Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
3 Июлӗн 2019, 12:57

Юрă пурне те çывăхлатать

Ĕлĕкрех Алексеевка пĕчĕк çеç ялччĕ-ха. Халĕ çулсерен ÿссе, пысăкланса пырать. Çамрăксем ялалла туртăнаççĕ, çурт çине çурт хăпартаççĕ. Çавăнпа клуба çÿрекен, юрлакан, ташлакан çамрăксем йышлансах пыраççĕ. Вĕсене курсан чун савăнать.

Нумаях пулмасть ялти кану çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен отчетлă концерчĕ иртрĕ. Халăх çав тери йышлă пуçтарăнчĕ. Ватти-вĕтти, ларма та вырăн çук. Юррисем миçе тĕрлĕ чĕлхепе кăна янăрамарĕç пуль. Ташăсем, пĕчĕк сценкăсем… Шучĕ те çук. Эпир, «Палан» ушкăнăн хастарĕсем (Л. Овчинникова, Н.Асадуллина, Н.Тимофеева, М.Ермолаева - сăн ÿкерчĕкре) чăваш юррисене шăрантартăмăр, çитĕнекен ăрăва Улах йăли-йĕркипе паллаштартăмăр. Чăвашла номерсем хыççăн «Рябинушка» ушкăнпа пĕрле вырăсла юрăсем çине куçрăмăр.
Алексеевкăра тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ. Цыган çемйи таранах пур. Вĕсем те концерта хутшăнса питĕ илемлĕ те хăйне майлă юрăсем шăрантарчĕç. Зифа Вильданован юррисем пушкăрт чĕлхипе янăрарĕç.
Çавăн пекех концерта халăх инструменчĕсем те тăмрапа курай илем кÿчĕç. Чăн-чăн туслăх çурчĕ тейĕн. Икĕ сехет ытла тăсăлчĕ концерт программи. Халăх кашни номере тăвăллăн алă çупса тав турĕ. Пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсене тав тума вырăнти ял Канаш администраци представителĕсем те килнĕччĕ. Вĕсем артистсене дипломпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.
Çитĕнÿсем çук мар пирĕн. Тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса малти вырăнсем те сахал мар çĕнсе илетпĕр. Нумаях пулмасть Пелепей хулинче иртнĕ «Мы славяне» фестивале хутшăнтăмăр. Ĕмĕтсем малалла. Хамăр репертуарпа ытти ялсене те кайма шухăш пур. Пултарулăх ушкăнне çамрăксем йышлă çÿренипе чун савăнса тăрать. Вĕсем пулсан малашлăх та пулать.
Надежда ТИМОФЕЕВА, «Палан» ансамбль пайташĕ.
Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ.
Читайте нас: