Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
8 Декабрӗн 2022, 15:08

Тăван чĕлхе - халăхăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне палăртмалли хатĕр

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2022 çула Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Культура еткерлĕхĕ  - кашни халăхăн ĕмĕрсем хушши упранакан  пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри. Раççей нумай нациллĕ çĕршыв шутланать, унăн территорийĕнче 190 ытла халăх пурăнать. Кашни халăхăн хăйĕн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки. Çак нумай енлĕх пĕр-пĕринпе тимлĕ те евĕк пулма ыйтать.

Тăван чĕлхе - халăхăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне палăртмалли хатĕр
Тăван чĕлхе - халăхăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне палăртмалли хатĕр

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял библиотекинче çулталăк тăршшĕпех Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулне халалласа тĕрлĕ мероприятисем сахал мар иртрĕç. Вĕсенче вулакансене халăх искусствисен илемĕпе килĕшÿлĕхне уçса пама тăрăшрăмăр. Вулавăшра халăх пултарулăхĕн произведенийĕсем, кулленхи пурнăçра усă куракан авалхи япаласем упранаççĕ. Вĕсем çынсене хăйсен тымарĕсене манса кайма памаççĕ, ял историне пĕлме пулăшаççĕ. Çаксем пурте çитĕнекен ăрăва мĕн ачаран халăх йăли-йĕркисемпе паллашса ÿсме май параççĕ.

Акă, нумай пулмасть çеç «Позитив» кружок пайташĕсемпе, поэзипе фольклора юратакансемпе пĕрле «Мифтахетдин Акмулла  - аслă çутта кăларакан тата ăсчах» литература каçĕ ирттертĕмĕр. Ăна Пушкăрт чĕлхи кунне тата пушкăрт поэчĕн, философĕн, çутта кăлараканĕн Мифтахетдин Акмуллан çуралнă кунне халалланă.

Мифтахетдин Камалетдинович наци литературине аталанма пулăшнă XIX ĕмĕрти пушкăрт поэзийĕн паллă представителĕ шутланать. Мероприятие килнисем поэтăн, халăха çутта кăлараканăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç. Библиотека ĕçченĕ кашни çыншăнах тăван чĕлхе пĕртен-пĕрре, вăл халăхăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне, унăн хăвачĕпе тĕрекне палăртмалли хатĕр пулнине палăртрĕ. М. Акмулла поэзийĕ Тăван çĕршыва, çынсене юратма, ырă кăмăллă пулма  вĕрентет. Çавăнпа вăл паянхи куншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кружок членĕсем Николай Васильевпа Геннадий Семенов, Елена Петровапа Александр Егоров, Галина Осиповапа Ольга Федорова, Светлана Ивановапа Ирина Андреева, Татьяна Райкопа Вера Васильева поэтăн «Юрăç», «Пирĕн тĕнче» тата ыт.те паллă сăввисене вуларĕç, Акмулла çинчен видеофрагментсемпе документлă фильмсем пăхрĕç.

 М. Акмулла поэзийĕ XIX ĕмĕрти пушкăрт поэзийĕн чи çÿллĕ тÿпи шутланать. Вăл пушкăрт поэзине çеç мар, ытти тĕрĕк чĕлхисен аталанăвĕ çине те ырă витĕм кÿнĕ. М.Акумулла халăх кăмăл-сипечĕн чи лайăх енĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Поэтăн ăслă та тĕрĕс поэзийĕ паян та вулакансене тыткăна илет.   

Лира НОВИКОВА, Хушăлкари вулавăш ертÿçи.

Пишпÿлек районĕ.

Тăван чĕлхе - халăхăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне палăртмалли хатĕр
Тăван чĕлхе - халăхăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне палăртмалли хатĕр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: