Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
12 Нарӑсӑн 2020, 13:06

Чăвашлăх анинчи пултарулăх ушкăнĕсем

Гафури район центрĕнче, Красноусольскинче, «Юрлакан ял» конкурс иртрĕ. Унта тĕрлĕ ялсенчен 24 ансамбльпе пĕччен тата дуэтпа юрлакан 200 ытла çын пуçтарăнчĕ. Куракансенчен те нумайрах. Конкурса ÿсĕмне кура виçĕ ушкăна пайларĕç: 16 çулчченхисем,16-35 çулхисем, 36 çулхисем тата аслăраххисем.

Конкурс-концерта ултă çулхи пушкăрт хĕр ачи юрăпа пуçларĕ. Унтан иккĕн юрлакансем, ансамбльсем сцена çине тухрĕç. Эпир те, Белое Озеро ялĕнчи «Тантăшсем» ушкăн, çак мероприятие хутшăнма кăмăл турăмăр. Ялта ытти халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем çук. Тутарсемпе вырăссем пуçтарăнкаласа пăхрĕç. Мĕн сăлтава пула-тăр саланса кайрĕç. Хамăра чăвашсене кăштах мухтаса илсен те ытлашши пулмĕ. Вун иккĕмĕш çул ĕнтĕ вун икĕ чăваш хĕрарăмĕ, кашни мероприятие хутшăнаймасан та, хамăра кура тăрăшатпăр. Ăçта пулсан та вырăнсăр, парнесĕр таврăнман. 2013-2014 çулсенче хамăр районта иртнĕ «Юрататăп сана пурнăç» конкурсра ансамбль номинацинче II вырăн йышăнтăмăр, Благовещенск хулине кайма тивĕçлĕ пултăмăр. Çĕнтерÿçĕсем тĕп хулара Ĕпхÿре вăй виçрĕç. Унтан та II вырăна алăран ямасăр, «Скрипичный ключ» кубокĕпе Хисеп хутне тивĕçсе, хавхаланса таврăнтамăр. Благовещенск хулине кайнă чух пĕр кăсăк самант пулса иртрĕ. Красноусольскинчен ирех автобус килсе çитрĕ. Ак, тамаша! Автобусра баянист çук. Водитель: «Шăнкăравларăмăр, тытмарĕ трубкине,10 минут кĕтсе тăтăмăр, килмерĕ», - тет. Мĕн пулсан та пулать, пурпĕрех каймалла. Акопелла пулсан та юрлăпăр тесе, хамăра йăпатса çула тухрăмăр. Пырса çитсен сценăпа паллашма репетицине чĕнчĕç. Пирĕн умран марисем юрларĕç. Эпир «Тăван яла таврăнсан» юрра юрлама кăна тытăннăччĕ, хыçра баян сасси илтĕнчĕ. Юрласа пĕтерсен пăхатпăр: пĕр палламан арçын кулкаласа тăрать. Ку Нуриман районĕнчи марисен музыканчĕ пулса тухрĕ. «Юррăн пахалăхĕ 50 % кĕвĕрен килет, эпĕ сире пулăшăп», - тесе лăплантарчĕ вăл пире. Кĕвĕ ăсти Андрей ятлă иккен. Çапла марисемпе паллашса асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр, кайран унпа Ĕпхÿре те тĕл пултăмăр (ун чухне пирĕн баянист çывăрса юлманчĕ - авт.). Вĕсен тумĕсем питĕ килĕшрĕç: авалхи тум тăхăннă, таканлă çăпатасем сырнă. Тăпăртатса кăна тăраççĕ. «Кусем пĕрремĕш вырăн илеççĕ ĕнтĕ», - тесе калаçатпăр хамăр хушăра. Çук çав, жюри членĕсем I вырăна вырăс ушкăнне, иккĕмĕшне - пире, виççĕмĕшне вĕсене пачĕç. Конкурс тăватă сехете тăсăлчĕ. Эпир «Халăх юрри» номинацинче III степень лауреачĕ ята тивĕçрĕмĕр. Июнь уйăхĕнчен вырăнти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса питĕ талантлă, хитре саслă вырăс хĕрарăмĕ Наталья Исламуратова ĕçлет. Çавăнпа та пире икĕ юрă юрлама ирĕк пачĕç, пĕри вырăсла «Ох,какие задушевные у милого слова», тепри чăвашла «Урам айкки кăвак çеçке». Ытти ушкăнсем пĕрер юрă кăна юрларĕç.
Статистика тăрăх, Гафури районĕнче 3 пине яхăн чăваш пурăнать. Манăн шухăшпа, çурри вырăсланса пĕтнĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ялсем - Мракьел, Канаш, Антоновка, Белое Озеро, Красноусольск. Мракьелĕнче пĕр вăхăт питĕ вăйлă ансамбль пурччĕ.
Унăн ертÿçи куçса кайсан саланчĕç, çапах хальхи вăхăтра «Хĕрсем» («Девчата») ушкăн йĕркелесе янă. Анчах та вĕсем чăвашла юрламарĕç. «Надежда» дуэт (Надя Ивановăпа Надя Тимофеева) икĕ сасăпа «Ландыш» вырăсла юрă шăрантарчĕç. Надеждăсем, сире çакна каласшăн, концертра-и, конкурсра-и, тархасшăн, хамăр тăван чăваш чĕлхипе юрлăр-ха. Пĕр концертра çумра ларакан икĕ чăваш хĕрарамĕ калаçнине илтме тÿр килчĕ: «Нимле Шупашкар артисчĕсем те кирлĕ мар, çаксем юрланине сехечĕпе итлесе ларăттăмăр. Ытла та хитре, кăмăла çĕклентерсе килĕшÿллĕ юрлаççĕ», - тесе пăшăлтатрĕç вĕсем. «Надежда» дуэтсен хушшинче II вырăна тухрĕ.
Антоновкăсем çинчен те кăштах çырса пĕлтересшĕн. Вĕсен илемлĕх ертÿçи Лиля Минулловна пушкăрт хĕрĕ чăваша Миша Осипова качча тухнă. Чăваша çаврăннă кин 2005 çул Çтерлĕри культура техникумне куçăн мар вĕренме кĕрсе, аллине режиссер дипломĕ иличченех, ял клубĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан шкулта вĕренекен хĕр ачасемпе ĕçлеме кăмăл тунă. Кăшт вăхăт иртсен «Мерцание» ташă ушкăнĕ çуралнă. Икĕ çул каялла вăл «Вирьял» ушкăн йĕркелесе ячĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах ĕлĕкхи, хальхи эстрада, халăх юррисене шăпчăксем пек шăрантарма пуçларĕç. Питĕ пултаруллă та тăрăшуллă хĕрарăмсем пухăннă. Пирвайхи утăмсем туса конкурсра «Пурнăç урапи çаврăнать» юрра юрларĕç. Унта хутшăннăшăн вĕсене Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Культура сферинче тăрăшакансене малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума сунатăп.
Нина МАТВЕЕВА. Гафури районĕ.
Читайте нас: