Урал сасси
+20 °С
Облачно
Культура пурнăçĕ
29 Марта 2022, 07:10

Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă

Иртнĕ эрнере, март уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Раççейре Культура ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Çак ятпа тата Халăхсен культура еткерĕн çулне халалласа Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи вулавăшра пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна тĕлпулăва йĕркелекенсем «Халăх йăли-йĕркисем упранмалла тата çирĕпленсе юлмалла» ят панă.

Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллăПĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă

Сумлă хăнасен шутĕнче Тимеш ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Рим Каримов, районти чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов, «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ, «Тимаш» таврапĕлÿ проекчĕн ертÿçи Александр Петров, Мияки район Канаш аппарачĕн тĕп специалисчĕ Александр Яковлев, çак йĕркесен авторĕ тата ыттисем пулчĕç. Форумăн тĕп тĕллевĕ вара кăçалхи çул районти чăваш ялĕсенчи вулавăш ĕçченĕсем вулакансене чăваш халăхĕн ăс-хакăл арчине тулли уçса парасси, халăх ÿнерĕпе, юмахĕ-халапĕсемпе, юрри-кĕввисемпе, укçа-тенкĕпе çыхăнман культура еткерĕпе анлă та тарăн паллаштарасси пулса тăрать.
Мероприяти вăхăтĕнче Тимеш ял вулавăш ĕçченĕ Вероника Леонтьева Еспуçĕнчи, Çĕнĕ Хурамалти тата вырăнти библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăлах Пишпÿлекри тĕп вулавăшри чăвашсемпе ĕçлекен пайпа (ертÿçи - Наталья Тарасова) мĕнле хутшăнура пулни, çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтерни çинче чарăнса тăчĕ, Наталья Петровнан кулленхи ĕçре усă курмалли сĕнĕвĕсене вулавăш ĕçченĕсем патне онлайн мелĕпе илсе çитерчĕ. Çавăн пекех Вероника Семеновна «Паллă тата паллă мар тăван кĕтес» таврапĕлÿ проектне пурнăçа кĕртнĕ пирки каласа пачĕ.
- Çак проекта эпир ытахальтен суйласа илмен. Ăна ял 260 çул тултарнă тĕле халалланăччĕ. Юбилейне иртнĕ çул ирттертĕмĕр. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче уйрăмах ялти аслă ăру, тивĕçлĕ канури çынсем, пысăк пулăшу пачĕç. Пурне те тав сăмахĕ калас килет. Çав шутра спонсорсене те.., - терĕ В.Леонтьева тунă ĕçсемпе кăмăллă пулнине систерсе.
Еспуç ялĕнчен килнĕ вулавăш ĕçченĕ, Шупашкарта иртнĕ «Пурăн, чăваш тĕрри» регионсем хушшинчи профессиллĕ тĕрĕçсен конкурсĕнче II степень дипломне тивĕçнĕ Людмила Макарова пухăннисене кăсăк та нумай çĕннине пĕлмелли материалсемпе паллаштарчĕ. Вăл тухса калаçнине чăваш тĕррине халалланă мастер-класс теме те пулать.
- Тĕрĕ тĕрлесси вăл хăйне евĕр киленÿ. Сана çав ĕçе тума никам та хистемест. Чун туртни пулмалла. Конкурса хутшăннă май эпĕ те чылай çĕннине пĕлтĕм. Тĕрĕре кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Чăваш тĕрринче ытларах хĕрлĕ тата сарă тĕссене курма пулать, - паллаштарчĕ алă ăсти.
Çав вăхăтрах хăйĕн тĕп ĕçĕ çинчен манманнине те аса илтерчĕ.
- Библиотекăра улттăмĕш çул ĕçлетĕп. Çакăн евĕр тĕлпулу пуçласа иртет. Вăл питĕ кирлĕ. Пĕрле сÿтсе явмалли ыйтусем çителĕклех. Пирĕн вулавăшра кĕнекесен фончĕ сахал тесе калаймастăп, анчах та вырăнти, Пушкăртстанри, паянхи чăваш çыравçисен кĕнекисем çукпа пĕрех. Çак ыйтăва мĕнле те пулсан пĕрле татса парасчĕ, - терĕ хăйĕн ĕçĕшĕн чĕререн çунакан Людмила Андреевна.
Унăн асăрхаттарăвне кĕтнĕ пекех Çĕнĕ Хурамалти вулавăшра ĕçлекен Галина Яковлева чăваш ялĕсенчи библиотекăсене Василий Антонов çыравçăн кĕнекисене пĕрер тĕрке парнелерĕ. Çакна тума Василий Сергеевич хăй ыйтнă имĕш.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Çĕнĕ Хурамалти культура çуртĕнче 23 çул ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Галина Павлова ĕç ветеранне те сăмах пачĕç. Сăмах май, Галина Федоровна - Тимеш хĕрĕ.
- Эпир ĕçленĕ чухне сцена çине тухма хальхи пек çи-пуç пулман. Çавна пула наци костюмĕсене хамăрăн тĕрлесе çĕлеме, пуçа тăхăнмалли хушпу-тухьясене хатĕрлеме тÿр килетчĕ. Халĕ вара самани улшăнчĕ, - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахĕсене ĕç ветеранĕ 20-25 çул каялла пулса иртнине куç умне кăларса тăратнă май.
Тухса калаçакансен сăмахĕсемпе шухăшĕсене артистсен юрри-кĕвви пуянлатрĕ. Куракансен умĕнче Валентина Михайлова, Ирина Филиппова, Юлия Яковлева юрăçсемпе «Рябинушка» ансамблĕн ертÿçи Зоя Ефремова аккомпаниатор хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç.
Чăн та, Мияки çĕрĕ çинче çакăн евĕр ĕçлĕ, çав вăхăтрах уява çаврăннă мероприяти пуçласа иртрĕ. Вăл малашне те пурнăçа кĕрсе пырасса шанас килет. Мĕншĕн тесен вулавăш ĕçченĕсене хумхантаракан ыйтусем çителĕклех. Пĕтĕмлетсе вара çакна палăртмалла – пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Мияки районĕ,Тимеш ялĕ.

Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Пĕрле тунă ĕç кăмăллă та усăллă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас