Январь уйăхне Николай Леонтьев чăваш çыравçине‚ журналистне‚ Фатых Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреатне халалларĕç. Вăл кăçал январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Çтерлĕри 35№ вăтам шкулти 2«В» класра вĕренекенсемпе (класс ертÿçи Г.Р.Талачева) «Хурăнсем çаплах кашлаççĕ» (писателĕн кĕнеке ячĕ çапла) асаилÿ сехечĕ ирттерчĕç. Мероприятие вулавăш ĕçченĕсем хулари чăваш наципе культура автономийĕпе пĕрле йĕркелерĕç.
Çак йĕркесен авторĕ ачасене слайд-презентаци тăрăх Николай Леонтьевич Чăваш АССРĕнчи Пратьякас ялĕнче çуралнине пĕлтерчĕ. 1964 çулта вăл Пушкăрт АССРне куçса килнĕ‚ Çтерлĕ районĕнчи «Знамя Коммунизма» хаçатра куçаруçă пулса вăй хунă. Хăйĕн пĕлĕвне анлăлатас тесе Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕллĕ университечĕн журналистика уйрăмне куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ. Каярах Çтерлĕ районĕнчи «Сельская новь» хаçатра литсотрудник‚ пай ертÿçи‚ яваплă секретарь‚ тĕп редактор çумĕ пулса тăрăшнă. Ачасем экран çинчен пăхса ларакан çутă сăн-питлĕ те ырă кулăллă çынна тимлĕн пăхса сăнарĕç. Вĕсем çакăн пек сăнлă çын çеç çав тери талантлă та ырă кăмăллă пулма пултарни çинчен калаçрĕç. Унсăр пуçне вулавăш ĕçченĕ вĕренекенсене 1988 çулхине Николай Леонтьев тăрăшнипе Пушкăртстанра чăвашла çыракан писательсемпе поэтсен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленсе кайни çинчен пĕлтерчĕ. Асăннă пĕрлешĕве Çтерлĕ хулинчен Геннадий Челпир тата Владимир Петров сăмах ăстисем кĕнине палăртса хăварчĕ.
Ачасем Любовь Афлятунова вырăсла куçарнă Николай Леонтьев сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. «Чĕрĕп» сăвви тăрăх пысăках мар сценка лартрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем Н.Л.Леонтьев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен йĕркеленĕ кураври кĕнекесемпе паллашрĕç.
Мероприяти вĕçĕнче ачасемпе вулавăш ĕçченĕ Николай Леонтьевич сăввисем çут çанталăка‚ тăван кĕтеспе культурăна юратма тата атте-анне панă чĕлхене хисеплеме вĕрентеççĕ тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.
Ольга МАРКЕЛОВА‚ вулавăш ĕçченĕ‚