Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
15 Ноябрӗн 2022, 15:00

Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне

Кайраклă – Элшей районĕнчи чăваш ялĕ. Кунта ырă та ĕçчен, пултаруллă чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсем тăван халăх пуянлăхне упраса хăварас, çамрăксене ăна хаклама хăнăхтарас, малалла аталантарас тесе чунтан тăрăшаççĕ. Мĕн пирки ĕмĕтленет-ха паян унти халăх?

Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне

Ял варринче пуян историллĕ çурт ларать. Пĕр хутлă объекта 2003 çулта шурă кирпĕчрен хăпартнă. Хăй вăхăтĕнче кунта тулли мар вăтам шкул вырнаçнă пулнă. Самана улшăнса пынă май пĕлÿ çуртĕнче ачасен сасси янрама пăрахнă. Апла пулин те вырăнти хастарсем тăрăшнипе çуртăн алăкĕсене питĕрсе илме паман. Халĕ таса та илемлĕ, хăтлă çуртра библиотека, клуб, музей тата ФАП ĕçлет.
Кирек хăш ялти вулавăш та пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерекен культура учрежденийĕ шутланать. Кайраклăри библиотека икĕ пÿлĕмрен тăрать: кĕнекесем упрамалли вырăнтан тата вулав залĕнчен. Паянхи кун унăн фондĕнче 11 пине яхăн кĕнеке. Унта илемлĕ литературăпа вĕренÿ кĕнекисем, словарьсемпе справочниксем, энциклопедисем пур. Çамрăк ăру шĕкĕлчемелли чи кивĕ кĕнекесенчен пĕри – 1954 çулта кун çути курни. Библиотекăна çĕнĕ те тĕрлĕ кĕнеке килсех тăрать.
Ял вулавăшне вулакансем пачах та çÿремеççĕ теме çук. Унăн хуçи Елизавета Герасимова пĕлтернĕ тăрăх, интереслĕ кĕнекесем çÿлĕксем çинче тусанланса выртмаççĕ, алăран алла куçаççĕ. Анчах чăвашла çырнисем сахал.
Елизавета Николаевна вулавăш ĕçлемелли, канмалли, пултарулăха аталантармалли вырăн пултăр тесе 24 çул тăрăшать. Вăл тĕрлĕ мероприяти, акци ирттерет, вулакансене илемлĕ литература тĕнчипе паллаштарать. Библиотекарь ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçĕнчен те юлмасть, кунти фольклор ушкăнĕпе пĕрле районти пур уява та хутшăнать.
Кÿршĕ пÿлĕмре вырнаçнă музейра ĕлĕкхи савăт-сапасене, хуçалăхра усă курнă ĕç хатĕрĕсене, чăвашсен çи-пуçне, вырăнти ăстаçăсем çыхнă тата тĕрленĕ, тĕртнĕ ал ĕçĕсене, авалхи наци тумтирне курма пулать. Сăмахран: чĕрес, ал арманĕ, кĕнчелепе йĕке, тăм чÿлмексем, кăмрăкпа ĕçлекен утюгсем, савасемпе пăчкăсем тата ытти те пур. Аваллăха упракан вырăн ял çыннисен мăнаçлăхĕ пулса тăнă тесен те йăнăш пулмĕ. Музей çултан çул çĕнелсе, тăтăшах çĕнĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Музей ертÿçин Надежда Хабибуллинан сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн ял çыннисем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕ усă курнă хатĕрсене илсе килме тăрăшаççĕ.
Канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм пултаруллă чăвашсем пурăнакан ял историне упраса хăварас, кунтан тухнă паллă çынсен пултарулăхӗпе çитӗнекен ăрăва паллаштарас енӗпе нумай ӗç илсе пырать. Вăл алă ĕçне ăста пулнăран чăваш тĕрри-эрешĕ тĕрлемелли тата пир тĕртмелли станок туяннă. Ылтăн алăллă музей ертÿçи çамрăк ăру валли çыхас тата тĕрлес енĕпе мастер-классем ирттерет. Унсăр пуçне Надежда Арсентьевна «Ăста алăсем» тата «Чăваш ăстисем» кружоксене илсе пырать.
Ялти культура çурчĕ – чăн-чăн культура вучахĕ, ял пурнăçĕн паллă кунĕсем пурте унпа çыхăннă. Кунта тĕрлĕ çивĕч ыйтăва татса пама пуçтарăнаççĕ, уявсене паллă тăваççĕ, концертсене хатĕрленеççĕ. Ял халăхĕ «Пилеш» фольклор коллективне хаваспах çÿрет. Пултарулăх ушкăнĕ 10 çынран тăрать. Унăн репертуарĕнче – чăваш тата вырăс халăх юррисем. Ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Наталья Федотова тата клуб заведующийĕ Надежда Хабибуллина «Пилеш» пайташĕсене тĕрĕс юрлама, сцена çинче килĕшÿллĕ тытма вĕрентеççĕ. Пултаруллă хĕрарăмсем савăнăçлă, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарнипе пĕрлех хаваслă сценкăсем те лартаççĕ. Ансамбль тĕрлĕ фестивль-конкурссене тăтăшах хутшăнать, парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илет.
Çÿлерех панă ыйту патне таврăнар-ха. Унăн хуравне шăпах вулавăш, музей тата культура сферисенче ĕçлекенсем, «Пилеш» ансамбль пайташĕсем пачĕç – кайраклăсем ялта чăваш культура центрĕ уçăласси пирки ĕмĕтленеççĕ. Çакна тума кунта мĕнпур условисем те пур. Паянхи кун ял хастарĕсем хăйсен шухăшне пĕлтерекен хута кирлĕ çĕре çитернĕ. Халĕ документсене пухса йĕркелессипе ĕçлеме тытăннă. Пĕр тĕллевлĕ, пĕр шухăшлă çынсем тăрăшни, вĕсем палăртни пурнăçа кĕрессе шанас килет.
Ирида НОВИКОВА.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.

Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Пĕр тĕллевпе, пĕр шухăшпа палăртни патне
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: