Пур хыпар та
Конкурс
4 Апрелӗн , 13:00

«Чăваш сăмахлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр янăратăр»

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс иртнĕ хыççăн çуралнă шухăшсем.

«Чăваш сăмахлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр янăратăр»
«Чăваш сăмахлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр янăратăр»

Л.А. Афанасьева, тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ:
Пире ачасем чăвашла лайăх калаçни, хăйсене артист пек тытма пĕлни, сăввăн шухăшне эмоципе те, сасăпа та, выляса та килĕшÿллě палăртни савăнтарчĕ. Анчах пуринчен те ытларах конкурсантсем пурте тенĕ пекех илемлĕ чăваш тумĕпе пулни кăмăла кайрĕ. Конкурс питĕ тухăçлă иртрĕ пулин те, пĕрремĕш тапхăра лайăх хатĕрленсе килмен ачасем те пулчĕç. Вырăс ачисем чăвашла сăвă вĕренеççĕ. Чăваш пулса çуралнă ачасем тăван чĕлхепе калаçманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ку чăваш нацийĕ ирĕлсе пынине пĕлтерет. Конкурса хутшăнакансемпе вĕсен вĕрентекенĕсене ăшшăн саламлатăп, пире ырă сунса кĕтсе илнĕ шкулсене тав тăватăп.

Л.А. Афанасьева
Л.А. Афанасьева

О.В. Никитина, 4 курс студентки: 
Республика шайĕпе иртекен «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурс паян чӑннипех те пысӑк шайра иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата хутшӑнакансене пӗтӗм чунтан саламлатпӑр! Малашне те ҫакӑн пек хастар хутшӑнăр. Эпир пурте чӑвашла калаҫсан çеç тӑван чӗлхе аталанса пырӗ. Чӑваш чӗлхи ан ҫухалтӑр! Чӑваш сӑмахлӑхӗ ӗмӗр-ӗмӗр янратӑр! Эсир чӑвашлӑха упрани, хисеплени сисӗнсех тӑрать. Конкурсантсен ертӳҫисене те пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Пурне те тепӗр хут саламлатăп!

О.В. Никитина
О.В. Никитина

А.Ю. Данилова студентка: 
Конкурса хутшăнакансем аслă классенче вĕренекенсем çеç мар, кĕçĕн классем те пулчĕç. Ман шутпа, вĕсен ăсталăхĕ аслисенчен те çÿллĕрех пулчĕ. Вӗсен пултарулӑхӗ – пирӗн наци пурлӑхӗ, малашлăхĕ. Пĕрремĕш тапхăрти ăмăртăвах вĕрентекенсемпе ачасен тĕплĕн хатĕрленмелле, çын шучĕ пулса килмелле мар. Вĕрентекенсен положение пăхса аслă класри вĕренекенсемпе ĕçлеме тăрăшмалла. Пултаруллă ачасене ăнăçу сунатăп. Тăван чĕлхе уявсенче çеç мар, кулленхи пурнăçра та уççăн янăратăр.

А.Ю. Данилова
А.Ю. Данилова

Т.Н. Козлова, Кармаскалă районĕнчи Йăмран шкулĕнчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕ: 
Чĕлхере халӑх кӑмӑлĕ, шухӑшĕ, туйӑмĕ, сӑнарлӑхĕ палӑрать. Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Тӑван ҫĕршыва юратасси тӑван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхерен пуҫланать. Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавракурăмне аталантарать. Кашни халăх чĕлхине хисеплени тĕнчере тăнăçлăха упраса хăварма пулăшать. Тӑван чĕлхене лайӑх пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме те пулӑшать. Чӑвашла пӗлекен ачасем пушкӑрт, тутар чӗлхисене çăмăллăн ӑша хываҫҫӗ. «Янăравлӑ чĕрĕ сăмах» ӑмӑртӑва хутшӑннисене пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатӑп.

Т.Н. Козлова
Т.Н. Козлова

Л.А. Мавлютова (Шурçăл), сăвăç: 
Ҫак конкурс вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă. Ачасем хавхаланаҫҫӗ, наци илемлӗхне, пуянлăхне кураççĕ, хăйсем тӗслӗх кăтартаççĕ, ыттисене сăнаççĕ. Тен, хăшĕ-пĕри ҫак факультета суйласа илсе вĕренме кĕрĕç. Факультет педагогӗсем çĕнĕ методикăсемпе, формăсемпе ĕçлени палӑрать, ҫавӑ савӑнтарать те. Эпир ҫыравҫӑсем ҫыратпӑр, анчах пире вулакансем, пире улăштаракансем кирлĕ. Чăвашла çырмасан, вуламасан чӗлхемӗр тӗтре пулса ҫухалма пултарать. Паянхи конкурс ачасен чунĕсенче патриотизм туйӑмӗ хушрĕ пулӗ тетӗп. Ҫапла пултӑр, пирӗн еткер аталанса та ҫирӗпленсе пытӑр!

Л.А. Мавлютова
Л.А. Мавлютова

Л.Н. Павлова, Кармаскалă районĕнчи Йăмран шкулĕнчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕ: 
Вулав конкурсӗ чӑннипе те ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Ҫак ӑмӑртӑва йĕркелекенсене, уйрӑмах, координаторне Л.В. Коротаевăна палăртса хăварас килет, кашни утӑмне тӗплӗн хатĕрленнĕ. Ҫтерлӗ филиалӗн студенчӗсем – Ольга Никитина, Константин Петров тата ыттисем те – пулăшнипе ӗҫ вĕресе тӑчӗ. Эсир Пушкӑртстан Республикин тӗрлӗ кĕтесĕнче пурӑнакан ачасене пĕр çĕре пуҫтарса тӑван чӗлхене манмалла марри, малалла аталантармалли çинчен астутаратăр. Эсир мухтава тивӗҫлӗ питӗ пысăк маттурсем. Питӗ пысӑк тав сире. 

Л.Н. Павлова
Л.Н. Павлова

Е.Х. Федорова, ПР тава тивĕçлĕ артистки: 
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс 14 хут иртрĕ. Мана та жюри членĕ пулма, хисеплĕ хăна вырăнне йыхравласах тăраççĕ. Сăмах май каласан, 2011 çулта алла диплом илтĕм. Чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме, туйма, тĕрĕс çырма, йăлтах 6 çул илнĕ пĕлÿ кирлĕ пулчĕ. Тавтапуç вĕрентекенсене! Чĕрĕ сăмах янратăр тесе мăнуксене явăçтаратпăр. Конкурс вара çулран çул ÿсĕмсем тăвать, ачасем тĕрлĕ районтан хутшăнаççĕ. Унта хутшăнакансене сăвă вуланă чух артистизм, пăхмасăр калассине, атă-пушмак çине тимлĕх уйăрма сĕнесшĕн. Çитес юбилейлă çулччен. 

Е.Х. Федорова
Е.Х. Федорова

И.Г. Степанова, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕн вĕрентекенĕ: 
Конкурс республикӑри хуласемпе ялсенче пурӑнакан ачасемпе ҫамрӑксене пухать, вӑл хӑйне евӗрлӗ туслӑх кӗперӗ пулса тӑрать. Кун пек мероприятисенче ачасем паллашаҫҫӗ, туслашаҫҫӗ, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе ҫитменлӗхне курса аталанаҫҫӗ, пӗтӗмлетÿ тăваççĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен пӗри Хушӑлкари вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Алина Герасимова пулни уйрăмах савăнтарать. Кунта, ашшӗпе амӑшӗн тата тӑванӗсен тӳпи пысӑк пулнине, (килте те чӑвашла калаҫаҫҫӗ), хĕр ача олимпиадӑсене, тӗрлӗ конкурссене яланах хаваспах хутшӑннине палăртса хăвармалла. Кун пек ачасемпе ӗҫлеме те кӑмӑллӑ!

И.Г. Степанова
И.Г. Степанова

Л.Ф. Осипова, Авăркас районĕнчи Нукасак шкулĕн вĕрентекенĕ: 
ӖНТУн Çтерлĕ филиалĕнчи тутар тата чăваш филологийĕн кафедрине чаплă конкурс ирттернĕшĕн тав тăватпăр. Чăваш чĕлхи илемĕпе чĕрĕлĕхне упраса хăварассине пысăк тӳпе хывнăшăн питĕ савăнатпăр. Асăннă конкурс ачасене тăван чĕлхене тата та юратса вĕренме хавхалантарать.

Л.Ф. Осипова
Л.Ф. Осипова
Автор:
Читайте нас