Тĕлпулу калама çук ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Зинаида Николаевна инçе çула кĕскетсе килнĕ хăнасене хаваспа йышăннă. «Ĕмĕт» халăх театрĕн коллективĕ хăнана пушă алăпа мар, парнепе килсе çитнĕ. Хурамалсем Ашкатарти культура çурчĕн сцени çинче «Юрату, ку юрату» комеди тăрăх спектакль кăтартнă. Спектакль куракансен те, авторăн та кăмăлне кайнă. Çакна зал лăк тулли пулни те çирĕплетнĕ. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни те артистсене çунат хушнă. Ял халăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тăрăха концертсемпе час-часах килеççĕ, анчах спектакльсем курманни самаях, 5 çул та, пулать иккен. Спектакль хыççăн Зинаида Николаевна хăнасене хăйĕн пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Унăн репертуарĕнче «КГБ Крахьяне» (Крахьян – КГБ ĕçченĕ), «Юман хăвăлĕнчен юрату» комедисем пулнине палăртса хăвармалла. Юлашкине «Ĕмĕт» халăх театр коллективĕ сцена çинче лартса пăхнă. Куракансен ятĕнчен хурамалсене вырăнти шкул директорĕ, ял старости Сергей Вальщиков тав сăмахĕсемпе ăшă йĕркесем каланă. Елена Газизова (З.Сурпан хĕрĕ) Ашкатар ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă. Кунта пысăк вокал коллективĕ тата ача-пăча ташă ансамблĕ тухăçлă ĕçленине кăтартнă.
Хурамалсене асăннă тĕлпулу питĕ килĕшнĕ. Ашкатарсем çу кунĕсенче Чăваш Хурамалне хăйсен коллективĕпе килсе курма шантарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Федоровка районĕ.