

Ăмăрту Пелепей районĕнчи ача сачĕн воспитанникĕсемпе шкул ачисене пуçтарчĕ. Çамрăк вулакансем сăвă йĕркисене хавхаланса, пĕлтерĕшĕпе шухăшне тарăн уçса вуларĕç. Туслăхпа килĕшĕве тата пĕрлĕхе мухтакан сăвăсене (паянхи кун актуаллă темăсене) уйрăмах тимлĕх уйăрчĕç.
Конкурса хутшăннисене ÿсĕмне кура виçĕ ушкăна пайларĕç: ача садне çÿрекенсем, кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем. Ача садне çÿрекенсем Валерий Туркайăн туслăх çинчен çырнă сăввисене вуларĕç.
Пилĕк-çичĕ çулхи ÿсĕмре Леонид Нижник (Пелепей хули 2№ ача сачĕ – ертÿçи Н.Н. Горенко) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Леонид Коновалов (Пелепей хули, 27№ ача сачĕ, О.Г. Салимгареева), Кира Ивановапа Андрей Мягкинький (Аксаково сали, 38№ ача сачĕ, Е.А. Крюкова) иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
Кĕçĕн 1-4 классенче вĕренекенсем хушшинче Ева Васильева (Слакпуç шкулĕ, 3 класс, И.П. Николаева), Алена Ермолаевапа Анастасия Спиридонова (Пелепейĕнчи чăваш гимназийĕ, 1класс, В.К. Алексеева), Александр Шаргин (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, 2 класс, Л.В. Степанова) çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăн Макар Макаров (Метевпуç шкулĕ, 2 класс, Н.Н. Борисова), Григорий Андреевпа Виолетта Павлова (Слакпуç шкулĕ, 2 класс, В.И. Григорьева), Дарина Данилова (Слакпуç шкулĕ, 3 класс, И.П. Николаева), Полина Евдокимова, Милена Потапова (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, 1, 2 класс, Л. В. Степанова) йышăнчĕç. Ачасем Яков Ухсайăн, Валерий Туркайăн, Анатолий Смолинăн, Мĕтри Мишшин, Елена Казанцеван сăввисене пăхмасăр вуларĕç.
Вăтам 5-8 классенче вĕренекенсем Ухсай Яккăвĕн сăввисене илемлĕн вулассипе ăмăртрĕç. Кунта çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Анна Борцова (Пелепей хулинчи 1№ шкул, 7 класс, С.В. Игнатьева), Дарья Сидорова (Пелепей хулинчи 1№ шкул филиалĕ – Ярмулай шкулĕ, 6 класс, Т.А. Алексеева), Ангелина Сухарева (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, 8 класс, П.Г. Кирилова). Иккĕмĕш вырăна Алексей Борцовпа Анастасия Ярабаева (Пелепей хулинчи 1№ шкул, 5 класс, С.В. Игнатьева), Вениамин Алексеев (Пелепей хулинчи 1№ шкул филиалĕ – Ярмулай шкулĕ, 6 класс, Т.А. Алексеева) тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Милена Ташкент (Метевпуç шкулĕ, 6 класс, Н.Н. Борисова), Виталий Акимов (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, 7 класс, П.Г. Кирилова), Надежда Самойловапа Мария Дзюбо (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, 5 класс, А.А. Емельянов) пайларĕç.
Мероприяти ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан культурӑн йӑли-йӗркисемпе хальхи вăхăтри хаклӑхсене кăтартса пачĕ. Ачасем йӑх-несӗле халалланӑ поэзирен туслăхпа тӑванла ҫыхӑнусен пӗлтерӗшӗ ҫинчен калакан хайлавсем ҫине ҫӑмӑллӑн куҫса пычĕç.
Сăвă вулакансен конкурсӗ вӑл – ӑмӑрту кӑна мар, вăл – тӑван сӑмах уявӗ, пуян культура еткерлӗхне ăша хывмалли, пĕрлешÿ туйăмне вăратмалли ункайлă мел. Хитре сăвă йĕркисем ачасен чĕрисенче янăраччăр, поэтсен тарăн шухăшлă сӑмахĕсене асра тытса ырӑ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарччӑр.
Вера АЛЕКСЕЕВА, Пелепей районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.