Урал сасси
+10 °С
Дождь
Конкурс
24 Сентября , 04:00

Ухсай Яккăвне халалланă сочинени конкурсне хутшăнма йыхравлатпăр

Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи факультечĕ чăваш халăх поэчĕ Я.Г. Ухсай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа «Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕнчи поэтпа поэзин теми» сочиненисен конкурсне ирттерет.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ухсай Яккăвне халалланă сочинени конкурсне хутшăнма йыхравлатпăрУхсай Яккăвне халалланă сочинени конкурсне хутшăнма йыхравлатпăр
Ухсай Яккăвне халалланă сочинени конкурсне хутшăнма йыхравлатпăр

Асăннă конкурса Раççейри 8-11 класра вĕренекен шкул ачисем, професси пĕлĕвĕ паракан училищĕсемпе техникумсен, аслă шкулсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Ăна чăвашсем тачă пурăнакан Раççей Федерацин регионĕсенче тата Пушкăртстан Республикин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсен хушшинче Я.Г. Ухсай поэтăн пултарулăхĕ çинчен пĕлĕве анлăлатас, вĕренекенсемпе студентсен хушшинче пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе пуçарса янă. Çавăн пекех конкурса хальхи чăваш литература чĕлхине аталантарассипе, чăваш сăмахлăхне вĕренме кăсăклантарассипе, Тăван çĕршыва, ун культурине аталантарнă çынсене асра тытассипе çыхăнтарнă.

Сочинение Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ çинчен чăваш чĕлхипе çырмалла. Конкурс куçăн мар мелпе пĕр тапхăрпа иртет. Заявленисемпе конкурс ĕçĕсене 2026 çулхи ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕччен Larisa20.74@mail.ru электронлă адреспа çыру темине

«Конкурс Ухсай_хутшăнаканăн хушамачĕ» палăртса ярса памалла.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ, жюри кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе чыслĕ. Мĕнпур хутшăнакана та электронлă сертификатсемпе палăртĕç.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-987-249-91-97 (Лариса Валерьевна Коротаева конкурс координаторĕ).

Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Инга Алексеева