Мероприятие йĕркелесе ирттерекенĕсем – Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ, Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕ тата «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Пултарулăх конкурсне чăваш халăх культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине упраса хăварас, культура еткерлĕхне аталантарма условисем туса парас, чăваш ачисемпе çамрăкĕсене халăх юрри-кĕввине, ташшине, литературине, хула тата ял фольклорне юратма вĕрентес, пултаруллă ушкăнсемпе уйрăм сцена çине тухакансене тупса палăртас, пултарулăх çыхăнăвĕсене анлăлатас тĕллевпе ирттереççĕ.
Регионсен хушшинчи «Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурс Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕнче çак адреспа: Пелепей хули, С.Ф. Горохов урамĕ, 28 çурт иртет.
Фестиваль программине илес пулсан вăл çапларах:
09.00 – 10.00 – фестивале хутшăнакансене кĕтсе илесси тата регистрацилесси; 10.00 – 10.20 – фестивале уçасси; 10.20 – 13.00 – пултарулăх номерĕсене хак парасси; 14.00 – 15.00 – кăнтăрлахи апат; 16.00 – 17.00 – Гала-концерт, çĕнтерÿçĕсене чысласси.
Фестивале хутшăнма культура учрежденийĕсен, ÿнер шкулĕсен, вĕрентÿ организацийĕсен уйрăм юрăçисене, пултарулăх ушкăнĕсене йыхравлаççĕ. Кирек мĕнле конкурсант та темиçе номинацие хутшăнма пултарать. Фестивале пĕр учрежденирен темиçе коллектива хутшăнма ирĕк параççĕ. «Тĕслĕхлĕ» ята тивĕçнĕ коллективсене уйрăм номинацире хак парĕç.
Фестивале хутшăнма кăмăл тăвакансем «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕн сайтĕнче «Конкурссем» пая https://uralbatyr.ru/konkursy/2026/03/53472/ заявка ямалла. Заявкăсене апрель уйăхĕн 13-мĕшĕччен, 18.00 сехетчен, йышăнаççĕ. Фестиваль виçĕ ÿсĕм ушкăнĕнче, 5-7 (шкул çулне çитичченхи), 8-13 (ача-пăча), 14-18 (çамрăксем), иртет. Фестивале хутшăнакансен пултарулăхне фольклор юрри тата йăла-йĕрке, эстрада юрри, хореографи, илемлĕ сăмах, инструмент пултарулăхĕ номинацисенче сумлă жюри членĕсем хак параççĕ. Жюри членĕсен шутĕнче чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ артисчĕ Марта Зайцева, Рудольф Павлов çыравçă, Светлана Григорьева хореограф тата Елена Григорьева музыка учителĕ пулĕç.
Фестивале хутшăнса мала тухнисем Гран-при, лауреат (1, 2, 3 степень) ятне тивĕçĕç, унта хутшăннисене дипломсемпе парнесем парĕç.
Йĕркелÿ комитечĕ.