Пур хыпар та
Конкурс
22 Мартӑн , 11:00

Альбина Петрова професси ăсталăхне республика шайĕнче хÿтĕлет

Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 27-мĕшĕччен Ĕпхÿ хулинче «Тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ – 2026» республика шайĕнчи конкурс иртет. Унăн пĕрремĕш тапхăрне март уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче республикăн тĕп хулинче йĕркелерĕç.

Альбина Петрова професси ăсталăхне  республика шайĕнче хÿтĕлет
Альбина Петрова професси ăсталăхне республика шайĕнче хÿтĕлет

Республикăри 20 пултаруллă педагог вырăс, пушкăрт, мари, тутар, чăваш чĕлхисемпе уроксем ирттерсе хăйсен ăсталăхĕсене кăтартнă. Вĕсен хушшинче Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Альбина Петрова тата Авăркас районĕнчи Меселпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Алена Ефимова пулни савăнтарать.


Альбина Çтерлĕри Зайнаб Биишева ячĕллĕ педагогика академинче (халĕ Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ) вĕренсе тухнă. Вăл хăйĕн пĕчĕк тăван кĕтесĕн чысне хÿтĕлесе чăваш чĕлхи урокне çÿллĕ шайра йĕркелерĕ, конкурсăн иккĕмĕш турне хутшăнма тивĕçрĕ. Ăмăрту вăхăтĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсемпе урок ирттерчĕ.


– Манӑн урок теми сингармонизмпа çыхăннăччĕ, ку пулӑм чылай тӗрӗк чӗлхисемшӗн çывăх. Эпир ачасемпе хытӑ, ҫемҫе те хутӑш сӑмахсене уйăрма вӗрентӗмӗр, тӑванлӑх терминӗсене, наци чӑваш тумӗн элеменчӗсене ăша хыврăмăр. Вĕренекенсем хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа хастар ӗҫлерӗҫ, заняти пĕлтерĕшлĕ те интереслĕ иртрĕ. Урокпа кӑмӑллă юлтăм, хам мĕн палăртнине пурнăçларăм тесе шутлатăп, – каласа пачĕ Альбина Петровна.


Малта конкурсăн çĕнĕ тĕрĕслевĕсем кĕтеççĕ. Альбина Петрована ăнăçупа хавхалану, хăй вăйне шанма тата çĕнтерÿ сунатпăр.


Лариса КОРОТАЕВА, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн доценчĕ.

Редакцирен. Çак кунсенче конкурсăн иккĕмĕш турĕ иртнĕ. Альбина Петровна «Раççей – çĕнтерÿçĕсен çĕршывĕ» темăпа урок ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче шкул ачисем Тăван çĕршывăн паттăрла страницисемпе, тĕрлĕ вăхăтри çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрла ĕçĕсемпе – истори пĕлтерĕшлĕ çапăçусенчен пуçласа хальхи вăхăтри паттăрлăх тĕслĕхĕсем таран – паллашнă. Альбина Петровна ку тур витĕр те ăнăçлă иртсе ыттисене хатĕрленет.

Альбина Петрова професси ăсталăхне  республика шайĕнче хÿтĕлет
Альбина Петрова професси ăсталăхне  республика шайĕнче хÿтĕлет
Альбина Петрова професси ăсталăхне  республика шайĕнче хÿтĕлет
Альбина Петрова професси ăсталăхне  республика шайĕнче хÿтĕлет
Альбина Петрова професси ăсталăхне  республика шайĕнче хÿтĕлет
Альбина Петрова професси ăсталăхне республика шайĕнче хÿтĕлет
Автор:
Читайте нас