Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
8 Декабрӗн 2021, 10:36

Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă

Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри. Ҫак йӗркесен авторӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халăхӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать.

Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче  Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă
Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă

Ноябрь уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри музейӗнче чӑваш тӗрри ӑстин, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташӗн, пирĕн ентешĕмĕрĕн Любовь Вазюкован (Мияки районĕнче çуралса ÿснĕскер) куравӗ уҫӑлнă. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» выставкăна ал ӑстин 65 ҫулне тата Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Курава Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата культура министрӗ Светлана Каликова уҫнă. Вĕсем чăваш хастарне чун-чӗререн сума сунине, унӑн общество ӗҫӗнчи тÿпи пысӑк пулнине, алă ӗҫӗсем тӗнче шайне тухнине палăртнă, юбилей ячĕпе саламласа ҫирӗп сывлӑх суннă. Çавăн пекех Олег Николаев чăваш тĕррин ăстине Хисеп хучĕпе тата алла çыхмалли сехет парса чысланă.
Любовь Степановнӑна çавра ҫулпа тата курав уҫӑлнипе саламлама унӑн тус-юлташӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем, чӑваш ÿнерне сума сӑвакансем чылайӑн пуҫтарӑннă. Сумлă хăнасен шутĕнче Пушкăртстан Республикинчи делегаци те – Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн хастарĕсем – пулнă. Аякри çула кĕскетме тухнă делегаци йышне ĕçтăвком председателĕ Иван Павлов, унăн çумĕ Андрей Яковлев, Любовь Степановнан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Татьяна Антонова кĕнĕ. Иван Владимирович Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн тата Мияки район администраци пуçлăхĕ ячĕсенчен Любовь Вазюкована ăшшăн саламланă, тĕрĕçе тăван Хурамал ялĕн пысăк сăн ÿкерчĕкне парнеленĕ.
«Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» выставка вĕçленнĕ хыççăн Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн хастарĕсем Трактор тăвакансен культура керменĕнче Сергей Кувшиновăн юбилейлă концертне курса киленнĕ.

***

Кăçалхи çулăн октябрь уйăхĕнче Чăваш наци музейĕ регионсем хушшинче чи илемлĕ чăваш ташă тутри конкурсĕ иртесси пирки пĕлтернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - чăваш культурине аталантарасси, тӑван халӑхӑн авалхи туприне - чăваш тĕррине упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла туптасси. Пултарулăх ăмăртăвне профессионал тĕрĕçĕсем тата Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан ал ăстисем хутшăнма пултарнă. Конкурсантсем йăлана кĕнĕ ташă тутрине хăйсемле курнă пек тĕрлесе хăйсен ĕçĕсене ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен Чăваш наци музейне илсе çитермелле пулнă.
Экспертсен комиссийĕ Чăваш Республикинчи Шупашкар, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Етĕрне районĕсенчи ал ăстисен 23 ĕçĕпе паллашнă. Çавăн пекех жюри членĕсем Иркутск облаçĕнчен килнĕ виçĕ тата Пушкăртстан Республики тăратнă пĕр ĕçе хак панă.
Жюри йышне халăх ÿнерĕн чи ăста эксперчĕсем кĕнĕ: Чăваш наци музейĕн директорĕн çумĕ Татьяна Волкова, Геннадий Иванов-Орков ÿнерçĕ, Чăваш тĕрри музейĕн ертÿçи Надежда Сельвестрова, музейĕн аслă наука ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева, республикăри Халăх пултарулăх центрĕн уйрăмĕн ертÿçи Светлана Тяхмусова. Вĕсем мĕнпур вак-тĕвеке шута илсе ĕçсене тĕрĕс хак пама тăрăшнă.
Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче «Пурăн, чăваш эрешĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Çапла майпа Гран-прие Шупашкар хулинчи халăх промыслисен ăстаçи Надежда Кузнецова çĕнсе илнĕ. Хисеплĕ II вырăна Пушкăртстан Республикинчи Мияки районĕнчи Еспуç библиотекарĕ Людмила Макарова тивĕçнĕ. III вырăн йышăннисенчен Любовь Вазюкова ентешĕмĕре палăртса хăвармалла. Пултаруллă та мала тухнă тĕрĕçĕсене ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш тĕрри кунĕнче, чысланă.
Пушкăртстан Республикин ятне-чысне чи пысăк шайра хÿтĕленĕшĕн Людмила Андреевна ЧР культура министрĕ алă пуснă Дипломпа тата укçа-тенкĕ сертификатне илме тивĕçнĕ.
– Çакăн йышши конкурса пирвайхи хут хутшăнтăм. Иккĕмĕш вырăна йышăннăшăн чунтан хĕпĕртетĕп, – тет савăнăçне пытармасăр Людмила Макарова. – Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнасси çакăнтан пуçланчĕ. Октябрь уйăхĕнче «Вконтакте» социаллă сетьре Чăваш тĕрри музейĕн ушкăнĕнче конкурс иртесси пирки вуларăм. Ăмăртса пăхас кăмăл вăйлă пулнипе йĕркелÿçĕсене шăнкăравларăм, ташă тутрин виçине ыйтса пĕлтĕм. Унтан тĕнче тетелĕнче чăвашсен эрешĕсене тĕпчерĕм. Çапла XIX ĕмĕрти каччă тутрин эрешĕсене тĕрлесе пăхма шутларăм. Чи кăсăк ĕçе тума, 25х60 виçеллĕ тутра эрешсемпе илемлетме пĕр уйăх кирлĕ пулчĕ. Ташă тутрине тĕрлесе хатĕрлесен Шупашкара, Чăваш тĕрри музейне ярса патăм. Жюри членĕсем эпĕ тĕссемпе пĕлсе усă курнине, тутăр виçи тĕрĕс тата тĕрĕ илемлĕ пулнине палăртса хăварнă. Шел, чыслав мероприятине кайма мехел çитереймерĕм.
Людмила Макарова чăваш тĕррипе 5 çул интересленет. Вăл Еспуç ялĕнчи вулавăшра вăй хунисĕр пуçне вырăнти шкулта чăваш тĕрри енĕпе ĕçлекен кружока та ертсе пырать. Унта тĕрĕçĕ вĕренекенсене чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсемпе пуянлăхĕ çинчен каласа парать. Унсăр пуçне кружока çÿрекен ачасене тĕрлĕ тĕссемпе усă курса сăмса тутрисем, салфеткăсем, закладкăсем тĕрлеме вĕрентет.
Ирида НОВИКОВА.

Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче  Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă
Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче  Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă
Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче  Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă
Шупашкарти тĕрĕ куравĕнче Мияки тĕрĕçисем уйрăмах палăрнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас