Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
20 Ноябрӗн 2019, 14:13

«Эпир тĕп тивĕçе манмăпăр‚ çынсене савăнăçпа кулă парнелĕпĕр»

Хальхинче сăмах Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсемпе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки пулĕ. Кунта тăрăшакан специалистсем районта чи пултаруллисен йышĕнче. Вĕсем тăтăшах район тата республика шайĕнче иртекен конкурс-фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсен чĕрине вăй-хал кÿреççĕ‚ культура вучахĕ çумĕнчи пултарулăх пĕрлешĕвĕсене ертсе пыраççĕ‚ çынсене искусство мелĕсемпе кăсăклантарса ÿнер тĕнчине йыхравлаççĕ. Вырăнти «Тумлам» (13-18 çулхи ачасен фольклор ансамблĕ)‚ «Берегиня» вокал ушкăнĕ‚ «Сăнлăх» («Отражение») чăваш драма театрĕ районти культура пурнăçне пысăк витĕм кÿреççĕ.

Асăннă ялта çырăнтару ĕçĕпе çÿренĕ вăхăтра вырăнти культура çуртĕнче ĕçлекен пултарулăх ертÿçипе Инна Никифоровапа «Урал сасси» хаçата çырăнакан Леонид Андреевич Павлов çуртĕнче курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл культура анинче 1993 çултанпа тăрăшать.
- Эпĕ çак ялтах çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан‚ Пелепейĕнчи педучилищĕре вĕрентĕм. Унтан культура техникумĕнче ăс пухрăм. Алла диплом илсен‚ тăван яла таврăнтăм. 1993 çулхине кивĕ клубра илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме чĕнчĕç. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Мĕншĕн тесен культура сфери мана мĕн пĕчĕкренех илĕртетчĕ. Шкулта‚ училищĕре вĕреннĕ чухне те мероприятисем йĕркелесе ирттерме юрататтăмччĕ. 1995 çулта эпир çĕнĕ культура çуртне куçрăмăр. Малтан директор тивĕçĕсене пурнăçларăм, унтан илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме тытăнтăм. Чун туртнипе паянхи кун та çак сферăра вăй хуратăп‚ - тесе сăмахне пуçларĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла хăйĕн пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă хĕрарăм.
Инна Владимировна «Сăнлăх» халăх драма театрне ертсе пырать. Вăл кăсăк сценарисем‚ пьесăсем‚ фильмсем тăрăх спектакльсем лартать. Инна Никифорова сцена ăсти тесен те ытлашши пулмĕ. Пĕр спектакльте вăтам çулсенчи хĕрарăм‚ тепринче çамрăк каччă е хĕр ача‚ ватă çын сăнарĕсене чăн пурнăçри пек кăтартса парать. Сăмахран‚ 2018 çулхине халăх театрĕ Нина Панина ÿкернĕ «Йăх вăрманĕ» («Лес рода») фильм тăрăх спектакль лартнă. Спектакль премьери вара питĕ ăнăçлă иртнĕ. Паянхи кунччен çынсем çак пьеса пирки сăмах ваклаççĕ. «Йăх вăрманĕнче» вăрçă темине уçса панă. Паллах‚ çак чун ыратăвĕ нихăçан та тÿрленмĕ. Мĕншĕн тесен вăл кашни çемьене тенĕ пек пырса тивет. Тен‚ çавăнпа та спектакль çынсен чĕрисене тыткăна илнĕ пулĕ. Театр артисчĕсем те хăйсен ролĕсене питĕ ăста та чуна пырса тивмелле вылянă. Кунта тĕп (амăшĕн) рольне вылякан Лидия Павлована палăртса хăвармалла. Унăн сăнарĕ залра ларакансене макăртмаллипех макăртнă.
«Йăх вăрманне» курса киленнĕ Людмила Варикова «Одноклассники» соцсетьре çапла çырнă: «Спектакле пăхма питĕ йывăр. Унăн сăнарĕсемпе пĕрле эпир те хумханатпăр. Кашни çемьере çухатусем пулнă... кашни куракан хăйĕн историне аса илет... Асанне 1964 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Мĕн виличчен вăл хăйĕн ывăлне (пирĕн тетене) вăрçăран кĕтрĕ...Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 18 çулта пулнă... Театр артисчĕсене ĕненмелле спектакльшĕн пысăк тав!»
Пултарулăх ертÿçи лартнă спектакльпе халăх театрĕ чылай ялсене гастрольпе çÿренĕ. Миçе теçетке куракан кăмăлне хумхантарса хăварман-ши вĕсем!?
«Сăнлăх» халăх театрĕ ачасем валли те программа хатĕрлет. Çуркунне театр артисчĕсем паллă чăваш писателĕн‚ драматургĕн Юхма Мишшин «Шăна кăмпи» пьеси тăрăх лартнă спектакльпе шкул çулне çитеймен тата вăтам çулхи ачасене савăнтарнă. Асамлă юмаха курма кăмăл тăвакансем чылай пулнипе артистсем кÿршĕ ялсенчи культура çурчĕсене те çитнĕ.
Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пишпÿлекре «Туй уявĕ» наци туй йăли-йĕркин район фестивалĕ иртнĕ. Тĕрлĕ енчен пултаруллă Инна Никифорова ертсе пыракан фольклор ансамблĕ унта хутшăнма кăмăл тунă. Хутшăннă кăна мар‚ «Наци йăли-йĕркисене сыхласа хăварнăшăн» номинацире çĕнтерÿçĕ ята та тивĕçнĕ.
- Асăннă фестивальте фольклор ансамблĕ «Хĕр туйне» кăтартса пачĕ. Эпĕ ватăсем каласа панă тăрăх сценари хатĕрлерĕм. Çак ĕçре мана Валентина Дорофеевна Васильева чылай пулăшрĕ. Унсăр пуçне хĕр çумĕсемпе туй пуçĕсене шыраса тупмалла пулчĕ. Ĕлĕкхи туй йăлине кăтартса пама ял халăхĕ пуçаруллă хутшăннине палăртса хăварма кăмăллă. Туй пуçĕсем пулса 79 çулхи Леонид Андреевич Павлов тата 81 çул тултарнă Раиса Васильевна Никифорова вылярĕç. Анастасия Тимофеевна Ефимовапа Елена Васильевна Иванова‚ Галина Афанасьевна Афанасьевапа Лидия Сергеевна Ерастова ватăсем туй йăли-йĕркине кăтартса парас ĕçре пысăк тÿпе хыврĕç. Хĕр рольне вара Хушăлка ялĕнче пурăнакан Ирина Кузнецова вылярĕ. Вăл хĕр йĕррине çав тери илемлĕ‚ чуна пырса тивмелле юрларĕ. Пĕтĕмĕшле туй йăли-йĕркине кăтартса пама 24 çын хутшăнчĕ. Эпĕ фестивале хутшăнакансене мана сума суса тата ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн чунтан тав тăватăп‚ – йышпа кирек мĕнле ĕçе те тухăçлă тума пултарнине палăртать Инна Владимировна.
Л.А.Павлов çуртне пирĕн герой ахальтен кĕмен иккен. Леонид Андреевич патне хăнана Пелепей хулинчен аппăшĕ килсе çитнĕ. Вăл театр артисчĕсем валли амăшĕнчен юлнă çăпата‚ шÿлкеме тата тухъя илсе килнĕ. Курсамччĕ‚ Инна Владимировна епле савăннине! Çак ĕлĕкхи япаласем уншăн темрен те хаклă пулĕ.
- Акă тата тепĕр çăпата пулчĕ‚ - савăнăçне пытармарĕ пултарулăх ертÿçи. - Чăваш спектаклĕсене ĕненмелле лартма чăваш халăхĕн ĕлĕкхи тумĕсем кирлĕ. Пирĕн вĕсем пур-ха. Анчах‚ çăпата‚ шÿлкеме пурне те çитмеççĕ. Çак япаласем вара пирĕншĕн пысăк парне вырăнне. Унсăр пуçне шухăшра тепĕр спектакль лартма палăртрăм. Мĕнле спектакль пуласси хальлĕхе вăрттăнлăх-ха, уçса памастăп. Эпир малашне те тĕп тивĕçе манмăпăр‚ çынсене савăнăçпа кулă парнелĕпĕр, - тесе сăмахне вĕçлерĕ Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнчи пултарулăх ертÿçи.
Чăвашлăха‚ чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса ĕçлет Инна Никифорова. Вăл янăравлă чăваш чĕлхине‚ тĕлĕнмелле илемлĕ халăх йăлисене сыхласа хăварас тесе тăрăшать. Сирĕн пултарулăхăр ан иксĕлтĕр‚ тăтăшах çĕнĕ программăсем‚ спектакльсем хатĕрлесе куракансене савăнтарăр.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.
Читайте нас: