Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
14 Декабрӗн 2022, 11:00

Пĕрлĕхре вăй

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене хавхалантарас  тĕллевпе  Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнчи культура çуртĕнче «Эпир пĕрле» концерт программи иртрĕ.

Пĕрлĕхре вăй
Пĕрлĕхре вăй

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа ял çыннисем тата та ытларах пĕр тĕвве чăмăртанни сисĕнет. Вĕсем мобилизациленисем валли япаласем пуçтараççĕ, тĕрлĕ акцисене хутшăнаççĕ.

Акă хальхинче «Тус-тăван» (С.В. Юдина) тата «Мерчен» (В.Н. Семенова) чăваш халăх ансамблĕсем  вырăнти культура çуртĕнче концерт йĕркелесе куракансене хавхаланупа патриотла пĕрлĕх туйăмĕ парнелерĕç. Залра ăшă, пурне те пĕрлештерекен кăмăл-туйăм хуçаланчĕ.  Артистсем чуна пырса тивмелле юрăсем, çутă номерсем урлă салтаксене, мобилизацие лекнисене, ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшмаллине çирĕплетрĕç.

 - Паян чăн-чăн патриотизм мероприятине хутшăнса чĕрепе те, чунпа та вĕсемпе пулнине çирĕплетсе патăмăр. Уйрăмах мобилизацие лекнисене пулăшакансене тав тăвас килет. Сирĕн тивлетĕрпе салтаксем тăван кил ăшшине туяççĕ. Пĕрлĕхре – вăй, - терĕç вĕсем.      

Федоровка районĕ,
Урал ялĕ.  

Пĕрлĕхре вăй
Пĕрлĕхре вăй
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: