлă сертификатсемпе, спонсорсем уйăрнă ятарлă парнесемпе чыслĕç. Конкурс координаторĕсем: Насима Анваровна Мукимова доцент – 8-987-033-74-09, 8-961-046-09-73; Лариса Валерьевна Коротаева доцент – 8-987-249-91-97.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.