Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
9 Августӑн 2022, 11:13

Музей вăл – океанри айсберг евĕр

Эпир, çÿллĕ шайри технологисен тапхăрĕнче пурăнакан çынсем, мĕн пуррине хаклама пĕлместпĕр. Пирĕншĕн килти, производствăри ĕçе çăмăллатмалли машинăсем уйласа кăларнă. Карас телефонĕ, интернет пуррине тахçанах хăнăхрăмăр, вĕсемсĕр пурнăçа куç умне кăларса тăратаймастпăр. Анчах та иртнĕ ĕмĕр çинчен астутаракан экспонатсене упракан музейра пулса курсан пурнăç урăх енчен уçăлать. Инçене çÿреме те кирлĕ мар, Усăллă ялĕнче краеведени музейĕ пур.

Музей вăл – океанри айсберг евĕр
Музей вăл – океанри айсберг евĕр

Иртнипе çыхăнтараканни
Вулавăша тăтăшах çÿрекенсем асăннă музей О.С. Патраева библиотекарь пуçарăвĕпе уçăлнине лайăх пĕлеççĕ. Ольга Серафимовна çак ялта çуралса ÿснĕ. Вырăнти кашни çемьене пĕлет, ял историйĕпе мăнаçланать. Авалхи япаласемпе мĕн пĕчĕкрен кăсăкланнă. Библиотекăра ĕçлеме тытăнсан музей тăвас шухăша пурнăçа кĕртме пуçланă. Çак ĕç унăн чун киленĕçне çаврăннă. Пĕрремĕш экспонатсем – ял историне сăнлакан авалхи япаласем – 2015 çулта музейра вырăн тупнă. Краеведени музейне шкул пулнă çуртра уçнă.
Паянхи кун вăл таврапĕлÿ кĕтесĕ çеç мар, иккĕмĕш хутра вырнаçнă чăн-чăн музей. Кунта ял историйĕ, паллă ентешсем, вăрçăпа ĕç паттăрĕсем, хресченсен кил-çуртри хатĕр-хĕтĕрĕ, искусство произведенийĕсем, фронтран килнĕ çырусем, наци костюмĕсем тата нумай ытти те. Музей хăйне евĕр çынсене пĕрлештерекен культура центрĕ, ял çыннисен мăнаçлăхĕ пулса тăнă. Вăл тăтăшах çĕнĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Сире те, май тупса кунта килсе курма чĕнетпĕр.
– Пирĕн асатте-асаннесем, чăвашсем, пушкăрт çĕрĕ çине 1760 çулта килнĕ. Усăллă ялĕнче пурăнакансен аслашшĕсем, мăн аслашшĕсем малтан Месейле юханшыв патĕнче вырнаçнă Пекенеш ялĕнче пурăннă (халĕ кунта Талалаевка ялĕ). Улпутсем пусмăрланипе чăвашсене урăх вырăн шырама тÿр килнĕ. 1795 çулта тĕрлĕ ялсенчи хресченсем Услы юханшыв хĕрринче çĕнĕ ял никĕсленĕ. Услыбаш тени «Услы юханшыв пуçламăшĕ» тени пулать, – каласа парать хăнасене Ольга Серафимовна.
Кашни япала – уйрăм истори
Ку хутĕнче хăнисем эпир пултăмăр, вырăна çитнĕ çĕре ял хастарĕсем пуçтарăннăччĕ. Вĕсен шутĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Владимир Парфирьевичпа Зоя Васильевна Даниловсем. Владимир Парфирьевич хăй вăхăтĕнче шкул директорĕ пулнă, халĕ ветерансен канашĕн председателĕ шутланать.
Картлашкасемпе çуртăн иккĕмĕш хутне хăпарнă май стена çинче Даниловсемпе Патраевсен ăру-йăх йывăççисене асăрхатпăр.
Йăлана кĕнĕ тăрăх экскурсисем Çар мухтавĕн пÿлĕмĕнчен пуçланаççĕ. «Эпир астăватпăр, эпир мăнаçланатпăр, эпир манмастпăр» çырни айĕнче фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Вăрçă хирĕнче 97 ентеш пуçхунă, 62-шĕ килĕсене таврăннă. Кунтах Афганпа Чечен вăрçисене хутшăннисем çинчен информаци пур. Çар формисем, икĕ планшет, каска, поход фляжки упранаççĕ. Вĕсене вăрçа хутшăннă çынсен тăванĕсем илсе килнĕ. Çак пÿлĕмрех, тепĕр стена çинче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине сăнарлакан диорама вырнаçнă. Вăрçă техники, танксем, салтаксен кĕлеткисем, взрывпа арканнă çуртсем тарăн шухăша яраççĕ. Ку ĕçе вырăнти ÿнерçĕ Вячеслав Иванов тунă. Тепĕр пÿлĕме кĕретпĕр, кунта иртнĕ ĕмĕр хатĕр-хĕтĕрĕ упранать. Чылай япалапа тахçанах усă курмастпăр ĕнтĕ. Сăмахран, тимĕр утюгсемпе, сăмаварсемпе, чăматансемпе...
Йывăçран, тăмран тунă савăт-сапа: валашка, сăра пичкисем, кăкшăмсем, чашăксем. Ачасемшĕн тырă авăртмалли чул армансем, хурăн хуппинчен хатĕрленĕ савăтсем кăсăк пулма тивĕç. Кунта алăпа тĕртнĕ, тĕрленĕ пир ал шăллисем, наци тумĕсем çакăнса тăраççĕ. Пир тăрăхне тĕртни 130 çул иртнĕ пулсан та вăл вĕр çĕнĕ пекех курăнать (Электричествăпа техника пулман пулсан та пĕлнĕ-çке пирĕн мăн асанне-асаттесем паха япаласем тума). Кунта мăнаçланмалли пĕр япала – 1875 çулта хатĕрленĕ хĕрарăм пиçиххийĕ – пур. Ун çинче хуçин ячĕ «Оксина Ткановна» тесе çырни те сыхланса юлнă. Мăн кукамăшĕн пиçиххине музея Л. Н. Зотова илсе килнĕ.
– Любовь Нестеровнăпа унăн аппăшĕ Людмила Федорова музей уçăлнăранпа хăйсен асламăшĕпе кукамăшĕн чылай япалине илсе килчĕç, – каласа парать музей ертÿçи Ольга Патраева, – 50 экспонат ытла Татьяна Варсантьевна Афанасьевапа унăн амăшĕ – педагогика ĕçĕн ветеранĕ Софья Алексеевна Иванова пачĕç.
Ольга Серафимовна музей валли экспонатсем паракан çынсене тав тăвать, малтан авалхи япаласене пухма питĕ хĕн пулнине те палăртать: «Маларах хăйсен япалисене пама шикленерех тăнă çынсем, кайран экспонат хыççăн экспонат илсе киле пуçларĕç. Тен, музей ĕçĕ кирлĕ те усăллă иккенне ăнланчĕç пулĕ. Çакăн пек хастарсем ялта вуннăран та ытла пур», - шухăшĕсене уçса парать музей ертÿçи.
– Ку кĕпене манăн анне – 1921 çулта çуралнă Прасковья Александровна тăхăннă, – авалхи тума кăтартнă май ăнлантарса парать Валентина Еремеевна Андреева, – Ак çакă манăн хуняман, эпĕ ăна каярах кăшт çĕнетрĕм.
Шел пулин те, аслă ăру çыннисем пурнăçран уйрăлаççĕ. Андреевсем авалхи ĕç хатĕрĕсемпе усă курнă, вĕсене лайăх пĕлекен çынсенчен пĕрисем шутланаççĕ. Валентина Еремеевна Авăркас районĕнче çуралнă. Направленипе килнĕскер 30 çул шкулта ачасене вĕрентнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, 76 çул тултарчĕ. Унăн мăшăрĕ Алексей Демьянович «Авангард» колхозăн паллă механизаторĕ, унăн ĕç стажĕ 60 çул каялла пуçланнă. Ялти арçынсенчен чи асли шутланать. Андреевсем 52 çул пĕрле пурăнаççĕ.
Культура центрĕ
Усăллăра ваттинчен пуçласа вĕтти таран Максим Николаевич Данилов-Чалдун кам иккенне лайăх пĕлеççĕ. Асăннă ял чăваш поэчĕпе прозаикăн тăван кĕтесĕ шутланать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Максим Николаевич хăй ирĕкĕпе фронта ăсаннă. Вăл хăйĕн произведенийĕсенче совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен çырнă. Йывăр суранланнипе писатель 1944 çулта çар госпиталĕнче вилнĕ. Ентеше сума суса мемориал хăми лартнă, музей залĕнче курăнакан вырăнта «М.Н. Данилов-Чалдун писатель-патриот» стенд пур.
– Пирĕн ялта культура еткерлĕхĕн объекчĕ пуррине пĕлтерекен кăтарту палли лартмалла, – тахçанах çуралнă шухăшне пĕлтерет В. П. Данилов.
– Хальхи вăхăтра патриотизм, тăван çĕршыва юратмалли çинчен нумай калаççĕ. Нумай сăмахлама кирлĕ мар та пулĕ, мĕн ачаран Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, ун çинчен сăвă çырнă, картинăсем ÿкернĕ çынсемпе мăнаçланни çеç кирлĕ. Усăллăра пурăнакансен хушшинче ÿнерçĕ те пулнă. Вăрах вăхăт вăл шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Ялти чылай çын килĕнче автор парнеленĕ пейзажсемпе портретсем упранаççĕ. Петр Архипович Емельянов хăйĕн ĕçĕсенче чуна çывăх вырăнсене, тăван кĕтесĕн илемне кăтартма тăрăшнă. Музейра унăн 29 ĕçне курма пулать.
СССР саманин кабинетне кĕрсе курма кăсăк. Хăвна вăхăт машинипе 30 çул каялла таврăннă пекех туятăн. Кунта нумай пулмасть усă курнă аппаратура, кил-çуртри япаласем вырнаçнă. Экспонатсем нумай, пÿлĕме пĕтĕмпе йышăнаççĕ. Усăллă шкулĕн выпускникĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен стенд та пур. Çакă тепĕр мăнаçлăх!
Вырăнта пурăнакансем музей çинчен мĕн шутланине те пĕлме кăсăк пулчĕ. Пурте пĕр харăс кунта пулма кăмăллă иккенне пĕлтереççĕ.
Кашни халăхăн культури хăйне евĕрлĕ, ун пекки урăх çук. Вăл чĕлхере, йăла-йĕркесенче, кулленхи пурнăç йĕркинче палăрать. Халăхсен историпе культура еткерне сыхласа хăварас тесе пирĕн районта наци культурисен центрĕсем йĕркеленĕ. Усăллăра çак юхăмпа библиотека, музей, ял клубĕ (заведующийĕ – А.Г. Ярмеева) хастар ĕçлеççĕ. Асăннă учрежденисем пĕр-пĕрне хушса, пулăшса тăраççĕ. Çынсем ял историне, хăйсен йăх-ăрăвĕ çинчен пĕлме килнĕ май пĕр ункай кĕнеке суйласа илеççĕ, мероприятие хутшăнаççĕ.
– Чăваш литературин фондĕнче 1000 яхăн кĕнеке упранать, – каласа парать Ольга Серафимовна, – Чăвашсене çутта кăларакан, алфавит тăвакан Иван Яковлев çинчен, Н. Мранька, Ю. Мишши, Н. Васильев, К. Иванов, Я. Ухсай паллă поэтсемпе писательсен кĕнекисем упранаççĕ. Вулакансен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсен кĕнекисене вулама та май пур. Вĕсем шутне М. Ишимбай, Н. Леонтьев, А. Русаков, А. Савельев-САС, В. Антонов, Г. Челпир тата ыттисем кĕреççĕ.
– Малтан район библиотекинчен кĕнеке илес тесе 3 кун кайма тÿр килетчĕ, халĕ пурте кунта пур, – каласа парать Зоя Васильевна Данилова.
Вăл ытти хастар пенсионерсемпе пĕрле кам мĕнпе кăсăкланнине кура йĕркеленĕ клуба (клуб по интересам) çÿрет. Мĕн ачаран тăван чĕлхене юратма хăнăхтарас тесе библиотекăра ачасем валли «Еткер» кружок ĕçлет. Ятарласа хĕр ачасемпе арçын ачасем валли чăваш тумĕсем çырăнса илтĕмĕр. «Музейри селфи» акцие хутшăнас текен аслă ăрури çынсем валли те илемлĕ костюмсем пур.
Музей вăл – океанри айсберг евĕр, çиелте ĕçĕн пĕчĕк пайĕ çеç курăнать, выставкăсем, экспозицисем... Вĕсем умĕн паллах пысăк та чăкăлтăш ĕç тума тивет. Тата музея чĕрĕ организмпа танлаштарса пулать. Вăл та çамрăк ăру валли иртнине сыхласа хăварас текен çынсем пуррипе аталанать, малалла ăнтăлать.
Пуçра малашне пурнăçа кĕртмелли плансемпе, шухăшсем чылай. Вĕсем çинчен каярах пĕлтерĕпĕр.
Фирюза ШАГБАЛОВА.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: