Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
22 Кӑрлач 2020, 12:27

Асамлă çăлтăр шыраса

Ачасен хĕллехи каникулне хаваслăрах та усăллăрах тăвас тĕллевпе Ашкатар ялĕнчи культура çуртĕнче унăн ертÿçи Елена Газизова хатĕрленипе театрализациленĕ спектакль иртрĕ.

Зал тулли пуçтарăннă куракансем (вăл шутра аслисем те, ачасем те пур) Юр пикепе (М.Семенова) пĕрле чуна тыткăнлакан çул çÿреве тухса кайрĕç. Юр пике Хĕл Мучипе (В.Русаков) унăн пулăшаканне (К.Газизова) Тухатмăш карчăккипе (А.Русакова) Кикимора (С.Абдуллина) вăрласа тарнă асамлă çăлтăра тупма пулăшасшăн пулчĕ. Кирлĕ çĕре çитиччен Юр пикепе унăн кутăн лашине (Д.Федорова) нумай чăрмавсем урлă иртме тиврĕ. Вĕсем Шамахан майра патшипе (Е.Семенова) те, ăслă кушак аçипе те (Д.Семенов), вăрă-хурахсемпе те (В.Русаков, В.Газизов, А.Семенов), Юр патша майрипе те (Е.Семенова), ют планетăран килнисемпе те (А.Русакова, С.Абдуллина, А.Семенов) тĕл пулчĕç.
Юмаха «Ашкатар çăлкуçĕсем» (ертÿçи – Марс Хайбуллин) ташă ушкăнĕ илем кÿнине те палăртса хăвармалла.
Кĕске вăхăт хушшинчех Елена Емельяновна артистсене (студентсемпе вĕренекенсем, çамрăксемпе хăйпултарулăх ушкăнне çÿрекенсем) актер ăсталăхне вĕрентме пултарчĕ. Театр ĕçĕ капла пăхма çеç çăмăл пек туйăнать. Тĕрĕссипе каласан, Елена Газизовапа унăн ушкăнĕ спектакле хывнă юмаха сахал мар хатĕрленчĕç. Декорацисене те хăйсем турĕç, костюмĕсене те çĕлерĕç, грим хума та вĕренчĕç. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем (О.П. Семенов, Ю.П. Васильева, Т.А. Зубарева, А.Н. Русакова, О.И. Петрова) те айккинче тăрса юлмарĕç, май пур таран пулăшма тăрăшрĕç. Хатĕрленÿ саманчĕсемпе репетицисем иртен пуçласа каçченех пычĕç. Елена Емельяновнăн мăшăрĕ Вадим Газизов çутă тата сасă эффекчĕсене йĕркелесе пычĕ, вăлах сасă режиссерĕ пулчĕ.
Спектакле сцена çинчен кăтартрĕç пулсан та, куракансем ахаль лармарĕç, уяв участникĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем ăслă кушак аçи янă тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç, вăрă-хурахсем Юр пикене вăрласа кайсан уншăн пăшăрханса ларчĕç, юлашкинчен ырă усала çĕнтернине курсан чунтан савăнчĕç.
«Тĕлĕнмелле! Асамлă» çавăн пек хак пачĕç куракансем спектакле. Артистсем пултарулăхĕ, декорацисем, илемлĕ музыка тата хăйевĕрлĕ сцена костюмĕ куракансене чăн-чăн асамлăх парнелерĕ. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç, шăпăрлансем хĕрсе кайсах хăйсем курнă ÿкерчĕксене сÿтсе яврĕç. Ачисен тулли кăмăлне курса ашшĕ-амăшсем те савăнчĕç.
Зинаида СЕМЕНОВА.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.
Читайте нас: