Урал сасси
+14 °С
Облачно
Конкурс
3 Мая , 05:00

Чи пултаруллă куçаруçăсене палăртрăмăр

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедри ирттернĕ «Эпĕ – куçаруçă» республика шайĕнчи çыруллă куçару конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр.

Чи пултаруллă куçаруçăсене палăртрăмăрЧи пултаруллă куçаруçăсене палăртрăмăр
Чи пултаруллă куçаруçăсене палăртрăмăр

Положени тăрăх ĕçсене «Вырăсла илемлĕ литература текстне чăваш чĕлхине куçарасси» номинаципе йышăнтăмăр. Куçару ĕçĕсене текст туллилĕхне, чĕлхен пур нормине те пăхăннине, текста çывăх пулнине, чĕлхе якалăхне, грамматика конструкцийĕсемпе килĕшÿллĕн куçарнине шута илтĕмĕр. Пурĕ Пушкăртстан Республикинчи тата Чăваш Енри шкулсенчен 60 ĕç тăратнă.
Халĕ сире çĕнтерÿçĕсемпе тата призерсемпе паллаштаратпăр.

I вырăна Светлана Герасимова (8 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, вĕрентекенĕ – Т.Н. Козлова), Виктория Глухова (9 кл., Авăркас районĕ, Мăйлăпукан шкулĕ, И.Р. Виноградова), Мария Степанова (10 кл., Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, И.Г. Степанова), Алексей Ефимов (11 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Татьяна Иванова (III курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ) çĕнсе илнĕ.

II вырăна Диана Кельман (8 кл., Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ, Н.Н. Васильева); Даниил Яковлев (8 кл., Пишпÿлек сали, 3№ шкул, Л.Ф. Семенова), Александр Падюков (9 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Тăрăн шкулĕ, В.В. Кудрганова), Алина Толстова (9 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Чăрăшкасси шкулĕ, А.М. Николаева), Кристина Вурманчева (9 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Мăнал вăтам шкулĕ, А.Ю. Московцева), Ксения Филиппова (9 кл., Пишпÿлек сали, 3№ шкул, Л.Ф. Семенова), Владислав Глухов (10 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Андрей Мельников (11 кл., Мияки районĕ, Уршакбашкарамалы шкулĕ, С.А. Мельникова), Ольга Никитина (IV курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ) тивĕçлĕ пулнă.

III вырăна Дамир Московцев (8 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Мăнал вăтам шкулĕ, А.Ю. Московцева), Валерия Михайлова (8 кл., Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова); Арина Васильева (8 кл., Çтерлĕ районĕ, Пысăк Куганак шкулĕ, Л.Н. Маркина); Аделина Фаткуллина (8 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Т.Н. Козлова); Софья Борцова (9 кл., Пелепей хули, 1№ шкул, С.В. Игнатьева); Татьяна Максимова (9 кл., Чăваш Республики, Шупашкар районĕ, Çĕньял-Пукрав вăтам шкулĕ, Г.А. Смирнова), Ангелина Михайлова (9 кл., Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, З.Н. Иванова), Сергей Ефимов (9 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Владлена Ефремова (9 кл., Çтерлĕ хулинчи 20№ шкул, А.В. Ефремова), Надежда Козлова (10 кл., Пишпÿлек сали, 3№ шкул, Л.Ф. Семенова), Екатерина Петрова (11 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Мария Иванова, Савелий Петров, Ксения Петрова (11 кл., Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, Л.Н. Павлова), Елена Данилова (11 кл., Авăркас районĕ, Нукасак шкулĕ, Л.Ф. Осипова), Константин Петров (VI курс) тата Алексей Маркин (I курс) (Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ) пайланă.

«Эпĕ-куçаруçă» конкурса эпир виççĕмĕш çул ирттеретпĕр. Кашни çулах çĕнĕ тема илетпĕр. Кăçал эпир Андриян Николаевăн ачалăхне аса илме шутларăмăр. Утмăл ĕç таранччен тăратни пулманччĕ-ха. Кашни ĕç ахаль куçару çеç мар, Шуршăл ялĕнчи арçын ачапа тĕл пулни. Тавтапуç сире сисĕмлĕхшĕн, тĕрĕслĕхшĕн. Виççĕмĕш çул эсир куçару грамматика тата словарьсем кăна мар иккенне çирĕплететĕр.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурссене хастаррăн хутшăнса мала тухма сунатпăр.

Лариса КОРОТАЕВА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас