

Надежда Родионова, жюри пайташĕ:
Конкурс йĕркелÿçисене, ăслăлăх ăмăртăвне хутшăннă пур вĕренекенпе вĕсен ертÿçисене чунтан тав тăватпăр. Конкурсантсен ĕçĕсене хак пама çăмăл пулмарĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, конкурса хутшăнакансен ĕçĕсемпе эпир питĕ кăмăллă. Нумайăшĕ лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланă. Малти вырăна тухнисем текстри шухăша, пулăмсене тĕрĕс уçса панă, куçару ĕçĕнче илемлĕх мелĕсемпе, синонимсемпе вырăнлă усă курса текстăн стильне, лексика пуянлăхне сыхласа хăварма, тăван чĕлхепе калаçакансемшĕн ăнланмалла тума тăрăшнă.
Асăннă конкурс çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, ăна тăрăшса вĕренме хавхалантарать.
Галина Смирнова, чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕ, Чăваш Республики, Шупашкар тăрăхĕ, Çĕньял-Покровски шкулĕ:
Эпир 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Максимовăпа «Эпĕ-куçаруçă» конкурса хутшăнтăмăр. Ăна Пушкăртстан университетĕнчи тутарпа чăваш кафедри йĕркеленĕ. Конкурса пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Вырăс текстне чăвашла куçармалли ĕç пулчĕ. Текстне пирĕн сумлă та паллă ентеш Андриян Николаев ачалăхĕ çинчен панă. Хăш-пĕр самантсем пирки Лариса Коротаевăпа çыхăну тытма тÿр килчĕ. Лариса Валерьевна доцент питĕ ăшшăн калаçнипе, ырă кăмăлĕпе тыткăнларĕ. Конкурса ирттерекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Аякри чăвашсем çывăх тăвансем пекех туйăнса кайрĕç. Малашне те сирĕнпе пĕрле ĕçлесчĕ!
Татьяна Максимова, 9 класс: Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ сĕннипе «Эпĕ-куçаруçă» конкурса хутшăнтăм. Унта 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнишĕн çав тери савăнтăм. Ман шутпа, çак конкурс тăван чĕлхене çамрăксем хушшинче сарма, çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшать. Эпĕ - чăваш хĕрĕ. Пирĕн çемьере чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине малти вырăна хураççĕ. Атте-анне пирĕнпе яланах тăван чĕлхепе калаçать. Эпĕ чăваш чĕлхипе иртекен тĕрлĕ конкурссене яланах хутшăнма тăрăшатăп.
Светлана Герасимова, 8 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ:
Республика шайĕнчи «Эпӗ – куçаруçă» конкурса хапӑл тусах хутшӑнтӑм. Мӗн чухлӗ ҫӗнӗлӗх пӗлме пултартӑм. Андриян Григорьевич Николаевӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулманни мана шухӑша путарчӗ. Мӗнле йывӑр пулсан та вăл аптăраса тӑман. Малаллах тӑрӑшса хисеплӗ ҫын пулас тенӗ. Конкурса йӗркелекенсене пысӑк тав. Эсир пире мала чӗнекен ҫӑлтӑр пекех. Пирӗн ҫула ҫутатса тӑратӑр!
Мария Степанова, 10 класс, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ:
Конкурса кӑҫал пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Кун евӗрлӗ мероприятисем пире тӑван чӗлхене хаклама, хамӑр тавракурăма пуянлатма пулӑшаҫҫӗ. Халӑх паттӑрӗ, пирӗн тӗнчипе паллӑ космонавт Андриян Григорьевич Николаев ҫинчен панӑ текстпа ӗҫлеме питӗ кӑмӑллă пулчӗ. Ку текст мана унӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр пулӑмсем ҫинчен пӗлме пулӑшрӗ. Пирӗн чаплӑ космонавт тӑван халӑха ҫывӑх пулни, ӑна пӗтӗм чунӗпе юратни сисӗнет. Андриян Николаев Хушӑлкара та темиҫе хутчен пулнӑ иккен. Манăн кукаҫипе тӗл пулни ҫинчен пӗлетӗп. Пушкӑрт ҫӗрӗ, пирӗн тӑрӑхри ҫут ҫанталӑк ӑна питӗ килӗшнӗ. «Пӗлетӗн-и, хӗрӗм, эпӗ Андриян Николаевпа курса калаҫрӑм, алӑ парса паллашрӑм! Кӑмӑллӑ ҫын та ку, Андриян Николаев, ҫавӑн пек тӗнчипе паллӑ ҫын тесе те каламӑн», - паянхи кунччен аса илет манӑн анне кукаҫи (Иванов Георгий Михайлович) каласа панине.
Алексей Ефимов, 11 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ:
Мана, чӑн-чӑн чӑваш ачине, конкурс питӗ килӗшрĕ. Вӑл ача-пӑчасене чăвӑш чӗлхинчи пӗлмен сӑмахсемпе сӑмах майлашӑвӗсен пĕлтерĕшĕсене словарьсенчен шыраса тупма вӗрентет. Ҫакă ҫамрӑксен чӗлхине тӗрӗсрех те илемлӗрех тӑвать. Тата ун пек текстсем куҫарнӑ чухне чăваш культури тата историйĕ пирки ҫӗнӗ япаласем пӗлме пулать. Ҫакӑн йышши конкурссем пĕлтерĕшлĕ та кирлӗ тесе шутлатăп. Хăйне евĕрлĕ тата усăллă проект. Сăмах пуянлăхне туйма тата ăсталăха ӳстерме пулăшать.
Татьяна Иванова, Ӗпхӳ ӑслӑлӑх тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен 3-мӗш курс студентки:
«Эпӗ - куçаруçă» конкурса пӗрремӗш ҫул кӑна хутшӑнмастӑп, кашнинчех вӑл тӑван чӑваш чӗлхин, куҫарӑвӑн ҫӗнӗ енӗсене уҫса парать. Андриян Николаевпа унӑн тӑван ялӗ - Шуршӑл ҫинчен ҫырнӑ текст мана уйрӑмах хаклӑ - сӑмахпа кӑна мар, ялти ачалӑхӑн ӑшшине, сӑпайлӑхне, чӑтӑмлӑхне упраса хӑварасси те пӗлтерӗшлӗ. Эпӗ малашне конкурса хутшӑнакансене кӑткӑс сӑмах майлашӑвӗсенчен хӑрамасса, тӗрӗс ҫыхӑнусем шырама, кашни ятрах истори пуррине асра тытма сӗнетӗп. Йӗркелӳҫӗсене чӑваш культури ҫине хисеплӗн пӑхнӑшӑн тата хутшӑнакансене пурне те хавхалантарнӑшӑн, сӑмаха юратнӑшӑн уйрӑмах пысӑк тав.
Виктория Глухова, 9 класс, Авăркас районĕ, Мăйлăпукан шкулĕ:
Конкурса кӑҫал пуҫласа хутшӑнтӑм. Ҫавӑнпа та пулӗ вырӑсларан чӑвашла куҫарас ӗҫ маншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ. «Куҫ хӑрать те, ал тӑвать», - теҫҫӗ ваттисем. Чӑнах та, текста пӗрремӗш хут вуласа тухсанах пултараймӑп, куҫараймӑп пуль тенӗччӗ. Пуҫланӑ ӗҫе ырана хӑвармаҫҫӗ тесе алла вырӑсла-чӑвашла словарь илтӗм те ӗҫе пуҫӑнтӑм. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, абзац хыҫҫӑн абзац куҫарса текстӑн вӗҫне ҫитме пултартӑмах. Ҫакӑн йышши конкурссем ирттерни кирлех пуль тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен словарьсемпе усӑ курса текста куҫарнӑ чух эпир хамӑр тавракурӑма ӳстеретпӗр тата нумай ҫӗннине пӗлетпӗр.
Аделина Фаткуллина, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ.
«Эпĕ – куçаруçă» çыруллă куçару конкурсне хутшăнни маншăн илĕртÿллĕ те тухăçлă опыт пулса тăчĕ. Конкурса филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Лариса Коротаева çÿллĕ шайра йĕркелерĕ. Лариса Валерьевна пире конкурс йĕркипе малтанах паллаштарчĕ. Çакă пире ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама май пачĕ. Конкурс лексика пĕлĕвне çеç мар, хамăр пултарулăха та кăтарма пулăшрĕ.
Валентина Кудрганова чăваш чĕлхипе литература вĕренткенĕ, Чăваш Республики, Шупашкар тăрăхĕ, Тăрăн шкулĕ:
Ырă кун пултăр кÿршĕ республикăра пурăнакан чăвашсене, мероприяти йĕркелÿçисене, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсене, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсене! Эсир ирттерекен куçаруçăсен ăмăртăвне хутшăнса хамăр вăя виçме май килнишĕн эпир питĕ савăнтăмăр. Пирĕншĕн ку ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен тăван чăваш чĕлхине тата ытларах тĕпчеме, вĕреннине çирĕплетме хистерĕ. Тавах сире çакăн пек конкурс йĕркеленĕшĕн!
Ирида Новикова, жюри пайташĕ: Куçаруçă авторпа пĕрле «пынă», унран иртсе каймасăр тата унăн текстне пăсмасăр куçарнă ĕçсем чылай. Жюри палăртнă текстсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ: хăш-пĕрисенче куçаруçăн витĕмĕ, чунĕ сисĕнет, теприсене техника меслечĕпе усă курса куçарнă. Анчах та вĕсене тăван чĕлхене юратакан, пĕлекен куçаруçăсем пурнăçлани пĕрлештерет.
Йăнăшсем пирки калас пулсан, вĕсем пĕрешкел пулнине палăртса хăвармалла. Конкурсантсем «Шоршелы», «груша», «лапти», «вентерь», «рак» сăмахсене куçарнă чух йывăрлăхсемпе тĕл пулнă. Хăшĕ-пĕрисем сăмах майлашăвĕсене, предложенисене тĕрĕс мар йĕркеленĕ. Çакна ачасем ытларах вырăсла калаçни витĕм кÿнĕ пулĕ.