Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
26 Ноябрӗн 2018, 16:38

Искусство пĕрлештерет

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче иртнĕ çул нумай функциллĕ центр уçăлнăччĕ. Ялта ун пек культура учрежденийĕ пурри халăха пултарулăх ĕçне ытларах явăçтарма май парать: кунта çынсем хăйсен пултарулăхне аталантарма, канма пултараççĕ.

Акă нумай пулмасть çеç «Искусство каçĕ» иртрĕ. Çак каç çынсем ÿнерĕн тĕрлĕ тĕсĕпе - вокал, хореографи, поэзи, ĕçлев ÿнерĕ, живопись, сăнукерчĕк - паллашрĕç. Мероприяти хореографипе вокалăн уçă урокĕнчен пуçланчĕ. «Виçтÿпе çăлтăрĕсем» ташă ансамблĕн ертÿçи И.В.Игнатьева чи çамрăк ташăçăсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем валли ташă урокĕ ирттерчĕ. «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи С.В.Трофимова та кĕçĕн ушкăнпа çавăн пекех урок йĕркелерĕ. Уçă уроксем пултарулăх ушкăнĕсемпе вĕсен ертÿçисен ĕçĕпе паллашма, ушкăна ытларах çынна явăçтарма май параççĕ.

Ялти нумай функциллĕ центрăн фойинче хăй тĕллĕн вĕреннĕ çамрăк художникăн И.Г. Митрофановăн, Е.А.Павлов фотохудожникăн, шăрçапа тĕрлекен ăстан Л.А.Прохорован ĕçĕсен выставки вырнаçрĕ. Вĕсем виççĕшĕ те ялта ĕçлесе пурăнаççĕ. Пирĕн ăстасем хаваспах хăйсен ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене куракансене пĕлтерчĕç, ачасене те, аслисене те пултарулăх ĕçне вĕрентрĕç.

Мероприятийĕн иккĕмĕш пайĕ курав залĕнче иртрĕ. Кунта пуçтарăннисем çыравçă, публицист тата общество деятелĕ Тагир Тагиров çинчен электрон журнал пăхрĕç. Кăçал пирĕн паллă ентеш çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.

«Искусство пĕрле-штерет» концерта С.В.Трофимова ертсе пычĕ. Концерт программинче «Виçтÿпе çăлтăрĕсем» ташă ушкăнĕн, «Çăлкуç» фольклор ансамблĕн, шкулти вокал ансамблĕн юрри-ташшисем пулчĕç.

Екатерина Ивановапа Гульнара Исаева солистсем сцена çине пуçласа тухрĕç. Куракансем кăмăллакан юрăсене Алсу Халикова тата Вячеслав Григорьев шăрантарчĕç. Модельлĕ библиотекăн чи çамрăк вулаканĕ Анастасия Васильева К.Чуковскин «Мойдодыр» сăввине илемлĕн пăхмасăр каласа пачĕ. «Искусство каçĕ» питĕ кăмăллă иртрĕ. Вăл кашнин чунĕнче çутă та кăмăллă туйăмсем хăварчĕ. Халăх малашне те нумай функциллĕ центрăн ĕç-хĕлне хастар хутшăнасса шанса тăратпăр.

Марина КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.

Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.
Читайте нас: