Пур хыпар та
Конкурс
27 Нарӑсӑн , 09:00

Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç

Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Авӑркас районӗнчи Толбазăри лицейра республика шайĕнчи «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн зоналлӑ тапхăрĕ иртрӗ. Пултарулăх ăмăртăвне Авӑркас тата Кармаскалă районĕсенчи вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç

Вĕсене лицей директорӗ Л.Д. Васильева, тӑван чӗлхесен методисчӗ Л.Р. Бикбаева, тутар тата чӑваш филологи кафедрин ертÿçи И.С. Мансуров ӑнӑҫу сунса саламларӗҫ. Çак йĕркесен авторĕ Александр Савельев-САС поэтăн сӑввине илемлӗ вуласа пачĕ.


Вӗренекенсем сӑвӑ епле вуланине Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.А. Афанасьева тата Пушкӑртстан Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн çурчӗн Авăркас районĕнчи Чӑваш историпе культура центрӗн тӗп специалисчӗ Е.В. Иванова хак пачӗҫ. Конкурсăн координаторĕ тутар тата чăваш филологи кафедринче вӑй хуракан Л.В. Коротаева доцент пулчӗ.

«Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурса ҫулсеренех Тӑван чӗлхе кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Конкурсантсем чӑваш халӑх поэчĕн, çыравçăн, драматургăн, куçаруçăн Ухсай Яккăвĕн сӑввисене пăхмасăр илемлӗн вуласа кӑтартрӗҫ.

Зоналлӑ тапхӑрта мала тухнă сӑвӑ вулакансене март уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗнче ырӑ сунса кӗтетпӗр.

Толбазӑсем хӑнасене питӗ тарават та кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ тухăçлă иртрӗ.

«Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑнакансене тата вӗсен ертӳҫисене ӑшшӑн саламлатпӑр. Малашне те ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫу сунатпӑр. Яланах ҫапла хутшӑнсах тӑрӑр!

Ольга НИКИТИНА, Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 4-мӗш курс студентки, жюри пайташĕ.

Редакцирен. «Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн зонăри тапхăрĕ февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче те иртнĕ.

Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас